Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ене РФ культура министрӗ Владимир Мединский Шупашкар 550 ҫул тултарнипе тата Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫитнипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явмашкӑн ҫитӗ. Ҫавна май ҫак уявсене хатӗрлекен Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ пулӗ. Владимир Мединский ҫак комитечӗн председателӗ шутланать.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев министра Шупашкара кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче чӗннӗ. Вӑл ун чухне шӑпах Мускавра ял территорийӗсене аталантарас енӗпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Министр Шупашкара килсен юбилей тӗлне федераци укҫи-тенкипе реконструкцилекен объектсене ҫитсе курӗ.
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.02.05 00:19 | |

Пӗрремӗш ыйту: "Хаяр Йӑван (вырӑс патша палӑкне) Шупашкарта вырнаҫтармасан укҫа памастӑп".
Пирӗн хурав: Варнава лаптӑкӗнче!