Юпан 3-мӗшӗнче Мускавра «Языковая политика: общероссийская экспертиза» (чӑв. Чӗлхе политики: пӗтӗм Раҫҫейри экспертиза) канашлу-калаҫу иртнӗ. Унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен Алевтина Долгова хутшӑннӑ.
Пурӗ канашлура тӑватӑ секци ӗҫленӗ: «Русский язык как традиционная основа взаимопонимания и сотрудничества народов России»; «Актуальные вопросы национальной и языковой политики (для органов исполнительной власти субъектов Российской Федерации)»; «Родные языки народов России в контексте общероссийского языкового пространства»; «Популяризация русского языка в России и за ее пределами как необходимая составляющая государственной языковой политики Российской Федерации». Алевтина Петровна иккӗмӗш секцинче пулнӑ.
Канашлу-калаҫура тухса калаҫакансен йышӗнче министерствӑри ҫын та пулнӑ. Мануйлова Ирина Викторовна (вӗренӳ министерствин патшалӑх департаменчӗн пуҫлӑх ҫумӗ) хӑйӗн сӑмахӗнче тӑван чӗлхесене упрассипе аталантарассине пӗтӗмӗшле вӗренӳ системи урлӑ ҫеҫ мар туса пымаллине каланӑ.
Чӑваш Енре усламҫӑсене сехӗрлентермеҫҫӗ. Ҫак тӗп шухӑша палӑртнӑ республикӑна ертсе пыракансем усламҫӑспмпе паян ирттернӗ канашлура.
«Бизнеса аталанса пыма кирлӗ условисем йӗркелесси – Чӑваш Енӗн патшалӑх политикин приоритетлӑ ыйтӑвӗсенчен пӗри шутланать», — тесе каланӑ тӗлпулура Михаил Игнатьев Элтепер. «Пирӗн тӗллев – сирӗн пуҫаруллӑ ӗҫсене пурнӑҫа кӗртсе пыма витӗм кӳресси», — сӑмахне малалла тӑснӑ тесе каланӑ Элтепер.
Паян пирӗн республикӑра пӗчӗк тата вӑтам предприятисен шучӗ 45 пин ытла. Вӗсем республикӑра тӑрӑшакансенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайне ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ.
Усламҫӑсемпе ирттернӗ тӗл пулӑва республика прокурорӗ, надзор енӗпе тӑрӑшакан ытти органсен пайташӗсем, министрсем хутшӑннӑ.
Чӑваш Енре ҫурт-йӗре ӑшӑ пама пуҫларӗҫ-ха. Ӑна яланхиллех чи малтан социаллӑ учрежденисене ҫитереҫҫӗ, кайран — пурамалли ҫуртсемпе промышленноҫ предприятийӗсене. Ҫапах та республикӑри хӑш-пӗр объектра паян кун та сивӗ-ха. Ҫакӑ ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунти кунсерен ирттерекен канашлура палӑрнӑ.
Нумай объекта тунти кун—ытлари кун ӑшӑ пама палӑртнӑ. Газпа тивӗҫтерекенсен умӗнчен парӑмсем пурри те чӑрмав кӳрет, ҫапах та яваплисем ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме шантарнӑ.
Хальлӗхе 5 ача пахчипе 9 шкулта ӑшӑ паман иккен. Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министрӗ Юрий Исаев вӗренӳ заведенийӗсене ӑшӑ парассине ҫывӑх кунсенчех вӗҫлеме шантарнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулне юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑшӑтма тытӑнмалла.
Раҫҫейре те, Чӑваш Енре те хальхи вӑхӑтра ипотека проценчӗсем пӗчӗкленсе пыраҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура ытти ыйтупа пӗрлех ипотека проценчӗсене те тишкернӗ. Ҫакна ӑнланма пулать. Ипотекӑпа усӑ куракансем мӗн чухлӗ ытларах, ҫурт-йӗр тӑвасси ҫавӑн чухлӗ ытларах аталанӗ.
Чӑваш Енри 42 банк кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 9,3 миллиард тенкӗлӗх кредит панӑ. Кивҫен укҫана ҫынсем вӑтамран 16,7 ҫуллӑх илнӗ. Кашни ҫын вӑтамран — 1,5 миллион тенкӗлӗх.
Ипотека кредичӗн процент ставки пӗлтӗр вӑтамран 12,36 пулнӑ пулсан, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче — 10,54%.
Банксенчен пӗри 7,4 процентлӑ кредит та сӗнет. Кивҫен иличчен тӳлемелли укҫа виҫине те банксем палӑрмаллах чакарнӑ. Вӗсенчен пӗри, акӑ, 5% кӑна хӑварнӑ.
Ытти ҫулти ырӑ йӑлана малалла тӑсса кӑҫал та Шупашкарта кӑна мар, республикипех «Кӗр парнисем» ярмӑрккасем ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хуласенче «Кӗр парнисем» ярмӑрккасем ӗҫлени пирки каланӑ. Анчах, Николай Коновалов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, хаксем пӗлтӗрхинчен самай пысӑкрах.
Хаксем мӗншӗн пысӑкраххине планеркӑра тишкермен-ха, анчах ӗҫҫине хӑвӑртлатмалли пирки калаҫнӑ. Ҫанталӑк паян уяр та, ыран темле пулӗ. Кӗркунне енне сарӑ хӗвеле кӗтсе лараймӑн. Вырмана хӑвӑртрах вӗҫлес тесен кӳршӗллӗ хуҫалӑхсен пушӑ вырма техникипе те ҫине тӑрса усӑ курмаллине палӑртнӑ.
Ҫак уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Шупашкарта Алюмини кӑларакансен, унпа тивӗҫтерекенсен тата усӑ куракансен ассоциацийӗн анлӑ канашлӑвӗ иртет. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби паян пӗлтернӗ тӑрӑх, пухӑннисем алюминие хӗртсе ҫыпӑҫтарассипе ӗҫлекен ятарлӑ центрсем хута ярассине сӳтсе явнӑ. Мероприятие Чӑваш Республикин Правительствин Пысӑк залӗнче йӗркеленӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тимӗрсенчен чи ӑнӑҫли тата экологи енчен таси алюмини тесе палӑртнӑ, «Унпа кирек епле тытӑмра та усӑ курма пулать», — тесе каланӑ.
Канашлӑва пухӑннисем Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» предприятире пулса унти ӗҫпе паллашнӑ.
Ыран семинар И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче малалла ӗҫлӗ, унта та специалистсем отрасльти ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство пайташӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ирттернӗ канашлура ҫул-йӗр ҫинчи инкексем пирки те калаҫнӑ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов унта каланӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкексенчен самайӑшӗнче ҫынсем васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем ҫитиччен вилеҫҫӗ. Ку вӑл «03» тытӑм майӗпен ҫӳренипе е машина ҫула кая юлса тухнипе ҫыхӑнман. Аварисем йывӑртан этем пурнӑҫӗ инкек вырӑнӗнчех татӑлать.
Ҫапах та лӑплантаракан цифра та илсе панӑ министр: ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилекенсен шучӗ кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 23,3 процент чакнӑ. Тата тепӗр цифра та палӑртнӑ: 100 пин ҫын пуҫне вӑтамран 10,2-ӗн леш тӗнчене ӑсаннӑ. Сӑмах май, пӗрремӗш пулӑшу кӳме ҫул-йӗр инспекторӗсене те вӗрентеҫҫӗ иккен.
Владимир Викторов пульницӑна илсе ҫитернисенчен йывӑр суранланнӑ 230 ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май килнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче уй-хирти хӗрӳ ӗҫ малалла пырать. Ӗнер ӗҫе правительство пайташӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ирттернӗ канашлура тишкернӗ.
Тунти кун тӗлне республикӑра 84,4 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пӑрҫа тата пӗрчӗллӗ культурӑна ҫулса пӑрахнӑ. Ҫакӑ планран 30 процент шутланать. Вӑтамран тухӑҫ пӗр гектартан 28,4 центнер тухать. Кунне вӑтамран республикӑра 7,1 пин гектар ҫинчен тырӑна тӗшӗлесе кӗртеҫҫӗ. Вырмара пурӗ 642 комбайн ӗҫлет.
Ҫӗр улмине пухса кӗртес ӗҫ те пуҫланнӑ. Республикӑри 8 муниципалитетра тытӑннӑ. Пахча-ҫимӗҫе республикӑра 5 районта пурӗ 34 га пуҫтарса илнӗ. 12 муниципалитетра пурӗ кӗрхи культурӑна 2,8 пин гектар акса хӑварнӑ.
«Палӑртма кӑмӑллӑ, Елчӗк районӗнче уй-хир ӗҫне ҫуррине пӗтернӗ те. Кӑтарту вӗсен чи лайӑххи — 52 процент. Вӗсем ир пуҫласа кунӗ-ҫӗрӗпе уйра, ыттисен ырӑ тӗслӗх илмелле», — тесе каланӑ Чӑваш Ен Элтепрӗ Михаил Игнатьев.
Республикӑра кая юлса пыраканнисем: улатӑрсем, хӗрлӗ чутайсем, муркашсем, куславккасем, сӗнтӗрвӑррисем.
Хальхи вӑхӑтра Чӑаш Енре шалу парӑмӗ 16,6 миллион тенкӗпе танлашать. Ӗҫлев министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Лариса Арсентьева ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак укҫана 5 организацин 312 ҫынна тӳлемелле. Чи тӗлӗнмелли парӑмран 15,3 миллион тенки Шупашкарти 1-мӗш типографие тивет.
Шалу парӑмӗ пирки калаҫнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Михаил Васильевич укҫа вӑхӑтра тӳлеменнисем панкрута тухас патне ҫитнӗ предприятисен пулнине палӑртнӑ. Яваплисене Михаил Игнатьев вӗсен хуҫисемпе тимлӗ пулма сӗннӗ. «Хӑшӗсен 2-5 миллион тенкӗ тӑракан темиҫе машина, хваттерсем пур — вӗсене сутчӑр, анчах шалу тӳлеччӗр», — тенӗ Элтепер.
«Фармаци» предприяти Улатӑрти 119-мӗш аптеки пуҫа минретекен шӗвек сутнӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта пӗтӗмпе — 240 штук.
Габапентин япалаллӑ препарата эпилепсипе аптӑракансем валли туса кӑлараҫҫӗ. Ӑна тухтӑр рецепчӗпе ҫеҫ сутмалла. «Фармаци» предприятин республикӑри мӗнпур аптекине пурӗ те 11 штук кӑна илсе кайнӑ, вӗсенчен тӑваттӑшне ҫеҫ сутнӑ вӑхӑтрах Улатӑрта ӑна черет тӑрса пек туяннӑ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элетперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ Правительство канашлӑвӗнче препарата пули-пулми сутни пирки хытах калаҫу сиксе тухнӑ. Михаил Игнатьев республикӑн сывлӑх сыхлав министрне Владимир Викторова тӗплӗ тӗрӗслеме хытарсах каланине кура министр итлеме шантарнӑ, каланине пурнӑҫласа ку факта тӗрӗслеме пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |