Паян Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсене патшалӑхӑн тӗрлӗ чинне пани ҫинчен калакан свидетельствӑсем тыттарнӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй панӑ.
Хӑшӗсем Чӑваш Республикин патшалӑхӑн 1-мӗш класлӑ чӑн канашҫи, теприсем 2-мӗш, виҫҫӗмӗшӗсем 3-мӗш класлӑ пулса тӑнӑ. Граждан службин чи пысӑк иерархине тивӗҫнисен йышӗнче хӗрарӑмсем те самай. Сӑмах май каласан, республикӑн патшалӑх службинче тӑрӑшакансенчен 70 ытла проценчӗ — хӗрарӑмсем. «Вӗсем Чӑваш Республикинчи халӑхшӑн чӑннипех те тӑрӑшаҫҫӗ», — мухтанӑ Элтепер хӗрарӑм тӳре-шарана.
Ҫакна та палӑртар: паян патшалӑх ӗҫӗнче 1275 граждан служащийӗ вӑй хурать. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, тӳре-шара йышне чакарасси малалла пырать. Юлашки 10 ҫул хушшинче ҫав хисеп 24 процент чакнӑ.
Чӑваш Енри шкулсенче 11-мӗш классенче вӗренекенсем пӗтӗмлетӳллӗ сочинение кӑҫал раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫырчӗҫ. Ку вӑл экзаменӑн тӗп тапхӑрӗ пулчӗ. Ҫав вӑхӑтра Чӑваш Енри 5686 ача парта хушшине ларнӑ (ҫав шутран 5684-шӗ — кӑҫал шкул пӗтерекенсем, 2-шӗ — пӗлтӗр шкул пӗтернисем), пӗтӗмлетӳллӗ изложение 11-мӗш класра вӗренекен 61 ача ҫырнӑ.
Раҫҫейри шкул ачисенчен 2 проценчӗн ҫеҫ зачет илме май килмен. Чӑваш Енре ун пеккисен йышӗ — 0,2 процент. Вӗсен парта хушшине 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тепӗр хутчен тепӗр хутчен ларма тивӗ.
Сочинени темисене илсен, шкул ачисен 27,3 проценчӗ ырӑ кӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ темӑна суйланӑ, ӳнер пирки ачасен 3,2 проценчӗ пуҫ ватнӑ.
Чӑваш Енре кӑҫал усал шыҫӑ чирӗсене тупса палӑртнӑ тӗслӗх 0,6 процент чухлӗ нумайланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах юлашки пилӗк ҫулта рака пула вилекенсен шучӗ 7,1 процент таран чакнӑ. Кун пирки РИА Новости (Хыпарсем Раҫҫейри информаци агентстви) пӗлтерет.
Республика ҫакнашкал ҫитӗнӗве епле майпа тума пултарни те паллӑ. Медицина пулӑшӑвне пысӑк технологисене тӗпе хурса пама тытӑннӑ, инновациллӗ скрининг программисене вӑя кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне ҫитес ҫул Чӑваш Енре амбулатори мелӗпе онкологи пулӑшӑвӗ паракан тӑватӑ центр ӗҫлеме тытӑнӗ. Тишкернӗ тӑрӑх, ҫакӑ ракран вилессине тата 4,7 процент таран чакарма май парӗ.
Палӑртса хӑвармалла, усал шыҫҫа пула вилнисен хисепӗ кӑҫал 3,4 процент сахалланнӑ. Рака пуҫламӑш тапхӑрсенчех тупса палӑртасси вара 0,2 процент ӳснӗ.
Чӑвашстат кӑҫал Чӑваш Енре мӗн чухлӗ ҫын ытти региона тухса кайнине шутланӑ. Хисеп пӗчӗкех мар.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче республикӑран 17 пин ытла ҫын кайнӑ. Вӗсенчен 15209-шӗ ытти регионта тӗпленнӗ. Пӗлтӗр унашкаллисем 14254 ҫын пулнӑ. 1895 ҫын вара чикӗ леш енне пурӑнма куҫнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Ене ытти регионтан 11622 ҫын пурӑнма килнӗ. Тепӗр 1678 ҫын пирӗн тӑрӑха ют ҫӗршывсенчен ҫитнӗ. Эппин, кӑҫал республикӑра миграци чакӑвӗ 3804 ҫынпа танлашнӑ (пӗлтӗр 2347 ҫын пулнӑ).
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ВИЧ-инфекциллӗ 274 ҫынна тупса палӑртнӑ, пӗтӗм тапхӑрта вара ҫак мур республикӑри 2877 ҫынна ернӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче тупса палӑртнисен йышӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, виҫӗ ҫын сахалрах. Ҫапла майпа, пӗтӗм ҫӗршывӗпе илсен, Чӑваш Республикинче инфекци ҫаклатасси 2,6 хут сахалрах. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ВИЧ-инфекциллисен шучӗ 100 пин ҫын пуҫне 19,6 ҫынпа танлашнӑ. Ҫакӑ нумай ҫуллӑх кӑтартӑвӗпе пӑхсан, 43,4% чухлӗ пысӑкрах.
Палӑртса хӑвармалла, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку анализа республикӑри 248 пин те 300 ҫын панӑ. Иртнӗ ҫулхипе пӑхсан, 11,1% пысӑкрах.
РФ Правительство ҫумӗнчи Финанс университечӗ тӗпчев ирттернӗ, 250 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласен хӑтлӑхне хакласа танлаштарӑм хатӗрленӗ. Шупашкар 21-мӗш йӗркене йышӑннӑ, ҫапла вӑл ТОП-30 йыша лекнӗ.
Танлаштарӑма мӗне тӗпе хурса йӗркеленӗ-ха? Хуласенчи медицина пулӑшӑвне, ҫулсен пахалӑхне, культурӑпа вӗренӳ аталанӑвне, ЖКХ ӗҫӗ-хӗлне, ҫурт-йӗр хӑпартнине хакланӑ. Кунсӑр пуҫне вырӑнти влаҫ ӗҫне, халӑх хӑтлӑх пирки мӗн шутланине, ҫынсен тупӑшне те пӑхнӑ.
Ыйтӑм ирттернӗ чухне ҫынсем хулари хӑтлӑха 0-100 балпа хакланӑ. Шупашкар ҫыннисем медицина пулӑшӑвне – 63, ҫул-йӗре – 61, ЖКХ ӗҫне – 54, культурӑна – 56 балпа хакланӑ. Вырӑнти влаҫ ӗҫне вара 50 балл кӑна панӑ.
РФ Правительство ҫумӗнчи Финанс университечӗ танлаштарӑмра Тӗмен хули пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Грозный хули, виҫҫӗмӗшӗнче – Мускав. Питӗр – ҫиччӗмӗш йӗркере.
Кӗркунне ҫитнӗ май хваттер тара илме хакланнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «МИР КВАРТИР» (чӑв. Хваттер тӗнчи) портал эксперчӗсем. Вӗсем хваттер тара илсе пурӑнни хӑш хулара мӗн хака ларнине пӗтӗмлетнӗ. 300 пин ҫынтан ытларах ҫын пурӑнакан 69 пысӑк хулана тишкернӗ.
Чи хаклӑ хула — Мускав. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттер тара илме уйӑхсерен вӑтамран 32 пин те 907 тенкӗ кӑларса хумалла. Сочи тата Питӗр хулисенче те йӳнӗ мар. Вӗсенче 22 пине яхӑн ыйтаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар вӑл енчен йӳнӗ хуласен йышне лекнӗ. Кунта уйӑхсерен вӑтамран 6 пин те 954 тенкӗ тӳлесе хваттер тара илме пулать. Шупашкар виҫӗ пӳлӗмлӗ чи йӳнӗ пилӗк хула йышне те кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах икӗ пӳлӗмлисен хуҫисем кӗр енне хаксене хӑпартнӑ иккен.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗпе танлаштарсан юпа уйӑхӗнче Чӑваш Енре инфляци шайӗ 0,2 процентпа танлашнӑ. Чӑвашстатра ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫак цифра Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран 0,2 процент пӗчӗкрех.
Иртнӗ уйӑхра пирӗн республикӑра апат-ҫимӗҫ унчченхи уйӑхринчен 0,2 процент хакланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗрулми 1,7 процент, аш-пӑшпа чӑх какайӗ 1,4 процент, макарон таврашӗ 1,1 процент, тип ҫу 0,04 процент йӳнелнӗ. Чӑх ҫӑмарти 3,3 процент хакланнӑ, услам ҫу — 1,6 процент, сӗт тата сӗтрен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ, сахӑр, кӗрпе, пӑрҫа йышшисем, обществӑлал апатлану – 1,3%, ҫаар тата ҫӑкӑр тавраш – 0,3 процент, пулӑ тата тинӗс ҫимӗҫӗ – 0,02 процент.
Апат-ҫимӗҫ мар тавар 0,5 процент хакланнӑ. Ҫав шутран — ҫумалли япаласен хакӗ 2,9 процент ӳснӗ.
Чӑваш Енри миравай тӳресем хӑйсен тӑхӑр уйӑхри ӗҫне пӗтӗмлетнӗ. Паянхи кун республикӑра 68 миравай тӳре ӗҫлет. 2018 ҫулхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче вӗсем 155 пин те 705 ӗҫ пӑхса тухнӑ. Ҫав шутран 60 проценчӗ — граждан ӗҫӗсем, 31 проценчӗ — административлӑ ӗҫсем, 2 проценчӗ — пуҫиле ӗҫсем, 7 проценчӗ — ытти материал.
Миравай тӳресем пӑхса тухакан ӗҫсен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Пӑхса тухнӑ ӗҫсен хисепӗ 2017 ҫулхи тӑхӑр уйӑхрипе танлаштарсан 13 процент ӳссе 20 пин те 347 штукпа танлашнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач—авӑн уйӑхӗсенче кашни миравай тӳре вӑтамран 2 290 ӗҫ пӑхса тухнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑрта ку хисеп 1 пин те 991-па танлашнӑ.
Республикӑри вӑтам кӑтартуран йывӑртарах тиев 33 тӳрене лекет. Ӗҫсен шучӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш, 3-мӗш тата 1-мӗш суд участокӗсенче уйрӑмах пысӑк.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 41 ача вилнӗ. Вӗсенчен 30-шӗ – 1-17 ҫулсенчисем (путса вилекенсем, ҫул ҫинчи аварире шар куракансем, ҫӳллӗшӗнчен ӳкнисем, электричествӑна пула сывлама пӑрахнисем тата ытти сӑлтава пула вилнисем), 11-шӗ вара ҫулталӑк та тултарманнисем.
Ытларах чухне ачасем ашшӗ-амӑшӗн тимсӗрлӗхне пула шар кураҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӗслӗхре аслисем эрех ӗҫни паллӑ. 41 ачаран нумайӑшӗ сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ.
Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта тин ҫуралнӑ ачасене урама кӑларса ывӑтнӑ тӗслӗхсем - чӑннипех те тискер. Б.Хмельницкий урамӗнче 17 ҫулти хӗр ачине ҫуратнӑ та ҫӳп-ҫап проводне пенӗччӗ. Пӗчӗкскер унта вилнӗ, амӑшне вара часах тытса чарнӑ.
Ҫӳп-ҫап сортламалли станцисенче ав тепӗр икӗ ачана тупнӑччӗ. Вӗсем те – тин ҫуралнӑскерсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |