Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫ сыхлавне пӑхӑнманнисем пуринчен йышлӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернине шута илсен ҫапларах пӗтӗмлетме пулать.
Паян, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗн кунне палӑртаҫҫӗ. Ҫав кун умӗн тӗпчевҫӗсем Чӑваш Енри предприятисенче ӗҫлекенсем производствӑра инкек тӳснине тишкернӗ.
Ӗҫ сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ инкексем тӗлӗшпе 2018 ҫулта пуҫиле 19 ӗҫ пуҫарнӑ. 2017 ҫулта ун пек фактсем, сӑмах май, 23 пулнӑ. Ӗҫре вилнӗ тӗслӗхпе пӗлтӗр пуҫиле 10 ӗҫ пуҫарнӑ (2017 ҫулта — 5).
Ӗҫ сыхлавне Ҫӗнӗ Шупашкарта пӑснӑ тӗслӗхсемпе 8 хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ хулара производствӑри инкекре виҫӗ ҫын вилнӗ. Шупашкарта 7 инкек тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав тата Елчӗк районӗсенче — пӗрер.