Шупашкарти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ӗҫсӗр ҫынсене «Промтрактор-Промлит» савутри пушӑ вакансисене сӗнет. Паянхи кун тӗлне центр специалисчӗсем ӗҫ шыракан 1150 ҫынна ҫак предприятире вӑй хума май пуррине пӗлтернӗ. Паллах, вӗсем унта ӗҫлеме пултарнине шута илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ӗҫлев министерстви хыпарлать.
Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр специалисчӗсем хула ҫыннисене тулли мар яваплӑ «Промтрактор-Промлит» пӗрлӗхӗн кадрсемпе ӗҫлекен служби панӑ хыпар-хӑнарпа паллаштарать, консультацие йыхравлать. Паянхи кун тӗлне вӗсем тӗп хулара пурӑнакан 254 ҫынна предприятие калаҫу тухма янӑ. Хальхи вӑхӑтра савутра огнеупорщиксем, обрубщиксем, машинӑпа форма тӑвакан стерженщиксем, машинӑпа форма тӑвакан формовщиксем, земледелсем, форма пухакансем тата термистсем ытларах кирлӗ.
Чӑваш Енре пӗр эрне хушшинче 4300 ытла ҫын гриппа тата ОРВИпе чирленӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Апла пулин те сезон чирӗсем сарӑлас енӗпе республикӑри лару-тӑру лӑпкӑ шутланать иккен. Акӑ, сӑмахран, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен 4346 ҫын грипп е ОРВИ ертнине тупса палӑртнӑ. Ҫакӑ юлашки ҫичӗ ҫулхи вӑтам кӑтартупа пӑхсан — 6,9 процент, хӑрушӑ чикӗрен 51,2 процент сахалрах. Чирлесе ӳкнисен пысӑк пайӗ — ҫул ҫитменнисем. ОРВИпе нушаланасси Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта уйрӑмах пысӑк. Ҫавна май 1-мӗш класа ҫӳрекенсене кӑрлачӑн 18-мӗшӗнчех шкула пыма чарнӑ, 27 вӗренекене карантина янӑ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта 14 ҫын гриппа чирленине шута илнӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче ферма уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, вырӑнти тӳре-шара, ял халӑхӗ пухӑннӑ.
Фермӑна Комсомольски районӗнчи Тукайӗнче уҫнӑ. Унӑн хуҫи — «Рассвет» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ.
Ҫӗнӗ фермӑна 200 пуҫ ӗнелӗх тунӑ. Унтах — сумалли зал, администраципе хуҫалӑх пӳлӗмӗсем. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 50 миллион тенке ларнӑ, ҫав шутран 28 миллионне ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илнӗ.
Ял хуҫалӑх кооперативӗнче ӗне выльӑх шутне ҫывӑх вӑхӑтра икӗ хута яхӑн ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки предприяти ертӳҫи Михаил Афанасьев пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ фермӑра проект хӑвачӗпе 2020 ҫулта ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ун чухне ҫулталӑкне 1200 тоннӑран кая мар сӗт суса илме палӑртаҫҫӗ. Ку цифра пӗлтӗрхинчен 1,7 хут пысӑкрах.
Сӑмах май, 2018 ҫулта тукайсем кашни ӗнерен вӑтамран 6455 килограмм (республикӑра – 5500 килограмм) сӗт суса илнӗ.
Чӑваш Енре иртнӗ ҫул диспансеризаци вӑхӑтӗнче 433 ҫыннӑн усал шыҫӑ чирӗ аталаннине ҫирӗплетнӗ. Вӗсенчен 70 проценчӗн чирӗ пуҫламӑш тапхӑрта пулнӑ. Ҫавна май рака вӑй илме пуҫланӑ самантра тупса палӑртасси 55,7 процент таран ӳснӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Республикӑри онколог тухтӑрсен чи пысӑк ҫитӗнӗвӗ — пӗлтӗр ракран вилнисен йышне чакарма май килни. 2018 ҫулта тупса палӑртнӑ ҫулах пурнӑҫран уйрӑлнисен шучӗ 22,1 процент пулнӑ, унтан малтанхи ҫулта — 24,8 процент.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, иртнӗ ҫул республикӑри 208 пин ытла ҫын диспансеризаци тухнӑ. 45 пин ытла хӗрарӑм маммографи тӗрӗслевне пынӑ, 81 пин ҫын хулӑн пыршӑ ракӗ аталаннипе аталанманнине палӑртма юн панӑ.
Чӑваш Енри районсем ҫур акине хатӗрленме пуҫланӑ ӗнтӗ. Хӑшӗсем паян удобрени туянаҫҫӗ, теприсем вӑрлӑха кондицие лартассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
«Россельхозцентр» федерацин патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи кун тӗлне 44,8 пин тонна вӑрлӑх тӗрӗсленӗ. Ҫак кун тӗлне пӗлтӗр, сӑмах май, 45,1 пин тонна пахаланӑ. Халь тӗрӗсленинчен кондицие ларнӑ вӑрлӑх хисепӗ — 61 процент. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑта акана юрӑхлӑ вӑрлӑх хисепӗ 34 процент пулнӑ.
Кондициллӗ вӑрлӑх хисепне Йӗпреҫ районӗнче 2 процент лайӑхлатнӑ.
Вӑрлӑха ака валли хатӗрлессипе уйрӑмах лайӑх ӗҫлекен районсен шутӗнче — Тӑвай тата Вӑрнар районӗсем. Малтан асӑннинче мӗнпур вӑрлӑхӑн 92 процентне хатӗрлесе ҫитернӗ, юлашкинчен каланинче ҫак хисеп 83 процентпа танлашнӑ.
Республикӑра 2015 ҫул вӗҫӗнче 99 хаҫат тата 38 журнал тухса тӑнӑ. Халӗ, Роскомнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 69 хаҫат тата 20 журнал тӑрса юлнӑ. Кунсӑр пуҫне 1 бюллетень, 1 сборник, 1 каталог пур.
Эппин, виҫӗ ҫулта республикӑра 50 яхӑн хаҫат-журнал пӗтнӗ. Электронлӑ МИХсен те лару-тӑру лайӑхах мар: вӗсем те чакнӑ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 1 радиопрограмма, 11 радиоканал, 8 телеканал регистрациленнӗ. Тата икӗ информагентство пур.
Тетелти кӑларӑмсене Чӑваш Енри Роскомнадзор уйрӑмӗ урлӑ регистрациленмеҫҫӗ, ҫавна май вӗсем 2018 ҫул вӗҫӗ тӗле регистрациленнӗ 112 МИХсен списокне кӗмеҫҫӗ.
Чӑваш Енри журналистсен шалӑвӗ пӗчӗк. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсемпе танлаштарнӑ та, ҫавӑн пек пӗтӗмлетнӗ. Чи пысӑк ӗҫ укҫи илекен журналистсем Пермь крайӗнче пурӑнаҫҫӗ.
HeadHunter агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри журналистсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Ҫапла, вӑтамран. Ку йышра пуҫлӑхсемпе вӗсен ҫумӗсем те, ахаль журналистсем те пур.
Мари Элта, Ӗрӗнпур тата Киров облаҫӗсенче калем ӑстисем пӗчӗк шалупа ҫырлахма тивет. Маларах асӑннӑ Пермь тӑрӑхӗнче уйӑхсерен вӑтамран 30-шар пире тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнче те журналистсен шалӑвӗ пирки хыпарланине вуланисенчен пӗри: «Патшалӑх МИХӗсенче ӗҫлекен журналистсене мӗншӗн пысӑк укҫа тӳлемелле вара? Тарҫӑсене никам та нумай тӳлемест», — тесе йӗпленӗ.
Халӑхран пухакан сӗт хакӗ Чӑваш Енри ялсенче хӑпарнӑ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ведомствӑн агроапат-ҫимӗҫ рынокне йӗркелекен сектор хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет.
Сӗте халӑхран пӗр литрне вӑтамран 19 тенкӗ те 30 пуспа пухаҫҫӗ. Ку вӑл унчченхи ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 8,8 процент, е 1 тенкӗ те 70 пус, пысӑкрах. Тӗрлӗ районта тӗрлӗ хакпа пухаҫҫӗ. Улатӑр районӗнчех, ав, пӗр литр хакӗ 17 тенкӗрен пуҫласа 21 тенке те 50 пуса ҫитет.
Сӗт хакне Йӗпреҫ районӗнче 1 тенкӗ ӳстернӗ, Комсомольскипе Елчӗк районӗсенче — 50-шар пус.
Халӑхран тата хуҫалӑхсенчен пухнӑ сӗте тирпейлекен предприятисем вӑтамран 23 тенкӗ те 35 пуспа туянаҫҫӗ. Юлашки эрнере савутсем, сӑмах май, хака 10 пус чакарнӑ.
Официаллӑ майпа ӗҫлекенсен йышне иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра самай ӳстерме май килнӗ. Ҫавна май хыснана уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен тӳлекен налук тата страховой тӳлев виҫи палӑрмаллах ӳснӗ. Конвертра шалу илекенсен йышне чакарнине пула налук виҫине пӗлтӗр 70,7 миллион тенкӗ пухнӑ, страховой взноса — 232 миллион тенкӗ.
Районсемпе хула администрацийӗсене пӗлтӗр республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерстви килӗшӳпе ӗҫлекенсен йышне 48 пин те 866 ҫынна ҫитерме хушнӑ. Ҫавна килӗшӳ тусах ҫирӗплетнӗ. Ку енӗпе чи тӑрӑшуллисен йышне Комсомольски (унта плана 105,8 процент пурнӑҫланӑ, Ҫӗрпӳ (104,0%), Красноармейски (102,4%) районӗсем лекнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районне (51,8%), Улатӑрпа (52,2%) Ҫӗмӗрле (71,8%) хулисене начар енчен палӑртнӑ.
Чӑваш Енре тискер чӗрчунсен йышне ҫулсерен палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал та специалистсем ҫавсене шутланӑ.
Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнтӑр, ондатра, шашкӑ, ӑтӑр хисепне палӑртнӑ. Ҫак енӗпе юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тимленӗ. Паянхи кун тӗлне хӑнтӑр, ондатра, шашкӑ, ӑтӑр шутне пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ.
Хӑнтӑр пирӗн республикӑра — 2550 пуҫ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 9 штук нумайрах. Ондантра шучӗ — 16 542 пуҫ. 2017 ҫулта ҫак чӗрчун 16 036-па танлашнӑ.
Шашкӑна илсен, Чӑваш Енре ӑна 85 пуҫ шутласа кӑларнӑ, ӑтӑра — 30. Сӑмах май, ҫак чӗрчунсен шучӗ кӑҫал пӗлтӗрхинчен ӳснӗ: шашкӑ 78 пулнӑ, ӑтӑр – 17.
Юлашкинчен асӑннӑ икӗ чӗрчуна та Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Вӗсене тытма юрамасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |