
Пирӗн республикӑра ӳсӗрле вилекенсем нумай. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн ӗҫ тӑвакан органӗсенче ӗҫлекенсемпе тата районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер ӳсӗрсем тӗрлӗ инкеке лексе вилнине палӑртнӑ. Ун пек тӗслӗхсем йышлӑ-мӗн. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче цифрӑсене асӑнман та, анчах Михаил Васильевич чан ҫапнине кура лару-тӑру чӑннипех ҫивӗчне тӗшмӗртме йывӑр мар.
Михаил Игнатьев Элтепер вырӑнти тӳре-шаран яваплӑрах пулмаллине, инкек ӑҫта тата мӗн сӑлтавпа пулнине пӗлсе тӑмаллине палӑртнӑ.

Кӑҫал пирӗн республикӑра 16 ача пахчи хута ямалла. Ҫакӑн валли хыснаран 2 млрд тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Апла пулин те ӗҫ пур ҫӗрте те кал-кал пымасть иккен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен канашлура сӑмах хускатнӑ.
Графикпа ӗлкӗрсе пырайманнисен шутӗнче, сӑмахран, — Йӑлӑмри садик. Ӑна «Стройград» текен предприяти тума пуҫланӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи ача пахчи тӑвасси ҫинчен контракт та хатӗр мар иккен. Шупашкарти Университет урамӗнче хӑпартма пуҫланӑ ача пахчине утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ, анчах ӗҫсем вӗҫленмен.
Хӑйсен вӑйне шанман строительсем тивӗҫе субподрядчике шаннӑ тӗслӗхсем те пур. Михаил Игнатьев ӗҫе хӑвӑртлатмалли пирки асӑрхаттарса каланӑ.

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура шӑрӑх ҫанталӑк республикӑри уй-хире шар кӑтартни пирки калаҫнӑ. Чылай ҫӗрте ҫӗр типсе кайнӑ, нӳрӗк ҫитмест.
Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Денис Паспеков каласа кӑтартнӑ. Патӑрьелти метеорологи станцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑпрара нӳрӗк ҫук. 4 метеостанцире – Патӑрьелте, Улатӑрта, Шупашкарта тата Пӑрачкавра – типӗ те вӗри ҫил пулнине палӑртнӑ. «Эпир районсене пулма пултаракан тӑкака шутлама, инкеклӗ лару-тӑру режимне йӑшӑнмалли пирки шухӑшлама сӗнтӗмӗр», - тенӗ Денис Паспеков.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйту патне ҫитес эрнере те таврӑнассине пӗлтернӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен ӗнерхи канашлура сӳтсе явнӑ ыйтусен шутӗнче Ҫӗнтерӳ кунне республикӑра епле уявлани те пулнӑ. «Вилӗмсӗр полк» акцие кӑҫал 22 пин ҫын тухнӑ. Ӑна республикӑн тӗп хулинче ҫеҫ мар, районсенче те ирттернӗ.
Кама мӗн пӑшӑрхантарать те, республикӑн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин ҫар техникин управлӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫав техника валли ятарлӑ вырӑн пулсан ӑна унта упрама тата ҫавӑнта музей йӗркелеме те май килӗччӗ. Уҫӑ ҫӗрте ларакан техника япӑхать, ӑна юсаса ҫӗнетме те хакла ларать. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку шухӑша ырласа йышӑннӑ.

Елчӗк районӗнче икӗ пӗчӗк ача инкеке лекнӗ. Вӗсем ҫывӑхри тарӑнах мар пӗвене путнӑ. Юлташсенчен пӗрне ҫӑлма май килнӗ. Теприн, 2013 ҫулта ҫуралнӑ шӑпӑрланӑн, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вилӗмрен ҫӑлӑннӑ ачан сывлӑхӗ те самаях хавшанӑ. Ӑна халӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницинче сиплеҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи планеркӑра та ача вилӗмӗ пирки калаҫу пулнӑччӗ. Аса илтерер, Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта трактор кабинин хыҫалти чӳречинчен ача тухса ӳкнӗччӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине лекнӗ. Йывӑр суранланнӑскерӗн пурнӑҫне шурӑ халатлисем те ҫӑлса хӑварайман.

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкара чӑваш танкисчӗн хӗрӗ килмелле. Кунта сӑмахӑмӑр паттӑрлӑхне фильмра сӑнарланине тивӗҫ пулнӑ Семен Коноваловӑн хӗрӗ пирки пырать.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Тухса калаҫакансен шутӗнче республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев та пулнӑ.
Культура министрӗ ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енри кинотеатрсенче «Несокрушимый» фильма тӳлевсӗр кӑтартассине пӗлтернӗ.
Фильмри тӗп сӑнар — вӑрҫӑра фашистсен нумай танкне тӗп тунӑ Семен Коновалов паттӑр танкист. Семен Коновалов чӑваш пулнине документсемпе ҫирӗплетнӗ. Вӑл Тури Услон районӗнчи Ямпулат чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ, кайран Хусана куҫса кайнӑ.

Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсем тата тӑван халӑхӑмӑр культурине аталантарма пулӑшса пыракан вырӑнти тӳре-шара ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче канашлӑва пухӑннӑ. Унта Акатуй ирттерес ыйтӑва хускатнӑ. Ҫакӑн пирки эпир ҫав енчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбура хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
Чӑвашсен уявне сӳтсе явакан мероприятие видеоконференцҫыхӑнӑвӗн мелӗпе йӗркеленӗ. Ҫапла майпа Тӗментисем тата Аромашево ялӗнче пурӑнакан хастарсем канашлама пултарнӑ. Вӗсем Акатуя епле ирттересси пирки хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ, тӗрлӗ сӗнӳ-канаша итленӗ.
Акатуя ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уявлама калаҫса татӑлнӑ.
Ираида Маслова пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 сехетре лаша ӑмӑртавӗ пуҫланӗ, 12 сехетре — ытти мероприяти.

Ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ҫапкаланчӑк йытӑсем пирки калаҫнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 3800 яхӑн килсӗр йытӑ шутланать. ЧР Элтеперне ку хисеп сисчӗвлентернӗ, вӑл вӗсене тытас ӗҫе вӑйлатма хушнӑ.
ЧР патшалӑх ветеринари службин инспекторӗ Сергей Скворцов республикӑри районсенче приютсем тӑвас ӗҫре сахал мар тӑрӑшмаллине пӗлтернӗ. Нумаях пулмасть чӗрчунсене хӳтӗлекен саккун вӑя кӗнӗ, ҫакӑ та ҫапкаланчӑк чӗрчунсем валли ятарлӑ вырӑн тума хистет.
Сӑмах май, Шупашкарта приют пур, вӑл, Сергей Скворцов каланӑ тӑрӑх, япӑх мар ӗҫлет. Унта нимеҫӗсем пулӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫав приюта 393 йытӑ вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен пӗр пайӗ валли хуҫа тупнӑ ӗнтӗ.

Кӑҫал Чӑваш Енре 55 километр ҫул юсама, тепӗр 19 километр тӑршшӗ тӗплӗн юсама палӑртнӑ. Ку хыпара паян ирпе Чӑвашт Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ.
Унчченхи «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» приоритетлӑ проект малашне «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсем» наци проекчӗ пулса тӑнӑ. Ҫавна май Шупашкар агломерацине кӗрекен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Муркашпа Шупашкар районӗсенчине ҫеҫ мар, регион пӗлтерӗшлӗ ытти ҫула та юсама шантараҫҫӗ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ РФ Хӑрушсӑрлӑх канашӗн секретарӗ Николай Патрушев Сарӑту, Пенза облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри ҫулсене критикленине пӗлтернӗччӗ. Япӑх ҫула пула аварисем сиксе тухаҫҫӗ, ҫулсем начар пулни коррупципе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлать иккен Николай Патрушев. Ҫул-йӗр ыйтӑвне Ижевскра федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионӗсен ертӳҫисемпе ҫак эрнере ирттернӗ канашулра хускатнӑ.

РФ Хӑрушсӑрлӑх канашӗн секретарӗ Николай Патрушев Сарӑту, Пенза облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри ҫулсене критикленӗ. Япӑх ҫула пула аварисем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫулсем начар лару-тӑрура пулни коррупципе те ҫыхӑннӑ – ҫапла шутлать Николай Патрушев.
Ку ыйтӑва Ижевскра иртнӗ канашлура ҫӗкленӗ. «Аварисен сӑлтавӗ ҫулсем япӑх пулнипе те ҫыхӑннине палӑртмалла. Чылай инкек ҫакӑншӑн сиксе тухать. Ҫул сийӗ япӑх пахалӑхлӑ пулни коррупципе, ултавпа, ҫула юсама тата тума уйӑрнӑ укҫана вӑрланипе, ҫыхӑннӑ. Субъект ертӳҫисене регион программисене пурнӑҫланӑ чухне тӗрӗслесе тӑма ыйтатӑп», - ҫапла каланӑ Николай Патрушев.
РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи инкексен 39 проценчӗ япӑх ҫулсемпе ҫыхӑннӑ.
