Экспертсем Раҫҫей регионӗсен пуҫлӑхӗсем Инстаграмра мӗн чухлӗ «лайк» пуҫтарнине тишкернӗ. РБК пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ботсен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине те шута илнӗ.
«Лайксем» пухас енӗпе ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 34-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑтамран унӑн сӑнӳкерчӗкӗсене 1100 ҫын килӗшнине кӑтартса «лайк» пуснӑ. Палӑртса хӑварар: тепчев ирттернӗ чухне Элтепер страницине 21900 яхӑн ҫын пӑхса тӑнӑ. Танлаштарӑмра малти вырӑна Чечня Республикин пуҫлӑхӗ йышӑннӑ, юлашки йӗркере – Архангельск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ.
Ботсем пирки калас тӑк, Михаил Игнатьевӑн Инстаграмри страницинче вӗсен шучӗ – 30 процент. Эппин, ку 6570 ҫынпа танлашать. Ку енӗпе ытларах Тува Республикин пуҫлӑхӗ, Мускав мэрӗ, Ҫурҫӗр Осети ертӳҫи «палӑрнӑ».
Чи «таса» аккаунт – Чукотка автономи округӗн кӗпӗрнаттӑрӗн. Унӑн страницине 2 пине яхӑн ҫын пӑхса тӑрать.
Ӗнер Чулхулара газ моторӗн топливи енӗпе канашлу иртнӗ. «Газпром» ПАО директорсен канашӗн ертӳҫи Виктор Зубков ертсе пынӑ ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Виктор Зубков ҫӗршывра газпа ӗҫлекен моторсен шучӗ анлӑн сарӑлнине палӑртнӑ. Топливо вырӑнне ҫутҫанталӑк газӗпе усӑ курас текенсен йышӗ ӳссе пырать. Юлашки вӑхӑтра ҫак йыш 2,5 хута яхӑн ӳснӗ.
«Газ тултарма май паракан компрессор станцийӗсем ҫителӗксӗр. Ҫӗнӗ объектсем хута ярсан ҫитес вӑхӑтра республикӑра чылай ыйту татӑлӗ. Транспортра тарифсене чакарма май килӗ. Ҫак ыйту ялсемпе хуласенче пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Халӑх кулленех тӗрлӗ транспортпа усӑ курать. Ҫутҫанталӑк газӗ тӑван тавралӑха та сиен кӳмӗ», — тенӗ канашлу хыҫҫӑн Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ.
Газ заправкисене ҫӗршывӑн регионӗсенче уҫма 2019 ҫулта федераци хыснинче 3,3 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Кӑҫал вӗсене 87, килес ҫул 117 уҫасшӑн.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта Потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Ҫавӑнта сывлӑх сыхлав учрежденийӗсен ӗҫне те тишкернӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан учрежденисенче 2018 ҫулта планпа пӑхнӑ 12, планпа пӑхман 123 тӗрӗслев ирттернӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн 12 акт, 91 асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Кӑҫалхи 6 уйӑхра асӑрхаттару хучӗсен шучӗ 46-па танлашнӑ.
Тӗп ҫитменлӗх медицина ӗҫ-хӗлне, медицина хучӗсене йӗркелессипе, диспансеризаци тӗрӗслевӗ кӑларассипе, медицина пулӑшӑвӗн стандарчӗсене пӑхӑннипе ҫыхӑннӑ. Росздравнадзор управленийӗ те тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем чылай чухне ҫынсем ҫахавлани тӑрӑх тӗрӗслев йӗркеленӗ. 2018 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульници пирки ытларах евителнӗ пулсан, кӑҫал — Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници пирки.
«Республикӑн синкер медицини тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ» хысна учрежденийӗнче пӗлтерне тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу номерӗпе теприсем шӳтлесе те шӑнкӑравлаҫҫӗ.
Тӗрӗссипе, тухтӑрсен выляса ларма вӑхӑт ҫук. Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче, диспетчерсем 10 пин ытла шӑнкӑрав йышӑннӑ. Васкавлӑ пулӑшу машини 5720 пациент патне тухса кайнӑ. 3209 ҫынна пульницӑна вырттарма илсе кайнӑ. Кая юлмасӑр пулӑшмалла тӗслӗхсем те пулаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере ун пеккисем 5 процент тупӑннӑ.
Диспетчер ыйтӑвне тӗрӗс те уҫӑмлӑн хуравлама сӗнеҫҫӗ. Апла тусан васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна хӑвӑртрах тухса кайӗ. Ӑҫта пымаллине те йӗркеллӗ ӑнлантарма ыйтаҫҫӗ. Ҫын урамра пулсан хушма ориентирсене кӑтартма сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче юлашки ҫулсенче анлӑ сарӑлнӑ культурӑсенчен пӗри — куккурус. Маларах ӑна симӗс апатлӑх ӳстернӗ, халӗ вара тӗш тырӑлӑх та акаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, куккуруса 97 предприятире туса илеҫҫӗ. Вӗсенчен 11-шӗнче — тӗш тырӑлӑх.
Кӑҫал пирӗн республикӑра куккуруса 13,9 пин гектар ҫинче акса хӑварнӑ, ҫав шутран 1,8 пин гектарне — тӗш тырӑ валли. Ҫак культурӑна республикӑри 20 районта акса тӑваҫҫӗ, вӗсенчен 13-шӗнче — выльӑх-чӗрлӗх апачӗ валли. Хальхи вӑхӑтра 3,2 пин гектар ҫинчен силослӑх вырнӑ.
Вӑрнар районӗнче куккурус лаптӑкӗ 2466 гектар йышӑнать, Шупашкар районӗнче — 2085 гектар. Республикӑра туса илекен куккурусӑн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ ҫак икӗ муниципалитета тивет. Елчӗк районӗнче вӑл — 1,3 пин гектар, Комсомольски районӗнче — 1,2 пин гектар, Патӑрьел районӗнче — 1,1 пин гектар.
Раҫҫейри регионсенче шалу мӗнле ӳснӗ? Специалистсем ҫакна тишкернӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра пур регионта та шалу ӳснӗ. Анчах вӑл мӗнле хӑвӑртлӑхпа ӳсни кашни тӑрӑхра уйрӑлса тӑрать.
Чӑваш Ен танлаштарӑмра ку енӗпе 18-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн регионта вӑтам шалу 25 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Шалу ӳснипе Кострома облаҫӗ мухтанма пултарать. Вӑл танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Тыва Республики. Чи аялти йӗркесенче - Питӗр тата Ямал-Ненецк автономи округӗ.
«Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал пирӗн республикӑна мобильлӗ 16 фельдшерпа акушер пункчӗ килнӗ. Вӗсенчен саккӑрӑшӗ утӑ уйӑхӗнче ҫитнӗ. Ҫак кунсенче республикӑна таиа тепӗр 8 ФАП килнӗ. Ҫавӑн валли федераци хыснинчен 55 миллион тенкӗ уйӑрнӑ тесе пӗлтерет Чӑваш.Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви.
Пӗлтӗр пирӗн республика туяннӑ пилӗк мобильлӗ ФАПпа пӗрлех Чӑваш Енре куҫса ҫӳрекен 21 феььдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлӗ. Вӗсем кашни районта пӗрер пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне тата ҫулталӑк вӗҫлениччен куҫса ҫӳрекен маммограф тата флюорограф илсе килӗҫ.
Урапа ҫинчи ФАПсем сахал йышлӑ ялсене ҫитӗҫ. Вӗсем пулӑшнипе ялта пурӑнакан 33 пин ҫынна тухтӑрсем тӗрӗслӗҫ тесе шантараҫҫӗ ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче.
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, газификаци ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.
Газ кӗртесси Чӑваш Енре ҫивӗч ыйтусен шутӗнче мар пулин те ҫӗнӗрен хута яракан объектсене кӑвак ҫулӑм кӗртме тиветех. ЧР Стройминӗнчи канашлура Раҫҫейӗн Монополипе кӗрешекен федераци служби газ кӗртекенсемпе тума сӗннӗ ҫӗнӗ йышши килӗшӗве сӳтсе явнӑ. Ҫапла вара министерствӑна пухӑннисем регулятор контракчӗн йӗркине тишкернӗ. Ҫӗнӗ меслет газ кӗртес ӗҫе хӑвӑртлатма тата тӑкаксене камӑн саплаштармаллине татса пама май парать тесе ӗнентереҫҫӗ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртар. Паян пирӗн республикӑра газификаци шайӗ — 93,2%. Вӑл шутра — уйрӑм ҫуртсемпе хваттерсем, тӗрлӗ объект.
Кӑҫал пирӗн республикӑра пурӑнакан халӑхӑн 48 процентӗнчен кая мар грипран прививка тумалла. Пульницӑсем предприятисемпе килӗшӳсем тӑвассине те йӗркеленӗ. Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне 2542 доза вакцина илме заявка тӑратнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вакцинӑшӑн предприятисем хӑйсем тӳлеҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне республикӑра прививка тумалли 869 пӳлӗм хута янӑ. Тухтӑрсем предприятисемпе организацисене ҫитсе грипран вакцинаци тума палӑртаҫҫӗ. Ҫав тӗллевпе 160 бригада хатӗрленӗ. Ҫак эрне пуҫламӑшне илсен, планпа пӑхса хӑварнинчен 13 процентне прививка туса ӗлкӗрнӗ.
Тухтӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, грипп тата ОРВИ кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче е тата нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ытларах аптӑратма пултарӗ. Пульницӑсенче аслисем валли 143 койка, ачасене валли 265 вырӑн хатӗрленӗ. Халӑх хушшинче чир-чӗр анлӑ сарӑлас пулсан, 1529 хушма вырӑн та йӗркелеме май пур.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тата тепӗр Добрыня Никитич ҫуралнӑ. Ҫут тӗнчене килнӗ ҫӗнӗ чуна ҫапла ят панине вырӑнти загс уйрӑмӗнче шута илнӗ.
Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Добрыня – Никитӑпа Екатерина Александровсен ҫемйинчи иккӗмӗш ача. Ҫӗн кайӑка ашшӗ-амӑшӗ вырӑс халӑх эпосӗнчи пӑхаттир ятне парас тенӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ашшӗ ячӗпе Добрыня питех те килӗшӳллӗн илтӗнет.
Загс ӗҫченӗсем ҫемьене йыш хутшӑннӑ ятпа саламланӑ. Александровсен ывӑлне вӗсем сывлӑхлӑ пулма суннӑ.
Сӑмах май каласан, Ҫӗнӗ Шупашкарта унччен те ачана Добрыня Никитич ят панӑ. Ку вӑл 2015 ҫулта пулнӑ.
Чӑвашла ят паракансем, шел те, сайра тӗл пулаҫҫӗ. Илемлӗ чӑваш ячӗсене пӗлменнипе ҫыхӑннӑ-ши п
ҫакӑ...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |