Кӑрлач уйӑхӗнчи пенсие Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури тӗлӗнчи вӑрӑм канмалли кунсене пӑхмасӑрах тӳлӗҫ. РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Перекет банкӗн уйрӑмӗсене ҫак уйӑхри пенси иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫитнӗ. Ӑна пенсие кӑрлач уйӑхӗн 5—11-мӗшӗсенче илекенсене куҫарса панӑ. Ҫак тӳлеве ытти банкра илекенсен графикӗ яланхиллех пулассине хыпарланӑ.
Хулари пуштӑ уйрӑмӗсем урлӑ илекенсене пенсие ҫапла графикпа тӳлӗҫ: кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче — кӑрлачӑн 5-мӗшӗшӗн; кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче — кӑрлачӑн 6 тата 7-мӗшӗсемшӗн; кӑрлачӑн 8-мӗшӗнчен пуҫласа унччен ҫирӗплетнӗ графикпа тӳлӗҫ. Ялти ҫыхӑну уйрӑмӗсем ҫапларах йӗркепе татӑлӗҫ: кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче — кӑрлачӑн 5 тата 6-мӗшӗсемшӗн; кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче — 7-мӗшпе 8-мӗшсемшӗн; кӑрлачӑн 9-мӗшӗнчен — унччен ҫирӗплетнӗ графикпа.
Сӑмах май, паянхи кун республикӑри пенсионерсен 65 проценчӗ пенсие банксенче илет, ыттисене почтальонсем тата ятарлӑ служба (ун пекки Шупашкар районӗнче ҫеҫ) урлӑ ҫитерсе параҫҫӗ.
«ПолитБрокер» телеграм канал «Кӗпӗрнаттӑрсен биржине» пичетленӗ. Унта ҫӗршывӑн субъекчӗсен кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне пичетленӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «вӑтам чаку» ушкӑна лекнӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчен унта ҫавӑн пекех Киров облаҫӗнчи Игорь Васильев, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Сергей Морозов, Сарту облаҫӗнчи Валерий Радаев, Пермь облаҫӗнчи Максим Решетников тата Пушкӑртстанри Рустэм Хамитов кӗнӗ.
Федерацин Атӑлҫи округӗнче лайӑх кӑтартупа танлаштарӑмра Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Глеб Никитин, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов палӑрнӑ.
«Кӗпӗрнаттӑрсен биржине» «ПолитБрокер» телеграм канал ҫулсерен хатӗрлет. Ӑна вӑл епле аталаннине кура тӗрлӗ ушкӑна пайласа йӗркелет.
Чӑваш Енре демографи лару-тӑрӑвне тишкернӗ. Шел те, кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ача ҫураласлӑх чакнӑ.
Чӑвашстатӑн официаллӑ даннӑйӗсене ӗненес тӗк, кӑҫал 2313 ача сахалрах ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку кӑтарту 15,2 процент сахалрах. Ҫапах савӑнтараканни те пур: вилнисен йышӗ чакнӑ, кӑҫал 548 ҫын сахалрах пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Анчах ҫын вилеслӗхӗ ача ҫураласлӑхӗнчен пӗчӗк мар: вилекенсен йышӗ, ҫут тӗнчене килнисемпе танлаштарсан, 11,4 процент нумайрах.
Республикӑри ҫынсем ытларах чухне мӗншӗн пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ-ха? Пӗрремӗш вырӑнта – юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсем. 12,2 проценчӗ тӗрлӗ салтава пула вилет, ҫавӑн чухлех процент усал шыҫҫа пула куҫне ӗмӗрлӗхех хупать. Апат ирӗлтерекен тытӑм, сывлав органӗсен чирӗсене пула та ҫынсем нумай вилеҫҫӗ.
Шупашкар чухӑн тата хӑй тӗллӗн пурӑнайман хуласен йышне кӗнӗ. Кун пирки «Стрелка» кансалтинг бюровӗ пӗлтерет.
Танлаштарӑма ҫын пуҫне мӗн чухлӗ тупӑш пулнине шута илсе хатӗрленӗ. Хыснана тавӑрса памалла мар укҫа килнине, республика тупӑшне те пӑхма манман.
Шупашкарсӑр пуҫне чухӑн хуласен йышне Брянск, Владикавказ, Владимир, Волгоград, Ижевск, Йошкар-Ола, Курск, Липецк, Орел, Саранск, Сарӑту, Тверь, Чӗмпӗр, Черкесск, Элиста, Курган кӗнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын пуҫне 16,5 пин тенкӗ лекет.
Чӑваш Енре шалу ӳстересси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен офциаллӑ порталӗнчи «Законодательство» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Хушура Элтепер республика территорийӗнчи мӗнпур организацире ӗҫлекенсен шалӑвне индексацилеме сӗннӗ. Ӗҫ укҫин виҫине ӳстерес тесен производство тухӑҫлӑхне лайӑхлатмалли те куҫкӗрет. Ҫакна та палӑртнӑ хушура.
Шалу йӗркеллӗ тӳлеменнисем пирки «хӗрӳ лини» уҫма палӑртни те пур. Куншӑн явапли — республикӑн Министрсен Кабинечӗ.
Сӑмах май ҫакна та пӗлтерер: хальхи вӑхӑтра республикӑри вӑтам шалу виҫи 23 пин те 831 тенкӗ те 60 пуспа танлашать. Хушӑва республикӑн экономика министрӗ Владимир Аврелькин комментариленинче ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 7,0 процент пысӑкраххине палӑртнӑ. 2020 ҫул тӗлне вӑтам шалӑва 30 пине ҫитересшӗн.
Кӑҫал патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ умӗн сочинени ҫырнӑ май 11-мӗш класра вӗренекенсене «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?», «Ҫын хуйхи ҫинче телей курма пулать-и?», «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?», «Халӑх шухӑшӗ тӗрӗс мар пулма пултарать-и?» ыйтусем сӗннӗ.
Ҫамрӑксен 47,8% «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?» темӑна килӗштернӗ. Шкултан кӗҫех вӗренсе тухакансен 24,3% — «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», 13,1% «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?» ыйтусене суйланӑ.
Палӑртса хӑварар, пӗтӗмлетӳллӗ аттестаци раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртнӗ. Унта 5458 ача хутшӑннӑ. Кӑҫал шкул пӗтерекенсен 99,7% сочинение ӑнӑҫлӑ ҫырса «зачет» илнӗ. Ӑна илеймен 16 ачан сочинение ҫитес ҫул тепӗр хутчен ҫырма май пулӗ.
Чӑваш Ен экологи танлаштарӑмӗнчен тухса ӳкнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче пирӗн республика унта каллех лекнӗ. Анчах, шел те, темиҫе йӗрке аяларах йышӑннӑ.
Кӗркуннехи танлаштарӑма «Симӗс патруль» общество организацийӗ хатӗрленӗ. Хальхинче малти йӗркесене Тамбов облаҫӗ, Алтай Республики тата Алтай крайӗ йышӑннӑ. Курск облаҫӗ, Питӗр, Мурманск облаҫӗ, Чӑваш Ен, Чӗмпӗр облаҫӗ, Краснодар крайӗ, Коми Республики те чи таса 10 регионсен йышне кӗнӗ. Эппин, пирӗн республика 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Палӑртмалла: унччен вӑл 5-мӗш йӗркере пулнӑ.
Чӗлепи облаҫӗ танлаштарӑмра чи хыҫалти йӗркене йышӑннӑ. Свердловск, Мускав, Иркутск облаҫӗсем, Севастополь, Брянск облаҫӗсем, Бурят Республики, Еврей автономи округӗ, Ленинград тата Чулхула облаҫӗсем те аутсайдерсен йышӗнче.
Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2035-мӗш ҫулччен валли хатӗрленӗ стратегилле проектне сӳтсе явнӑ. Ӑна тишкерме республикӑн Правительство ҫуртне пухӑннӑ.
Ахаль ҫынна кӑсӑклантаракан тӗп ыйту ӗҫ укҫипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар. 2020 ҫулта вӑл пирӗн тӑрӑхра 30 пин тенке ҫитӗ, 2025 ҫул тӗлне
30 пине ҫывхарӗ, 2035- мӗш ҫулта ҫынсен шалӑвӗ 90 пине ҫывхарӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев маларах асӑннӑ документа регионӑн экономикине аталантарас тата халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне ӳстерсе пырассипе йышӑннине каланӑ. «Чӑваш Енӗн аталанӑвӗ халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ», — тенӗ вӑл. Малашлӑхри аталанупа ҫыхӑннӑ документа хатӗрленӗ чух ҫынсен сӗнӗвне шута илмеллине, тӗрлӗ специалист шухӑшӗсем те тӗп вырӑнта пулмаллине те палӑртнӑ Элтепер.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче сӗтел хатӗрлемешкӗн мӗн чухлӗ укҫа тухса каясси пирки эсир, ахӑртнех, хальлӗхе шухӑшламан-ха. Сирӗншӗн тӑкака Росстат шутланӑ. Кӑҫал Чӑваш Ен ҫыннисен уяв сӗтелӗ хатӗрлес тесен 5,3 пин тенкӗ кӑларса хумалла.
Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ ҫынран тӑракан ҫемьен уяв сӗтелӗ ҫулталӑкра 2,15 процент хакланнӑ. Пирӗн республика танлаштарӑмра 71-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсене илес тӗк, Киров, Пенза, Ӗренпур облаҫӗсенче, Тутарстанра, Мари Элта, Мӑкшӑ Республикинче, Чӑваш Енрипе танлаштарсан, уяв сӗтелӗ йӳнӗрех кайса ларӗ.
Уяв сӗтелӗ йышне мӗн кӗрет-ха? «Кӗрӗк айӗнчи сельдь», «Оливье» салатсем, лосось йышши пулӑсен вӑлчи, аш, торт, пулӑ, улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, эрех, коньяк, хӗрлӗ эрех тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Пӗтӗмпе списокра – 29 пункт.
«Оливье» тата «Кӗрӗк айӗнчи сельдь» салатсем миҫе тенке кайса ларассине те шутланӑ Росстат: 261,67 тата 130,44 тенкӗ.
Чӑваш Ен ытти регион хушшинче ӗҫ укҫи енӗпе миҫемӗш вырӑн йышӑнать? Пӗлес килсен танлаштарӑма тишкермелле. Ӑна нумаях пулмасть хатӗрленӗ.
Шел те, Чӑваш Ен унта малтисен йышӗнче ҫук. Тӗпчев кӑтартнӑ тӑрӑх, Ямал-Ненецк автономи округӗнче пурӑнакансем пуринчен те ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ. Унта вӑй хуракан ҫынсен 24 проценчӗ уйӑхне 100 пин тенкӗ ытла илет. Иккӗмӗш вырӑнта – Чукотка. Виҫҫӗмӗш йӗркене Мускав йышӑннӑ.
Чӑваш Ен 69-мӗш вырӑнта ҫеҫ. Пирӗн республикӑра пурӑнакансен 0,78 проценчӗ ҫеҫ уйӑхне 100 пин тенкӗ ытларах шалу илет. 10 пин тенкӗрен сахалрах ӗҫлесе илекенсен йышӗ – 19,8 процент.
Ҫурҫӗр Кавказри республикӑсенче пурӑнакан ҫынсем чи сахал шалу илеҫҫӗ. Вӗсем танлаштарӑмра юлашки йӗркесене йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |