Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Культура: Чӑваш Енпе чӑваш халӑхӗн историйӗ ҫинчен — ҫӗнӗ кӗнеке

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.11.2019 06:37 | 2015 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Енпе чӑваш халӑхӗн историйӗ ҫинчен ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче «Краткая история Чувашии и чувашского народа» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ.

Ҫӗнӗ кӑларӑма Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авторсен ушкӑнӗ чӑваш халӑхӗн историйӗн тӗп тапхӑрӗсене тишкерес тӗллевпе ӗҫленӗ. Ку тематикӑпа ӑслӑлӑх литератури сахал мар пулнӑ. Анчах учительсем, аслӑ классенче вӗренекенсем, студентсем, таврапӗлӳҫӗсем, Чӑваш Енпе тата чӑваш халӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли кӑларнисем сахалтарах тесе шухӑшлаҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Авторсем ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ литературипе ҫеҫ мар, хальччен усӑ курман истори ҫӑлкуҫӗсемпе те усӑ курнӑ.

Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ. Редакторӗсем – Т.Н. Таймасова тата В.В. Степанов.

#кӗнекесем, #литература, #культура, #чӑвашлӑх, #ЧПГӐИ, #кӗнеке издательстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 5278.0.0449
2019.11.08 21:42
Agabazar
Версисен пуххи — истори мар. (Юлашки пай пирки аса илсе)
Микула // 9259.3.8429
2019.11.09 08:39
Унта Микулан верси ҫук пулсан " кларичченех кивельнӗ" ятлисем ҫумне хурас терӗҫ чӑваш хастарӗсем.
Agabazar // 2933.86.2934
2019.11.10 09:43
Agabazar
Леш хайхи анекдотри пек: апла та пулма пултарнă, капла та пулма пултарнă...... )))
Agabazar // 2933.86.2934
2019.11.10 09:53
Agabazar
Çумăр çăвасса пултарать, çумасса пултарать....
Agabazar // 2933.86.2934
2019.11.10 09:53
Agabazar
Çумăр çăвасса пултарать, çумасса пултарать....
Agabazar // 2933.86.2934
2019.11.10 09:53
Agabazar
Çумăр çăвасса пултарать, çумасса пултарать....
Пулкар // 1414.60.7686
2019.11.10 11:25
Тепӗр хут!Хӑратӑр-и хушма? Председатель комитета Госсовета Чувашии по социальной политике и национальным вопросам Пётр Краснов в 2013 году на вопрос: «Какая эволюция должна была произойти во взглядах, чтобы человек, который в молодости был одним из самых рьяных борцов за суверенитет республики, к зрелым годам был готов отказаться от самого понятия государства в основном законе Чувашии?», ответил: «эволюция взглядов, конечно, происходит», так как «человеку свойственно меняться с годами, с опытом, с приобретением знаний». «С другой стороны, что такое государство? Это большая группа людей, населенная территория, имеющая внешние границы. Государство имеет политическую систему, органы власти и целый ряд других институтов». В этом смысле, заявил Краснов, Чувашская Республика «не являлась, не является и никогда, надеюсь, не будет являться государством».
Кто его родители, каким образом вдолбили в мозг этому депутату такой бред против своего народа? Какая мать вскормила этого депутата? Только не чувашская!!! Что путного может написать институт, которым руководит этот маннӑпуҫ!
Микула // 9259.3.8429
2019.11.11 19:53
Курӑр та тӗлӗнӗр, урок пултӑр ӗмӗрлӗхе. Абсурд тенин вӗҫӗ курӑнма та пуҫларӗ,намӑсла абсурд вӑхӑче тесе ят парӗҫ паянхи вӑхӑта историксем. Мускаври влаҫри националистсем хӑйӗн вӑхӑтӗнче СССР тенине хӑйсемех аркатрӗҫ пулсан ҫӗршывра тем те пулса иртме пултарӗ. Ахальтен каламан халӑх " нихҫан та пулмаҫ тесе ан кала " тесе. Малтанах коммунист пулнисене кайран унталла кунталла куҫнисене шанма юрамасть пулӗ ?
Agabazar // 3360.24.4419
2019.11.13 13:36
Agabazar
Мĕн пырса тăрăнтăр Краснов çумне? Мĕне кирлĕ сире вăл тепле майпа темĕн каласа хуни? Хăш енчен ку сире пырса чышать?

Версисен пуххи — истори мар. Гипотезăсен пуххи — истори мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем