Чӑваш Енри ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче шутра тӑракан ӗҫсӗр ҫынсем республикӑри предприяти-организацисемшӗн куҫ шӑрҫи евӗр паха. Чӑннипе мӗнлине калаймӑпӑр та, анчах статистикӑна ӗненсен ҫавӑн пек пулса тухать.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнчи цифрӑсене илсе панӑ. Ӗҫсӗр тесе шута илнисем пирӗн республикӑра — 4,7 пин ҫын. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫ вырӑнӗсем пур тесе 17,6 пин ваканси кӑтартнӑ. Ку вӑл, тепӗр хутчен палӑртар, — официаллӑ статистика. Тӗрӗссипе, ваканси кӑтартнисем хушшинче урам шӑлакансем, сутуҫӑсем, тата ыттисем те кирлӗ. Урӑх профессиллӗ ҫынсем ун пек ӗҫе каясшӑнах маррине ӑнланма пулать.
Статистикӑна ӗненсен, ӗҫсӗр ҫынсем Муркаш, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенче сахал.
«Симӗс патруль» Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗ регионсен тасалӑхне тишкернӗ. Хальхинче вӗсем ҫуркуннехи кӑтартусене шута илнӗ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республика чи таса регионсен танлаштарӑмне кӗнӗ. Чӑваш Ен чи таса пилӗк регион йышне лекнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Малти вырӑна кам йышӑннӑ-ха? Тамбов облаҫӗ. 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене Алтай крайӗпе Алтай Республики пайланӑ. Чӑваш Ен — 4-мӗш вырӑнта.
Малти 10 регион йышне Чӗмпӗр, Белгород облаҫӗсем, Мускав, Питӗр хулисем, Ростов тата Курск облаҫӗсем лекнӗ. Аутсайдерсен йышӗнче — Курган, Иркутск облаҫӗсем, Бурят Республики, Севастополь хули, Ӗренпур, Мускав облаҫӗсем тата Ленинградпа Свердловск, Челепи облаҫӗсем.
Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентстви регион пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «вӑйлӑ витӗмлӗ» пуҫлӑхсен йышӗнчех юлнӑ-ха, анчах темиҫе йӗрке аяларах аннӑ.
Ака уйӑхӗнче Михаил Игнатьев 31-мӗш вырӑнта пулнӑ. Халӗ — 39-мӗш вырӑнта. Ҫапла вӑл 8 йӗрке аннӑ. Ҫакна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ара, ку должноҫа Элтепер ӑна хӑй лартма шухӑшланӑ вӗт.
Танлаштарӑмра унчченхи пекех Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров малти йӗркесене йышӑннӑ. Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов вара пиллӗкмӗш йӗркене аннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев йышӑннӑ. Юлашки йӗркесенче — Иваново облаҫӗн тата Еврей автономи округӗн ертӳҫисем.
Чӑваш Енри ӗҫсӗрсен 70 процентне ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тесе шута илнӗ хыҫҫӑн вунӑ кунта ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла ӗнентернӗ паян иртнӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн эрнесерен иртекен канашлӑвӗнче ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев.
Ӗҫпе тивӗҫтерессипе йышӑннӑ патшалӑх программипе килӗшӳллӗн кӑҫал Чӑваш Республикинче пӗтӗмпе 386,8 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Паянхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен специалистсене хатӗрлеме 1355 ӗҫсӗр ҫынна вӗрентме янӑ. Ӗҫлӗх центрӗнче тӑнӑ 15958 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерме май килнӗ. Ку вӑл 81 процент тенине пӗлтерет. Ӗҫпе тивӗҫтернисен шутӗнче — ялти халӑх 69,9 процент, 30 ҫула ҫитменнисем — 35,3 процент. Кунсӑр пуҫне сусӑрсене ӗҫ тупса парассипе те ҫине тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енре килекенсемпе кунтан каякансене республикӑн статистика органӗ кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхпа шутласа пӑхнӑ та, ют урӑх ҫӗре каякансем пирӗн тӑрӑха килекенсенчен ытлараххи палӑрнӑ. Миграци енчен ҫапла вара пирӗн тӑрӑхра кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче 758 ҫын сахалланнӑ.
Малтанласа шутланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енрен 4 977 ҫын кайнӑ, региона 4 219-ӑн килнӗ.
Урӑх ҫӗре кайнисенчен питӗ пысӑк пайӗ, 470 ҫын, ҫӗршывӑмӑрӑн урӑх регионне ҫул тытнӑ. Ытти ҫӗршыва 277-ӗн кайнӑ.
Пирӗн тӑрӑха килнӗ 4219 ҫынтан 3268-шӗ — урӑх регионсенчен, 951-шӗ — ытти ҫӗршывран.
Хулара пурӑнакансен йышӗ 594 ҫын хушӑннӑ. Ялтисен йышӗ 1352 ҫын чакнӑ. Елчӗк, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен ытларах куҫса каяҫҫӗ. Ҫынсенчен ытларахӑшӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене тата Шупашкар районӗсене куҫса килеҫҫӗ.
Республикӑра ҫын вилеслӗхӗ кӑштах чакнӑ пулин те вилекенсен йышӗ ҫуралакансенчен нумайрах. Мӗншӗн? Ача ҫуратакан сахалланнӑ.
Чӑваш Енре ҫын вилеслӗхӗ ача ҫураласлӑхӗнчен 20 процент пысӑкрах. Ку — кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенчи кӑтарту.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 4 422 ача ҫуралнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 868 ҫын сахалрах. Ҫав вӑхӑтрах 5 274 ҫын вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 76 ҫын сахалрах.
Республикӑра ҫынсем ытларах юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсемпе вилеҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — усал шыҫӑ. Унтан — апат ирӗлтерекен тата сывлав тытӑмӗсен чирӗсем. Палӑртмалла: 1 ҫул тултарман ачасем вилеслӗхӗ те пысӑкланнӑ. Пӗлтӗр ку тапхӑрта 15 ача вилнӗ пулсан кӑҫал — 18.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне республикӑри сиплев учрежденийӗсене сӑвӑс сӑхнӑ 73 ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ хыпарланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑтарту пӗчӗкленнӗ.
Пӗлтӗр ҫак тапхӑрта 107 ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтса килнӗ. Ҫапах ҫакна палӑртмалла: кӑҫал сӑвӑсран шар курнисен йышӗнче 21 ача пулнӑ.
Юрать, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ кӑтартусен ӗненес тӗк, энцефалит ернӗ тӗслӗх пулман. Анчах ку хӑрушлӑх ҫук тенине пӗлтермест. Чӑваш Ен ҫыннисем Тутарстана, Мари Эла, Киров облаҫне ҫӳреҫҫӗ, унта вара кунашкал чир ерме пултарать.
Ҫакнашкал хӑрушлӑх сиксе ан тухтӑр тесе ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнсене дезинфекциленӗ. Паянхи кун тӗлне 71,3 гектара им-ҫап сапнӑ.
Туризмӑн федераци агентстви ял туризмӗ мӗнле аталаннине тишкернӗ, топ-10 региона палӑртнӑ. Унта пирӗн Чӑваш Ен те кӗнӗ.
Кунсӑр пуҫне топ-10 списока Белгород, Ленинград, Калуга, Калиниград, Мускав, Тамбов облаҫӗсем, Карели, Коми республикисем, Алтай крайӗ кӗнӗ. Чӑваш Республикинче туристсене ытларах «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ, «Сӑрҫи» заповедник, Йӗпреҫри этнографи музейӗн комплексӗ, Шуршӑлти А.Г.Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗ, Муркаш районӗнчи тури чӑвашсен музейӗ, Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи чукун ҫул кӗперӗ, Муркаш районӗнчи ватӑ юман тата ыттисем илӗртеҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енре ял тата экологи туризмӗ Шупашкар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Тӑвай, Муркаш районӗсенче аталанма тытӑннине палӑртнӑ.
Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсен ӗҫ укҫи 6,2 процент ӳснӗ. Вӑтам шалу 23,9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет.
Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче саккун кӑларакансен шалӑвӗ вӑтамран 52,2 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 26,2 процент нумайрах.
Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен вӑтам шалӑвӗ 24,7 пин тенкӗпе танлашнӑ. Вӗсен те пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртан нумайрах, 6,8 процент ӳснӗ.
Суд тата прокуратура тытӑмӗнче ӗҫлекенсем вара питех мухтанаймаҫҫӗ. Вӗсем уйӑхне вӑтамран 19 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ку муниципалитет служащийӗсенчен те пӗчӗкрех кӑтарту. Вӗсен шалӑвӗ 20,7 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Сӑмах май, республикӑри вӑтам шалу 24,5 пин тенкӗпе танлашать. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртан 7,5 процент ӳснӗ.
Юлашки шӑнкӑрав кун, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти суту-илӳ организацийӗсенче эрех ваккӑн сутма чарӗҫ. Ку хушӑва Шупашкар хула пуҫлӑхӗсем Чӑваш Енӗн Правительствин 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кӑларнӑ 481-мӗш номерлӗ хушӑва пурнӑҫласа йышӑннӑ.
Сӑмах май, ҫакна та аса илтерер. Маларах эпир Раҫҫейре урӑ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, экспертсем ҫынсем мӗн чухлӗ эрех-сӑра ӗҫнине хакланӑччӗ. Танлаштарӑма «Урӑ Раҫҫей» проект тата Общество палати ҫумӗнчи экспертпа аналитика центрӗ хатӗрленӗччӗ. Эрех ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсене, ӳсӗрле тунӑ преступленисене шута илни тӑрӑх, Чӑваш Ен 32-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн республика 2015 ҫулпа 72-мӗш вырӑнта пулнӑ. Чечня Республики, Ингушети, Дагестан, Магадан, Чукотка, Коми ҫыннисем ыттисенчен сахалрах эрех ӗҫеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |