Кӑҫалхи икӗ уйӑхра Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен ӗҫӗ-хӗлне тишкерсе черетлӗ танлаштарӑм хатӗрленӗ. Экспертсен шухӑшӗпе, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн лару-тӑрӑвӗ япӑхланнӑ.
«Танлаштарӑм» информаци комуникацийӗсен центрӗн даннӑйӗсене ӗненес тӗк, Михаил Васильевич 56-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑл танлаштарӑмӑн иккӗмӗш ушкӑнне лекнӗ. Сӑмах май, унта пӗтӗмпе 85 йӗрке.
Аса илтерер: 2018 ҫулта хатӗрленӗ танлаштарӑмра Михаил Игнатьев 50-мӗш вырӑнта пулнӑ. Эппин, вӑл халӗ 6 йӗрке аннӑ.
Палӑртмалла: малти йӗркесене Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Моор, Тула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Дюмин йышӑннӑ.
Паян пирӗн республикӑра «Молодежь за здоровый образ жизни» (чӑв. Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн) ҫулсерен иртекен акцин ҫуркуннехи тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ организацийӗсенче сывлӑх фестивалӗсем, семинарсемпе тренингсем, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракан паллӑ ҫынсемпе тӗл пулусем, спорт мероприятийӗсем, ҫавра сӗтелсем, ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем иртӗҫ. Унсӑр пуҫне куравсем йӗркелеме, кинофильмсем кӑтартма палӑртса хунӑ.
ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцин ҫуркуннехи тата кӗркуннехи тапхӑрӗсене ҫулсерен 100 пин ытла ачапа 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑк хутшӑнать. Вӗсем валли 10 пине яхӑн тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.
Росстат кӑҫалхи карлач уйӑхӗн ӗҫсӗрлӗх енӗпе лару-тӑру мӗнле пулнине тишкернӗ, танлаштарӑм хатӗрленӗ. Ӑна Патшалӑх статистикин федераци службин сайтӗнче курма пулать.
Ведомство Чаваш Енри лару-тӑрӑва та хакланӑ. Палӑртмалла: Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти регионпа танлаштарсан, Чӑваш Республикинче ӗҫсӗр ҫынсем сахал.
Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсен хушшинче Чӑваш Ен тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн регионта ӗҫлеме пултаракан 620 пин ытла ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 590-шӗ ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.
Кӳршӗ республикӑра, Мари Элта, ӗҫсӗррисем нумай. Вӑл – юлашки вырӑнта.
«Правда ПФО» интернет-кӑларӑм Чӑвашстат курӑмлатнӑ статистикӑна пичетленӗ: Чӑваш Республикинчен пӗлтӗр 21 пин те 59 ҫын куҫса кайнӑ, пирӗн пата 15 пин те 734 ҫын килсе тӗпленнӗ.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑран куҫса каякансенчен ытларахӑшӗ Раҫҫейӗн ытти регионӗнче пурӑнма тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах ют ҫӗршывсенче тӗпленнисем те пур: унашкаллисен йышӗ 2337 ҫын. Ҫапла майпа Чӑваш Енри миграци чакӑвӗ 5325 ҫынпа танлашнӑ. 2017 ҫулпа танлаштарсан 2218 ҫын ытларах.
Пирӗн пата пурӑнма куҫнисен пысӑк пайӗ — Раҫҫейӗн урӑх регионӗнчен. Чикӗ леш енчен 2191 ҫын куҫса килнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пурӑнакансен йышӗ ӳснӗ, Етӗрне, Патӑрьел тата Вӑрнар районӗсенче вара чакнӑ.
Раҫҫейре чухӑнлӑх портретне йӗркелесшӗн. Кун пирки паян РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Сочире иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици форумӗнче каланӑ.
Форумра вӑл ҫӗршывӑн регионӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Унта, сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Тӗлпулура социаллӑ пурнӑспа ҫыхӑннӑ наци проекчӗсене пурнӑҫлассине сӳтсе явнӑ. Премьер-министр мӗнпур регион тенӗ пекех федераци органӗсемпе субсиди илме килӗшӳ тунине палӑртса хӑварнӑ. «Апла эсир тухӑҫлӑ ӗҫлеме хатӗр», — ырланӑ вӑл хастаррисене.
Дмитрий Медведев ҫӗршывра чухӑнлӑх шайне чакармалли пирки каланӑ май чухӑнлӑхӑн социаллӑ портретне йӗркелессине пӗлтернӗ. Паян пирӗн ҫӗршывра 19 миллион ытла ҫыннӑн тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен сахалрах иккен. Вӗсене пулӑшма социаллӑ органсем типӗ цифрӑсене тӗпе хурса йышӑннине палӑртнӑ Дмитрий Медведев. Чухӑнлӑх портречӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатма май парасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене уйӑхне 3 пин те 558 тенкӗ апатланма ҫитет. Ҫакна вырӑнти тӳре-шара шутланӑ. Ку даннӑйсене Росстат кӑтартнӑ.
Танлаштарма: Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗр ҫынна уйӑхне апатланма пурӑнмалли виҫе 3654 тенкӗпе танлашнӑ. Эппин, пирӗн регионта ку кӑтарту 2,6 процент пӗчӗкрех. Раҫҫейри кӑтартуран (4065 тенкӗ) вара 12,5 процент сахалрах.
Палӑртмалла: Чӑваш Ен Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ку кӑтартупа тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнать. Чи пӗчӗк виҫе – Сарӑту облаҫӗнче (3384 тенкӗ), чи пысӑкки – Самар тӑрӑхӗнче (3977 тенкӗ).
Чӑваш Республики укҫа илӗртекен регионсен шутне лекнӗ. «Инвест-Форсайт» ӗҫлӗ журнал «Инвестиционная активность регионов» (чӑв. Регионсен инвестици хастарлӑхӗ) танлаштарӑма пичетленӗ. Унта вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи цифрӑсене илсе кӑтартнӑ. Пирӗн республика ҫавӑнта ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Рейтинга хатӗрленӗ чухне Раҫҫейӗн регионӗсенче пурнӑҫа кӗртекен тата хута яракан инвестици проекчӗсене шута илнӗ. Вӗсене журнал «Инвест-Регион» субъектсенчи хыпарсене пичетлени тӑрӑх палӑртса пынӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, мӗнпур хыпара 10-шар баллӑ виҫепе хакланӑ: проекта ӗҫлеттерсе янине, черетлӗ тапхӑра, проект валли укҫа уйӑрнине, малашлӑх плансене палӑртса килӗшӗве алӑ пуснине, ытти хыпара.
Суд приставӗсен ӗҫӗ ҫапла – парӑмсене шыраса илесси. Ҫав шутра – алимент укҫине те. Ҫак кунсенче приставсем алимент тӳлемен ҫынсем хӑш районсенче ытларах пулни пирки каласа кӑтартнӑ.
Алимент тӳлемесӗр парӑма кӗнисем Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче нумай. Ҫак муниципалитетсенче кашни 68-85-мӗш ҫын парӑмҫӑ-мӗн. Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк, Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх.
Алиментпа парӑма кӗнисен 9 проценчӗ – хӗрарӑмсем. Парӑма татмасан приставсем мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Акӑ кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне 2 пине яхӑн ҫынна автомобиль рулӗ умне ларма чарнӑ.
Пӗлтӗр парӑмҫӑсенчен 8,5 пин ача валли 175 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. 1400 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 673 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларнӑранпа паян 75 ҫитрӗ. Нумаях пулмасть Раҫсейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пирӗн тӑрӑхра 49 ветеран-блокадник пурӑннине пӗлтерчӗ.
Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларма хутшӑннисем кӑрлачӑн 24-мӗшӗ тӗлне11-ӗн пурӑнни паллӑ. Вӗсене «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ. «Блокадӑри Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале тивӗҫнисем 38 ҫын пурӑнаҫҫӗ.
Блокадӑри Ленинград нушине курнисенчен чи асли нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 100 ҫул тултарӗ. Вӑл республика тӗп хулинче тӗпленнӗ. Блокадӑри Ленинградра шӑп та лӑп 75 ҫул каялла ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан кинеми паян 75 ул тултарнӑ.
Ленинграда хӳтӗлеме хутшӑннисем е ҫав вӑхӑта тӳссе ирттернисенчен чылайӑшӗ, пурӗ 34 ҫын, Шупашкарта пурӑнать, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5-ӗн, Канашра — 2-ӗн, Улатӑр хулинче, Элӗк, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче — 1-ер.
Пӗтӗм тӗнчери футбол чемпионатне курма пӗлтӗр пирӗн ҫӗршыва килнӗ ҫынсенчен 5 пин ытларахӑшӗ Раҫҫейрех юлнӑ. Ҫак цифрӑна паян ҫӗршывӑн Шалти ӗҫсен министерствин Миграци енӗпе ӗҫлекен тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Краюшкин пӗлтернӗ.
Пакунлӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, футбол кураканӑн паспорчӗпе пирӗн ҫӗршыва 650 пин ытла ҫын килнӗ. Анчах каялла кайма вӗсенчен хӑшӗсем тӑхтаса тӑраҫҫӗ. «Чылайӑшӗ саккуна пӑхӑнакансерсем пулчӗҫ, хӑйсен тӑван тӑрӑхне вӑхӑтра тухса кайрӗҫ, — тенӗ полицейски. — Ҫав вӑхӑтрах иртнӗ ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне 12 пин ытла ҫын Раҫҫейре тӑрса юлнӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службипе пӗрле вӗсенчен чылайӑшне тӑван ҫӗршывне ӑсатма май килчӗ. Футбол кураканӑн карттипе килнисем халӗ Раҫҫейре — 5,5 пин ҫын~~».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |