Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер Министрсен Кабинечӗн пайташӗӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов 11 уйӑхри тӑрӑма тишкернӗ май ҫул-йӗр ҫинчи инкексен шучӗ чакнине палӑртнӑ. Инкеке пула ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ тӗслӗхсен шучӗ те пӗчӗкленнӗ.
Министр ятарлӑ службӑсем ҫулсене хӑрушсӑрлӑх виҫисене пӑхӑнса тӗпрен юсанине асӑннӑ май условисем лайӑхланнине каланӑ. Ҫул-йӗре яваплисем вӑхӑтра тирпейлесе тасатса тӑраҫҫӗ-мӗн, видосӑнавсем вырнаҫтарни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Сӑмах май, ун пеккине пурӗ 149 комплекс вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫарса ҫӳремелли «Арена» прибор — 36.
Республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ ҫынсен йышӗ 1,5 ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал ҫак чирпе нушаланакан 46 ҫын нумайрах. Пӗтӗмпе кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 277 тӗслӗхе шута илнӗ. Палӑртмалла: юпа уйӑхӗнче 31 тӗслӗх тупнӑ.
ВИЧ-инфекциллисем ытларах Шупашкарта (14 ҫын), Ҫӗнӗ Шупашкарта (10 ҫын), Вӑрмар тата Муркаш районӗсенче (2-шер ҫын), Канаш хулинче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче (1-ер тӗслӗх).
Сӑмах май, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 8-мӗшӗччен Роспотребнадзор ВИЧ-инфекци профилактики енӗпе «хӗрӳ лини» ирттерет. Ыйтусем пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравлама май пур: (8352) 58-51-66, 8-903-358-88-51
Чӑвашстат руспубликӑра мӗн чухлӗ ача ҫуралнине шутланӑ. Тӳрех палӑртмалла: вилекенсен йышӗ ҫуралакансенчен нумайрах. Эппин, халӑх йышӗ чакса пырать.
Кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 2 291 ача сахалрах ҫуралнӑ. Вилекенсен йышӗ вара ҫуралакансенчен 1 360 ҫын нумайрах. Пӗтӗмпе кӑҫал 11 747 пепке ҫут тӗнчене килнӗ, 13 107 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пӗлтӗр лару-тӑру лайӑхрах пулнӑ: 14 038 ача ҫуралнӑ. Ҫулталӑк тултарман 43 пепке, шел те, вилнӗ. Пӗлтӗр ку кӑтарту 47-пе танлашнӑ.
Чӑвашстат тата ҫакна хыпарлать: уйрӑлакан мӑшӑрсен йышӗ 4,3 процент чакнӑ. Кӑҫал 6346 ҫемье чӑмӑртаннӑ, 3243 мӑшӑр уйрӑлнӑ.
Унччен Шупашкар экологи танлаштарӑмӗнче малти йӗркесенчен пӗрне йышӑннӑ. Халӗ вара вӑл унтан пачах тухса ӳкнӗ. Мӗн пулнӑ?
Танлаштарама РФ Ҫутҫанталӑк министерстви тата Халӑх фрончӗ хатӗрлет. Халӑх фрончӗн Чӑваш Енри штабӗн пайташӗ Александр Воробьев пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри ведомствӑсем РФ Ҫутҫанталӑк министерствине хулари экологи лару-тӑрӑвӗ пирки даннӑйсем паман. Ҫавна май Шупашкар Раҫҫейри экологи танлаштарӑмне кӗреймен.
Шупашкарсӑр пуҫне танлаштарӑмран тепӗр 33 хула тухса ӳкнӗ. Вӗсен йышӗнче – Благовещенск, Иваново, Калининград, Красноярск, Магнитогорск, Чулхула, Петрозаводск, Псков, Смоленск, Тверь, Томск тата ыттисем. Малти вырӑнсене вара Ҫырчаллӑ, Хусан, Воронеж йышӑннӑ.
Сӑмах май, танлаштарӑма 100 пин ытла ҫын пурӑнакан 103 хула хутшӑннӑ.
Сире общество транспорчӗпе ҫӳреме килӗшет-и? Ку тытӑмра сире йӑлтах тивӗҫтерет-и? Раҫҫейри тӗрлӗ хулара пурӑнакан ҫынсен шухӑшне sz-fo.ru портал ыйтса пӗлнӗ те танлаштарӑм хатӗрленӗ.
«Общество транспортне кӗтсе илме пулать-и? Унпа хулан кирек хӑш кӗтесне те ҫӑмӑллӑнах ҫитме май пур-и?» Ҫак ыйтсене респондентсем хуравланӑ.
Списока Шупашкар хули те лекнӗ. Вӑл 11-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Анчах, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, вӑл 5 йӗрке аяларах аннӑ. Ыйтӑма Шупашкарта пурӑнакан 1214 ҫын хутшӑннӑ.
Танлаштарӑмра 1-мӗш вырӑнта – Тӗмен. 2-мӗш йӗркене Грозный хули йышӑннӑ, 3-мӗшне – Ангарск. Чи аялти йӗркесене Волгоград, Шахты, Балашиха хулисем йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумай юлнӑ пек туйӑнать-и? Анчах сиссе те юлаймастӑр – уяв ҫитсе тӑрӗ. Ҫӗнӗ ҫула ӑҫта ирттересси пирки пуҫ вататӑр-и? Tvil.ru сайт вара туристсене уява Шупашкарта ирттерме сӗнет.
Мӗншӗн шӑпах Шупашкарта-ха? Мӗншӗн тесен тӗп хуламӑрта уява ирттерме укҫа нумай кирлӗ мар-мӗн. Tvil.ru сайт Ҫӗнӗ ҫулта йӳнӗ хакпа канма май пур хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ.
Сайт раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен хӑна ҫурчӗсемпе хваттерсене тара илме мӗн хак пулнине шута илнӗ. Шупашкар танлаштарӑмра 6-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑтамран туристсем Шупашкарта пурӑнмалли вырӑна икӗ талӑклӑха тара илеҫҫӗ. Куншӑн вӗсем 1,5 тенкӗрен те сахалрах тӳлеҫҫӗ.
ТОП-10 списока Смоленск, Аслӑ Новгород, Воронеж, Сарӑту, Новосибирск, Ижевск, Белгород, Липецк, Киров хулисем те кӗнӗ.
Социаллӑ страхлав фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре производствӑра 174 инкек пулнӑ. Шел те, ҫын вилнӗ тӗслӗхсене те шута илнӗ. Кӑҫалхи 10 уйӑхра производствӑра 10 ҫын вилнӗ. 31 тӗслӗхре йывӑр аманнӑ.
Ытларах чухне инкексем куҫакан, вӗҫекен, ҫаврӑнакан детальсене, машинӑсене пула сиксе тухаҫҫӗ. Унашкал 70 тӗслӗх пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – ҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳкни (пӗтӗмпе – 70 тӗслӗх). Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмаха пула та ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Унашкал 18 тӗслӗхе шута илнӗ.
Танлаштармашкӑн: пӗлтӗрхи 10 уйӑхра производствӑра 11 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 26 тӗслӗхре ҫынсем йывӑр суранланнӑ.
Шупашкар – ачасемшӗн хӑтлӑ хула-и? Ҫакна www.domofond.ru портала тишкерсен пӗлме пулать. Экспертсем ача-пӑча инфратытӑмӗ аталаннӑ хуласен списокне хатӗрленӗ.
Танлаштарӑма хатӗрличчен Раҫҫейри пысӑк хуласенче пурӑнакансен хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. «Манӑн районта ачасене кирли йӑлтах пур: вӑйӑ лапамӗ, ача пахчи, поликлиника, шкул тата ытти те» предложение 1-10 балпа хаклама сӗннӗ. Ыйтӑма пӗтӗмпе 258441 ҫын хутшӑннӑ.
Танлаштарӑмра малти йӗркене Мускав хули йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Питӗр. Виҫҫӗмӗш йӗркене Тӗмен йышӑннӑ. Шупашкар миҫемӗш вырӑна лекнӗ-ха? Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, лару-тӑру улшӑнман. Кӑҫал та Шупашкар ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн хулара ыйтӑма 1214 ҫын хутшӑннӑ.
Танлаштарӑмӑн чи аялти йӗркисене Якутск, Шахты, Махачкала хулисем йышӑннӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енри ҫемьесене ипотекӑпа усӑ курса хваттер илме ҫӑмӑлрах. 2015 ҫулта ку енӗпе лару-тӑру йывӑртарах пулнӑ.
Икӗ ҫул каялла республикӑри ҫемьесен 10,2 проценчӗ ҫеҫ ипотекӑпа усӑ курнӑ. Кӑҫал ку кӑтарту 19,5 процента ҫитнӗ. Ҫапах Чӑваш Ен Раҫҫей регионӗсен хушшинче ку енӗпе 67-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнче вара — юлашки вырӑнта.
Раҫҫейӗпе илес-тӗк, ҫемьесен 25,8 проценчӗ ипотекӑпа усӑ курса хваттер илме пултарать. Малти вырӑнсен Ямал-Ненец, Чукотка, Ханты-Манси автономи округӗсем, Магадан облаҫӗ йышӑннӑ. Унти регионсенче кашни иккӗмӗш ҫемьен ипотека илме май пур. Севастопольте, Крымра ку енӗпе лару-тӑру йывӑртарах.
Палӑртмалла: танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне ҫемье 54 тӑваткал метрлӑ икӗ пӳлӗмлӗ хваттер илнине, хваттер хакӗн 20 процентне тӳленине тата ипотекӑшӑн тупӑшӑн 70 процентне тӳленине шута илнӗ.
Тутарсен тата мӑкшӑсемпе ҫармӑссен Хӗл Мучийӗсем чӑвашӑннипе танлаштарсан хисеплӗрех. Кун пирки ТурСтат тишкерӳ агентстви хатӗрленӗ танлаштарӑм (рейтинг) тӑрӑх пӗлме пулать.
Нумай пулмасть агентство тӗрлӗ халӑхсен Хӗл Мучийӗсене танлаштарса пӑхнӑ, вӗсен сумне тата хисепне тишкернӗ. Пирӗн Хӗл Мучи 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӳршӗлле халӑхсенне пӑхсан тутарсен Кыш Бабайӗ 2-мӗш вырӑнта; удмуртсен Тол Бабайӗ — 5-мӗш; ҫармӑссен Йӳштӑ Кукӑса (Йӱштӧ Кугыза) — 6-мӗш; мӑкшӑсен Якшама Атя — 7-мӗш. Пӗрремӗш вырӑна вара вырӑссен Дед Морозӗ йышӑннӑ. Пурӗ миҫе халӑх Хӗл Мучийӗ танлаштарӑма хутшӑннине тишкерӳ агентстви пӗлтермест. Мӗнле критерисене тӗпе хурса вырӑнсене пайлани те паллӑ мар.
Чӑвашсен Хӗл Мучи вырӑнӗ Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра вырнаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |