Виҫӗмкун, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑри халӑха пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене пӑхса тухнӑ. Халӑхӑн тӗрлӗ демографи ушкӑнне уйӑрса палӑртакан ҫак виҫене иртнӗ ҫулхи IV квартал валли палӑртнӑ. Пӗлтӗрхи III кварталтинчен вӑл 30 тенкӗ чакнӑ. Халӗ унӑн вӑтам виҫи 8346 тенкӗпе танлашать.
Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе чакнине республикӑн ӗҫ тата социаллӑ политика министрӗ Сергей Дмитриев «Апат-ҫимӗҫ мар тавар» тата «Пулӑшу» статьясемпе тӑкак чакнипе сӑлтавланӑ. Апат-ҫимӗҫ мар тавар туянма 27 тенкӗ сахалтарах кирлӗ иккен, пулӑшу илме — 51 тенкӗ сахалтарах.
Ҫапла вара вӑй питтисене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене
8837 тенкӗ (вӑл 51 тенкӗ чакнӑ) хӑварнӑ, пенсионерсем валли – 6849 тенкӗ (2 тенкӗ ӳстернӗ), ачасем валли — 8420 рублей (11 тенкӗ пысӑклатнӑ).
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ статистикӑна ӗненес тӗк, Шупашкарта 500 пин ытла ҫын пурӑнать. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хулан социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ чухне каланӑ.
Демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх пулни Шупашкара геоурбанистсен классификацийӗ енӗпе Раҫҫейри чи пысӑк хуласен ушкӑнне кӗме май панӑ. Шупашкарта ҫур миллион ҫын пурӑнни пирки Чӑвашстата пӗлтернӗ. Кирлӗ процедурӑсене тусан ку кӑтартӑва официаллӑ майпа ҫирӗплетӗҫ.
2015 ҫул тӗлне Шупашкарта 484 пин ҫын пурӑннӑ. 2016 ҫул тӗлне вара 491 пин ҫын унта тӗпленнӗ.
Кӑҫалхи ҫулӑн пӗрремӗш уйӑхӗнче Улатӑр хулин хысни хӗсӗннӗ. Иртнӗ ҫулхи кӑрлач уйӑхӗпе танлаштарсан, унтисен хыснине укҫа-тенкӗ 15,9% сахалтарах кӗнӗ. Элӗк районӗнче 11,5% чакнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн сайчӗ Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерни тӑрӑх хыпарланине ӗненсен, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне муниципалитетсен бюджетне налук тата налук мар тупӑш пурӗ 544,9 млн тенкӗ кӗнӗ. Асӑннӑ суммӑран 399,9 миллионӗ — налук.
Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан тупӑш шайне 19 районта ӳстернӗ. Уйрӑмах аван ӗҫленисен шутӗнче Ҫӗрпӳ (ӳсӗм 64,1%), Шупашкар (33,0%), Йӗпреҫ (17,2%), Красноармейски (17,0%) тата Шӑмӑршӑ (16,6%) районӗсене асӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑйсем туса илекен тупӑш виҫи ҫичӗ муниципалитетра чакнӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑн «Чӑвашавтотранс» унитарлӑ предприятине сыватасси пирки пуҫ ватнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, предприятин Вӑрмарти филиалӗнче шалу илеймен водительсем иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче забастовка тунӑччӗ, каярах предприятие хупнӑччӗ. Шупашкарти автобус водителӗсемпе кондукторӗсем нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче забастовка тунӑччӗ, вӗсем рейса тухманччӗ. Ӗҫ укҫи парӑмне татас тӗллевпе бюджетран субсиди уйӑрма йышӑннӑччӗ.
Нумаях пулмасть Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑччӗ. Яваплисем ун пек хута йӗркеленӗ. Унта транспортра аллӑн укҫа тӳлес вырӑнне карттӑпа татӑлассине, водительсене ҫирӗп тӗрӗслессине, маршрут тата филиал сечӗсене оптимизацилессине тата ыттине пӑхса хӑварнӑ.
Раҫҫейре хӑйне евӗр танлаштарӑм хатӗрленӗ. Хальхинче хӑш регионти ҫынсем психиатртан пулӑшу ытларах ыйтнине тишкернӗ.
Статистикӑна РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тата тӗп психиатри институчӗ – В.П.Сербский ячӗллӗ психиатри тата наркологи тӗпче центрӗ хатӗрленӗ.
Хальлӗхе 2015 ҫул тишкерӗвӗ ҫеҫ паллӑ. Пӗлтӗрхи кӑтарту ҫуркунне паллӑ пулӗ. Танлаштарӑма ҫынсем психиатртан пулӑшу ыйтнине тӗпе хурса хатӗрленӗ.
Танлаштарӑмра малти вырӑна Кавказри регионсем йышӑннӑ. Унта сывӑ халӑх пурӑнать. Ун хыҫҫӑн – Мускав. Алтай, Чукотка, Ямал-Ненецк автономи округӗ, Пермь крайӗ, Красноярск крайӗ ҫыннисем психиатртан ытларах пулӑшу ыйтнӑ. Чӑваш Ен чи лӑпкӑ регионсен йышӗнче 48-мӗш пулнӑ.
Палӑртмалла: 2015 ҫулта пӗтӗмпе 4 миллион ҫынна яхӑн психиатри пулӑшавӗ ыйтнӑ.
Республикари юн илекен станци иртнӗ ҫул мӗнле ӗҫленипе паллаштарнӑ. Пӗлтӗр 1841 ҫын пӗрремӗш хутчен донор пулнӑ. Пӗтӗмпе 12062 ҫын юн панӑ.
Республикӑри юн илекен станцин тӗп тухтӑрӗ Любовь Яковлева каланӑ тӑрӑх, донорсем сахалланнӑ. Пӗлтӗр 20,5 донаци тунӑ. Аппарат мелӗпе процедура тунӑ тӗслӗх нумайланнӑ.
Пӗлтӗр 11 пин ытла литр юн хатӗрленӗ. Плана 96 процент тултарнӑ. 1,7 пин литр плазма илнӗ.
Станцире юн илнисӗр пуҫне вырӑна тухса та ҫӳреҫҫӗ. Вӑтамран илес тӗк, 2016 ҫулта республикӑри кашни ҫын пуҫне 9 миллилитр юн хатӗрленӗ. Пӗлтӗр 10 пин ытла пациента 6 пин ытла донор юнӗн компонентне янӑ.
Донорсене пӗтӗмпе 439,14 тенкӗ панӑ. Пӗтӗмпе пӗлтӗр ку тӗлӗшпе 9 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ.
Ҫулсерен Раҫҫейре ҫӗр-ҫӗр ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилет. Шел те, Чӑваш Енре те кунашкал тӗслӗхсем пур.
Роспортебнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр пирӗн республикӑра 250 ытла ҫын эрех ӗҫсе вилнӗ. Пӗтӗмпе вара 1044 ҫын эрех-сӑрапа наркӑмӑшланнӑ. Кусем – шута илнӗ тӗслӗхсем ҫеҫ. Пульницӑна пулӑшу ыйтма пыман ҫынсем вара мӗн чухли паллӑ мар.
2015 ҫулпа танлаштарсан, 2016 ҫулта эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен йышӗ 20 процент чакнӑ. 2015 ҫулта 1330 ҫын эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хӑйсене япӑх туйнӑ. 2016 ҫулта вара кунашкал 1044 тӗслӗхе шута илнӗ.
Пӗлтӗр эрехпе наркӑмӑшланса 257 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 2015 ҫулта вара кӑштах нумайрах – 364 ҫын.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑра право йӗркипе тивӗҫтерессипе ӗҫлекен координаци ларӑвне ирттернӗ те унта тӗп ыйтусенчен пӗри халӑха вӑхӑтра ӗҫ укҫипе тивӗҫтересси пулнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫ укҫин парӑмӗ 6 организацире пухӑнса кайнӑ, 66,4 млн тенке ҫитнӗ. Нарӑс уйӑхӗнче парӑмӑн сахал мар пайне чакарма май килнӗ, хальлӗхе вӑл 16,5 млн тенкӗ тӑрса юлнӑ.
Хысна учрежденийӗсем парӑмлӑ мар. Ҫав вӑхӑтрах панкрута тухма хатӗрленекен предприятисен шӑпи вара пӑшӑрхантарать. «Оперативлӑ информацисемпе кулленех ӗҫлеме пӗлмелле. Граждансен прависене вӑхӑтра хӳтӗлемелле. Енчен те организацисен панкрута тухас хӑрушлӑх пулсан, ҫынсене те кун пирки пӗлтермелле. Тӑтӑшах ӗҫ коллективӗсемпе курса калаҫмалла, халӑха пӑтӑрмахран сирсе хӑварма тӑрӑшмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Чӑвашстат республикӑри ҫынсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутланӑ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫынсен шалӑвӗ, 2015 ҫулпа танлаштарсан, 6,9 процент ӳснӗ.
Пӗлтӗр республикӑра пурӑнакан ҫынсем вӑтамран 22736,3 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Ӑҫта вӑй хуракансем ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ-ха? Ӑслӑлӑх тӗпчевӗ енӗпе ӗҫлекен компанисенче (44,9 пин тенкӗ), финанс ӗҫӗн организацийӗсенче (37 пин тенкӗ), социаллӑ страхлав компанийӗсенче (34 пин тенкӗ), электрохатӗр кӑларакан предприятисенче (35,6 пин тенкӗ).
«Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унӑн Вӑрмарти филиалӗнче шалу илеймен водительсем иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче забастовка тунӑччӗ, каярах предприятие хупнӑччӗ. «Чӑвашавтотранс» пуҫлӑхне суйламалли конкурс ҫывӑх вӑхӑтра иртмелле.
Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин предприятийӗ шутланакан «Чӑвашавтотранса» сыватасси ҫинчен шухӑшлать. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсемпе турттарма тата автотранспорт туянма хыснаран ҫулсерен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Патшалӑх енчен чылай пулӑшсан та унта укҫа-тенкӗпе экономика енчен йывӑр лару-тӑру сиксе тухнӑ: тупӑш курасси иртнӗ ҫул унчченхинчен 5,6 процент сахалланнӑ, пассажирсене турттарасси юлашки тӑватӑ ҫулта 22 процент чакнӑ. Куншӑн предприятин менеджментне ӳпкелеҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |