Кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑ 11 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӳрех палӑртмалла: Чӑваш Енре ҫынна ҫӗлен тапӑннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ара, шӑпах ҫырла пиҫнӗ вӑхӑт – ҫынсем ӑна пуҫтарма вӑрмана, уй-хире, ҫырма-ҫатрана каяҫҫӗ. Шел те, наркӑмашлӑскер сӑхни яланах лайӑхпа вӗҫленмест.
Юлашки икӗ эрнере темиҫе ҫын пульницӑна тухтӑрсем патне пынӑ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ҫын мунча валли милӗк хуҫма вӑрмана кайнӑ. Пӗр хурӑн патӗнче ӑна хура ҫӗлен тапӑннӑ. Пӗр хӗрарӑм ҫул хӗрринче ҫӗлен курнӑ. Шупашкарта «Акконд» лавккана хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен килни пирки те хыпарланӑччӗ.
Ытларах чухне ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн пульницӑна Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр, Пӑрачкав районӗсенчи ҫынсем пыраҫҫӗ. Ҫак чӗрчун нӳрӗке юратать: вӗсем шыв хӗрринче нумай.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи кивӗ лифтсене ылмаштарма палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал икӗ ҫуртри 4 лифта улӑштарӗҫ, килес ҫул — 24 ҫуртри 112 лифта. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енри тӗплӗ юсав фончӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Долгов ӗнер Шупашкарта иртнӗ семинарта ӗнентернӗ.
Лифт отраслӗнчи ыйтусене Наци лифт пӗрлешӗвӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ирттернӗ семинарта сӳтсе явнӑ. Унта ӗҫ тӑвакан влаҫра тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекен тӳре-шара, строительство организацийӗсен тата управляющи компанисен ертӳҫисем, общество пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем, лифт организацийӗсенче тӑрӑшакансем хутшӑннӑ.
Маларах асӑннӑ Вячеслав Долгов нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗрти пурлӑха юсасси ҫинчен калакан программӑна епле пурнӑҫланипе кӗскен паллаштарнӑ. Чӑваш Енӗн Стройминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсав программине 5110 ҫурта кӗртнӗ, вӗсенче — 1100 лифт. Юлашки пилӗк ҫулта 49 ҫуртри 177 лифта ылмаштарнӑ.
Хӗрарӑмсен кӑкӑр ракне вӑхӑтра тупса палӑртас тесе Чӑваш Енре «Маммологи онкопатрулӗ» ӗленине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, маммографи цифра комплексӗсем пулӑшнипе 39 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсене тӗрӗслеҫҫӗ.
«КамАЗ» ҫине вырнаҫтарнӑ цифрӑллӑ маммограф республикӑри районсем тӑрӑх ҫӳрет. Иртнӗ уйӑхра кӑна 580 хӗрарӑма тӗрӗсленӗ. Кӑҫалхи икӗ кварталта вара 3700 ытла ҫын ҫав пулӑшупа усӑ курнӑ.
Маммографи тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ хӗрарӑмсенчен 74,4 проценчӗн 1-2-мӗш стадинчи рак иккен. Ку цифрӑна Республикӑн онкологи диспансерӗнче пӗлтернӗ. Кӑкӑр ракӗпе пирӗн республикӑра ҫулсерен 400 ытла хӗрарӑм чирлет иккен.
Онколог-тухтӑрсем ҫапах та лӑплантараҫҫӗ: усал шыҫҫа иртерех палӑртса ҫийӗнчех сиплеме пуҫласан ӑна ҫӗнтерме пулать.
Ҫулла пуҫланнӑрнпа 1 уйӑх иртрӗ. Шел те, ҫак кунсем шыв хӗрринче пӑтӑрмахсемсӗр иртмен. Ҫак пӗр уйӑхра Чӑваш Енре 8 ҫын шывра путса вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем.
Ҫӑлавҫӑсем аслисене тепӗр хутчен асӑрхаттараҫҫӗ: ачасене шыв хӗррине пӗччен ямалла мар. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, пляжа килекен ачасен 80 проценчӗ ишме пӗлмест. Ҫакӑ та япӑх: шӑпӑрлансем те, аслисем те хӑрушсӑрлӑх правилисене пӗлмеҫҫӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал ҫынсем 13 пляжра канма пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑра канмалли тата шыва кӗмелли 120 вырӑн пур. Пӑтӑрмахсем вара шыва кӗме юраман вырӑнсенче пулса иртеҫҫӗ. Тата ҫакна астӑвӑр: ӳсер чухне шыва кӗме юрамасть!
Чӑваш Ен каллех чухӑн ҫемьесемпе палӑрнӑ. 2018 ҫула пӗтӗмлетсе танлаштарӑм хатӗрленӗ, ӑна РИА Рейтинг пичетленӗ.
Чӑваш Енри икӗ ачаллӑ ҫемьесен ӗҫлесе илнӗ шалуран чи кирлине кӑна туянсан 18214 тенкӗ юлать. Пӗр ачаллисен вара кӑштах нумайрах – 26960 тенкӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк каялла Чӑваш Ен кунашкал танлаштарӑмра 60-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Халӗ вара – 61-мӗш вырӑнта.
Псков, Иваново облаҫӗсенчи, Кабарда-Балкарти ҫемьесем вара пирӗнтен те япӑхрах пурӑнаҫҫӗ-мӗн. Унта икӗ ачаллӑ ҫемьесен тупӑш укҫинчен чи кирлине туянсан 6-9 пин тенкӗ ҫеҫ юлать.
Шупашкартан Мускава ирсерен вӗҫекен ирхи хӑш-пӗр авиарейса пӗтерме йышӑннӑ.
Шупашкарти аэропорт тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, рейссене пӗтерме «Nordwind» авиакомпани йышӑннӑ.
Маларах туянса хунӑ билетсене тавӑрса парас, ылмаштарас ыйтупа «Nordwind» тата «PegasFly» авиакомпанисен хӗрӳ линийӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлме сӗнеҫҫӗ. Телефон номерӗсем ҫапларах: 8 (800) 222-48-44, 8 (800) 222-49-44.
Маларах эпир Чӑваш Енре самолетпа ҫул ҫӳрекенсем йышланнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Шупашкарти аэропорт хӑйӗн пилӗк уйӑхри ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗччӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсен йышӗ кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче ҫулталӑк каяллахи ҫав тапхӑртинчен 50 процент нумайланнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи пысӑк промышленность предприятийӗсенчен пӗри, «Промтрактор-Промлит» савут, инженерсене ӗҫе йышӑнать. Кун пирки Шупашкарти Ӗҫлӗх центрӗ пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне предприятие вырнаҫма 451 ӗҫсӗр ҫынна хут панӑ. Савутра ӗҫлеме сӗннисен пӗтӗмӗшле йышӗ вара 2 пинтен те иртнӗ.
Шӑратакан производствӑна инженер профессиллӗ ҫынсем кирлӗ. Унсӑр пуҫне унта обрубщиксене, электрогазосварщиксене, стерженщиксене, электромонтёрсене, слесари-юсавҫӑсене тата ытти рабочие йышӑнаҫҫӗ. Рабочисем кирлине предприяти тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче те хыпарласах тӑрать.
«Промтрактор-Промлит» предприятие рабочисене ӗҫе пӗрмай йыхравланине савутра производство калӑпӑшӗ ӳссе пынипе, саккассен калӑпӑшӗ йышланнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Чӑваш Енре самолетпа ҫул ҫӳрекенсем йышланнӑ.
Шупашкарти аэропорт хӑйӗн пилӗк уйӑхри ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсен йышӗ кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 50 процент нумайланнӑ.
«Пирӗн аэропорт пулӑшӑвӗпе кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 141 пин пассажир усӑ курнӑ. Ку вӑл пӗлтерхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 1,5 хут нумайрах», — хыпарланӑ аэропорт хӑйӗн сайтӗнче. Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 98 пин пассажир самолетпа вӗҫнӗ.
Авиапассажирсен йышӗ нумайланнине аэропортра рейссен шучӗ пысӑкланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Авиарейссен хисепне 12 процент ӳстернӗ-мӗн.
Сӑмахран, Шупашкартан Мускава тата Мускавран Шупашкара вӗҫекен самолетсене кашни кун ҫӳреттерме авиакомпанисемпе калаҫса татӑлма май килнӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн тӗп хулипе Чӑваш Енӗн тӗп хулине кунсерен ҫыхӑнтараканнисем — 4 рейс. Вӗсене «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) тата «Северный ветер» (чӑв. Ҫурҫӗр ҫилӗ) компанисем хутлаттараҫҫӗ.
Чӑваш Енре «Плавание для всех» (чӑв. Пурин валли ишев) программӑна пурнӑҫа кӗртме шухӑшлаҫҫӗ. Ӗнер республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри ишев федерацийӗн вице-президенчӗпе Игорь Горинпа тӗл пулнӑ. Унта енсем ишме хӑнӑхтарас тӗлӗшпе ведомствӑсем хушшинче программа йышӑнасси пирки калаҫнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби ӗнентернӗ тӑрӑх, федераци шайӗнчи программа тӗрлӗ ӳсӗмрисене тата халӑхӑн тӗрлӗ социаллӑ сийне пырса тивмелле.
Программӑна йышӑнсан пуҫламӑш класа ҫӳрекен ачасене иккӗмӗш класа ҫитсен, 7-8 ҫулта, ишме вӗрентӗҫ.
Паян, сӑмах май, пирӗн республикӑра шкул ҫулне ҫитменнисен 15-е яхӑн проценчӗ ишме пӗлет, шкул ачисенчен — 60 проценчӗ, вӑтам (35-54 ҫулсенчи хӗрарӑмсемпе 30-59 ҫулсенчи арҫынсенчен) тата аслӑ ҫулхисенчен (55-79 ҫулсенчи хӗрарӑмсемпе 60-79 ҫулсенчи арҫынсенчен) — 25 проценчӗ.
Республикӑри хуҫалӑхсенчи уй-хирте трактор-машина шавӗ лӑпланман-ха. Вӗсенче паян та механизаторсем хӗрӳ ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр предприятире, сӑмахран, Шупашкар районӗнчи «Прогресс» акционерсен обществинче, икӗ сменӑпа тар тӑкаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнче вара паянхи куна ҫур акине вӗҫленӗ. Кун пирки асӑннӑ муниципалитетӑн пресс-службинче пӗлтернӗ. Унти аграрисем ҫурхи тулӑ, урпа, сӗлӗ пысӑк лаптӑксем ҫинче акса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем пӑрҫа, вӑрлӑхлӑх вика тата куккурус, хура тул туса илӗҫ.
Севок-сухана 357 гектар лартнӑ, уҫӑ вырӑнта ӳстерекен пахча ҫимӗҫе — 85 гектар, сахӑр кӑшманӗ — 320 гектар, хӗвелҫаврӑнӑш — 200 гектар, ҫӗр улми — 570 гектар. Пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑксемпе симӗс апатлӑх куккурус та акнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |