Чӑваш Енри аслӑ шкулсем, техникумсемпе колледжсемпе абитуриентсенчен заявленисене малалла йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра — 14 аслӑ шкул. Вӗсенче кӑҫал хысна шучӗпе вӗренмелли вырӑнсене аванах ӳстернӗ: 2018 ҫулта бюджет вырӑнӗсен шучӗ 3475-пе танлашать. Патшалӑх шучӗпе вӗренме кӗме пӗлтӗр 2081 ҫын ҫеҫ пултарнӑ. Хысна шучӗпе вӗренес текен пӗр вырӑна 4,6 ҫынтан заявлени ҫитнӗ.
Конкурс хӑш аслӑ шкулта еплине те тишкерме кӑсӑклӑ. Мускаври политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗнче пӗр хысвна вырӑнне 5,9 ҫын тивет, И.Я Яковлев ячӗллӗ ЧППУра — 5,7 ҫын, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра — 4,7 ҫын, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине — 3,5 ҫын.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре икӗ хутчен вут-ҫулӑм тухнӑ. Иккӗшӗ те хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче палӑртаҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 11 сехет те 38 минутра Шупашкар районӗнчи Атайкасси ҫывӑхӗнчи пахча юлташлӑхӗсенчен пӗринче дача ҫуртӗнче вут хыпса илнӗ. «Хӗрлӗ автан», малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хуҫине, 62-ри хӗрарӑма, 100 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Специалистсем инкек сӑлтавӗ газ оборудованийӗпе усӑ курнӑ чухне асӑрханусӑр пулни тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче 37-ри кил хуҫин 50x12 метр калӑпӑш кирпӗч склачӗ ҫунма тытӑннӑ. Инкек электрохатӗрпе тимсӗртерех пулнӑран тухнӑ пуль теҫҫӗ. Вута пула хуҫи, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫур миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 496 хут пушар тухнӑ. Вӗсенче 39 ҫын вилнӗ, 48-ӑн суранланнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви отрасльти шалӑва тишкернӗ. Ведомство хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач—ҫӗртме уйӑхӗсенче вӑтамран 24248,3 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ку цифрӑна министерствӑра малтанласа пӗтӗмлетни тесе хакланӑ-ха. Тӗплӗнрех шутласа пӑхсан та питех улшӑну пулас ҫук-тӑр.
Маларах асӑннӑ цифрӑна иртнӗ ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫултипе те танлаштарса пӑхнӑ. Ӳсӗм аванах иккен – 19,7% пысӑкланнӑ. Отрасльти шалӑва Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫин шайӗпе те тишкернӗ. Капла пӑхсан та культура ӗҫченӗсем начар илменни сисӗнет: республикӑри ҫынсем уйӑхсерен вӑтамран ӗҫлесе илекен тупӑшран вӗсен шалӑвӗ 0,9% пысӑкрах.
Чӑваш Енри аслӑ шкулсемпе техникумсенче тата колледжсенче абитуриентсенчен заявленисем малалла йышӑнаҫҫӗ. Йышӑну кампанийӗ ҫӗртмен 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзамен кӑтартӑвне кура вӗренме кӗрес кӑмӑллисен заявленийӗсене аслӑ шкулсенче утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Колледжсемпе техникумсенче куҫӑн майпа вӗренес текенсен ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӑхӑт пур-ха. Ирӗклӗ вырӑнсем юлсан вӗсенче абитуриентсене чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗчченех йышӑнассине систереҫҫӗ.
Аслӑ шкулсенче хысна шучӗпе вӗренме пӗр вырӑна 2,1 ҫынтан заявлени ҫитнӗ.
Техникумсене колледжсенчи хысна вырӑнӗсене 6,3 пин ытла заявлени панӑ, рабочи профессийӗсем илме — 800 ытла заявлени.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 26 професси вӗрентӗвӗн организацийӗ тата аслӑ пӗлӳ паракан 14 организаци ӗҫлет.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче бензинӑн вӑтам хакӗ 44,02 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫапла майпа вӑл федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи хакли пулса тӑнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тарӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта автомобиль бензинӗн пӗр литрӗн хакӗ 44,02 тенке ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтрах АИ-92 бензинӑн хакӗ – 41,4 тенкӗпе, АИ-95 – 44,14 тенкӗпе, АИ-98 вара 49,74 тенкӗпе танлашнӑ. Чи йӳнӗ бензин — Пушкӑрт Республикин тӗп хулинче: Ӗпхӳре ӑна 41,59 тенкӗпе туянма пулать. Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗр литр бензинӑн хакӗ вӑтамран 42,79 тенкӗ тӑрать.
Палӑртса хӑвармалла, Чӑваш халӑх сайчӗ кӑшт маларах республикӑра бензин тӑруках 6,3 процент хакланни пирки пӗлтернӗччӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче Улатӑр хулинче 98 ача ҫуралнӑ, вилекенсен йышӗ вара, ҫут тӗнчене килнисемпе танлаштарсан, темиҫе хут нумайрах — 231 ҫын.
Улатӑр сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, хулара кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 47 арҫын ача тата 51 хӗрача кун ҫути курнӑ. 30 ача — ҫемьери пӗрремӗш ача, 44-шӗ — иккӗмӗш, 19-шӗ — виҫҫӗмӗш, 5-шӗ — тӑваттӑмӗш. Унсӑр пуҫне асӑннӑ тапхӑрта хулара пӗр йӗкӗреш ҫуралнӑ, икӗ ачана усрава илнӗ.
Улатӑрта кӑҫал демографи лару-тӑрӑвӗ япӑхланнӑ: ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ 231 ҫынран 102-шӗ — арҫын, 129-шӗ — хӗрарӑм. Пурнӑҫ тӑршшӗ арҫынсен вӑтамран — 66, хӑрарӑмсен 78 ҫулпа танлашнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, хулара уйрӑлакан та мӑшӑрланакансенчен ытларах. Отчетлӑ тапхӑрта 49 мӑшӑр ҫырӑннӑ, 56 ҫемье саланнӑ.
«РИА Рейтинг» сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫемьесем мӗнле пурӑннине тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Чӑваш Ен унта пилӗк йӗрке хӑпарнӑ.
Пӗлтӗр пирӗн республика 65-мӗш вырӑнта пулнӑ, кӑҫал вара 5 йӗрке ҫӳлерех йышӑннӑ.
Танлаштарӑма мӗне тӗпе хурса хатӗрленӗ-ха? Калӑпӑр, ҫемье шалу илет, ҫав укҫапа пурӑнма кирлӗ япаласене туянать. Кун хыҫҫӑн мӗн чухлӗ нухрат юлнине шута илсе хакланӑ та ҫемьесен пурнӑҫне.
Чӑваш Енри пӗр ачаллӑ ҫемьере кирлӗ япаласене туяннӑ хыҫҫӑн вӑтамран 22 пин те 225 тенкӗ юлать-мӗн. Икӗ ачаллисен сахалрах – 13 пин те 530 тенкӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи пирӗн регион 10-мӗш вырӑн йышӑнать.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 18 ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Кӑтарту савӑнтармасть. Телее, ача вилнӗ тӗслӗх пулман.
Ҫӗрпӳре пурӑнакан Светлана Петрова каланӑ тӑрӑх, унччен 4 ҫулти ывӑлӗ нихӑҫан та чӳрече янахӗ ҫине хӑпарса выляман. Пӗр кун хӗрарӑм машинӑна ларса лавккана кайнӑ, ачине пиччӗшӗпе хӑварнӑ. Кӗҫех амӑшӗ патне килтен шӑнкарав ҫитнӗ: пӗчӗк ача иккӗмӗш хутран тухса ӳкнӗ. Вӑл часрах киле таврӑннӑ.
Пӗчӗкскере Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ӑсатнӑ. Вӑл шӑм-шакне хуҫман, ҫапах сурансӑр иртмен: пуҫ мими чӗтреннӗ. Халӗ ӑна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр 27 ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Шел те, пӗр тӗслӗхре ача вилнӗ. Ҫулла ҫитнӗ май аслисен асӑрхануллӑ пулмалла, ачана пӳлӗмре пӗччен хӑвармалла мар.
Чӑваш Ен инвестици климачӗ енӗпе Наци танлаштарӑмӗнче малти йӗркесенчен пӗрне йышӑннӑ. Вӑл – 8-мӗш вырӑнта.
Танлаштарӑма стратеги пуҫарӑвӗсен агентстви Питӗрти экономика форумӗнче хатӗрленӗ. Малти виҫҫӗмӗш вырӑнсене Тӗмен облаҫӗ, Мускав хули тата Тутарстан йышӑннӑ. Унтан – Питӗр, Тула облаҫӗ, Краснодар крайӗ, Воронеж облаҫӗ, Чӑваш Республики, Мускав облаҫӗ, Чӗмпӗр облаҫӗ.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, Чӑваш Ен танлаштарӑмра 6 йӗрке аяларах аннӑ. 2016 ҫулта вара 6-мӗш вырӑнта пулнӑ. Ҫапах хурламалли ҫук: пирӗн регион танлаштарӑмра темиҫе ҫул ӗнтӗ ТОП-10 списока кӗрет.
«Шупашкарти икӗ пульницӑна пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче иккӗшӗ те — республика шайӗнчи сиплев учрежденийӗсем. Реорганизаци текен сӑмах вӑрҫӑ ветеранӗсен госпитальне тата Республикӑри эндокринологи диспансерне пырса тивӗ». Ҫак хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Республикӑра ҫапла йышӑннӑ пулсан та диспансерти тухтӑрсем капла утӑма ырламаҫҫӗ иккен. Аптӑранипе вӗсем Раҫҫейӗн Федераци Канашӗн вице-спикерӗ Николай Федоров патне ҫыру ҫырнӑ.
«Чӑваш Енре халӑха эндокринологи пулӑшӑвӗ кӳрессине лайӑх йӗркеленӗччӗ. Малашне ҫавна пӑрахӑҫлаттарасшӑн», – ӑнлантарнӑ эндокринологсем ҫырура. Унтан цифрӑсем илсе кӑтартнӑ. Юлашки пилӗк ҫулта эндокин тытӑмӗн чирӗсемпе аптӑрасси Чӑваш Енре 33,1% ӳснӗ, сахӑр диабечӗпе — 8,7%, чир-чӗр аталанасси – 7,1%. Ҫавна май эндокринологсем медицинӑн ҫак тытӑмне уйрӑммӑн ӗҫлеттермелле тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Николай Федоров Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева эндокринологсем ыйтнине ӑша хывма чӗнсе ҫыру ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |