Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хӗсмет: Ҫара юрӑхлисен шучӗ ӳссе пырать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.04.2018 19:57 | 2021 хут пӑхнӑ
Хӗсмет

Чӑваш Енре ҫара юрӑхлисен шучӗ ӳссе пырать. Ҫакна паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтернӗ.

2017 ҫулта каччӑсеен 75,8 процентне ҫӗршыва хӳтӗлеме юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. 2016 ҫулхи призыв кампанийӗнче тӗрӗсленисенчен 74,6 проценчӗ салтака кайма тивӗҫҫине палӑртнӑ.

Хӗсмете юрӑхлисен хисепӗ малашне тата ӳссе пымалла. Пирӗн ҫӗршыври ҫамрӑксене ҫара хатӗрлессин концепцийӗпе килӗшӳллӗн 2020 ҫул тӗлне ун пеккисен йышӗ 79 процентпа танлашмалла.

Салтака каяссинчен тарса ҫӳрекенсен йышӗ те ҫулсерен чакса пырать иккен. Пуҫиле майпа явап тыттарнисен шайӗ те ҫавна май сахалланать.

Чӑваш Енӗн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин хӗсмете ямалли плана 100 проценчӗпех тултарасси пирки иккӗленмест.

#статистика, #ҫар ӗс комиссариачӗ, #Юстици министерстви, #ларусем, #хӗсмет, #ҫамрӑксем, #сывлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

влад маскай // 3957.56.0551
2018.04.10 23:37
Хисеплĕ Чăваш Ен, хăçан тутар чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсемпе тĕрлĕ çыравăрсенче пире, чăвашсене, тертлентерме пăрахăр -ши эсир?1 Ара, тупата туршăн пăрахăр çак хăлăкăра! Эпĕ ăнланнă тăрăх çак "пăтăрмах" - сиен тăвать сумлă Чăваш чĕлхине! Сăлтавĕ, ман шухăшпа, ытлашши "илемлетесшĕн" тăрăшса, литературăллăрах пултăр тесе пулĕ пĕрте - пĕр çырăвăр. "ХĔСМЕТĔРПЕ" имкетмеллех имкететĕр! Çак сăмах - "хĕсметĕр" ХУСАН ХАНСТВИНЧЕН юлнăскер словарьсене те лекнĕ, сăмах пуçтаракансем ытлашши "пуç ватманнипех!!! Пĕлтерĕшне те пĕр чăваш та ăнланмасть. Ăнланасшăн та мар! Мĕн чухлĕ чăваш сăмахĕ, унсăр пуçне те?!! Вырăссем пире çăлса хăварчĕç пулсан 1551- мĕш çул, вырăс сăмахне, пит куçараймасăр тертленсен, никам та хирĕçлемест: итлет те, ăнланать те. ...чăтăм пĕтнĕрен çыртăм та, çавăнпа ман пек шухăшлисем те, "шыв сыпманскерсем" те тупăнĕç тетĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем