Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ӗҫе тухнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлӑва паян Михаил Васильевич хай ертсе пынӑ.
Паянах Михаил Игнатьев республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫипе Иван Моторинпа тата Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Ладыковпа канашлу ирттернӗ. Унта вӗсем Шупашкарӑн 550 ҫулхине уявлас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Республика ертӳҫи тӗп хулан юбилейне асра юлмалла ирттермеллине палӑртнӑ. Хулан сити-менеджерӗ уяв программин хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫавӑн пекех юбилей тӗлне туса ирттерме палӑртнӑ строительство ӗҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне кӳлмеке вӑхӑтлӑх маршрут яма палӑртнӑ. Ку Юрламалли уйра концерт пулнипе ҫыхӑннӑ.
Уявра транспорт мӗнле ҫӳрессине тӳре-шара нумаях пулмасть хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта ҫакна йышӑннӑ: ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ленин проспекчӗпе, Карл Маркс урамӗпе ҫӳрекен маршрутсене улӑштарма, общество транспортне 24.00-1.00 сехетчен ҫӳреттерме палӑртнӑ.
Канашлура кӳлмек тавра вӑхӑтлӑх маршрут ярас ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Маршрут тӑршшӗ 4,84 ҫухрӑмпа танлашӗ, транспорт кашни 15-20 минутран ҫӳремелле. Вӑл Президент бульварӗпе, Академик Крылов, Савут урамӗсемпе, Мускав проспекчӗпе кайӗ.
Чӑваш Енри хурт-хӑмӑр ӑстисемшӗн кӑҫал кулянмалли тупӑннӑ: чылайӑшӗ вӗлле хурчӗсем вилсе пӗтни пирки калать. Ҫакна вӗсем уйсене пестицидсем сапнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫак ыйтӑва ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура пӑхса тухнӑ. Унта хурт-хӑмӑр ӑстисем мӗн чухлӗ тӑкак курнине шутлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне ял хуҫалӑх производителӗсемпе, вӗлле хурчӗ ӗрчетекенсемпе калаҫу ирттерӗҫ.
Сӑмах май, вӗлле хурчӗсем Чӑваш Енре кӑна мар нумаййӑн вилнӗ. Пушкӑрт, Тутар, Удмурт республикисенче, Пенза, Томск, Ростов, Сарӑту, Тамбов, Липецк облаҫӗсенче тата ытти регионта кунашкал пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. РФ Ял хуҫалах министерстви утӑ уйӑхӗн вӗҫленнӗ тӗле шутланӑ тӑрӑх, 40 пине яхӑн вӗлле хурчӗсен ҫемйи пӗтнӗ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, диспансеризацие каҫсерен тата шӑматкунсерен те тухма пулать.
Паян ЧР Правительствин планеркинче (ӑна Иван Моторин премьер-министр ирттернӗ) диспансеризаци кӑларассине кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта епле йӗркеленине сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов сӑмах илнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче пирӗн республикӑра 114 пин ҫынна диспансеризаци кӑларнӑ. Хушма тӗрӗслевсем витӗр тухма сӗннисем ҫав шутра — 40 процент.
Вӑйпиттисемех (тӗрӗсленнисенечн 57%) вӑраха кайнӑ чирсемпе чирлине палӑртнӑ. Усал шыҫӑпа аптӑракансене 199 ҫынна шута илнӗ. Вӑл шутран 69-шӗ — вӑйпиттисем. Усал шыҫҫа 1-2 стадире палӑртасси диспансеризацие пула 66 процент нумайланнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Питӗре ӗҫпе кайсан пульницӑна кардиологи уйрӑмне лекни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хут та хыпарларӗ.
Шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Юрий Шакеев блогер Питӗре Элтепер патне пульницӑна кайнӑччӗ. Турра шӗкӗр, Михаил Васильевич хӑйне аван туять иккен. Ҫакӑн пирки хайхи-майхи блогер та пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Правительствинче тунтикунсерен иртекен канашлура та ҫавӑн пиркиех каланӑ. Михаил Васильевич патне республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫитсе килнӗ. Михаил Игнатьев министрсене телефонпа та ӗҫлӗ хушусем парать иккен.
Юрий Васильев вице-премьер — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев Элтепере курас тесе Питӗре чӑваш блогерӗ кайнине ырламан. Чирлесси, чӑн та, такамӑн та пулать. Пульницӑра концерт кӑтартмаҫҫӗ — курмалли ним те ҫук.
Хамӑр енчен ҫапах та ҫакна палӑртар: Михаил Игнатьев чирленине Элтеперӗн пресс-служби пытарма хӑтланни МИХсенче тӗрлӗ сӑмах ҫуратрӗ.
Пирӗн республикӑра ӳсӗрле вилекенсем нумай. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн ӗҫ тӑвакан органӗсенче ӗҫлекенсемпе тата районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер ӳсӗрсем тӗрлӗ инкеке лексе вилнине палӑртнӑ. Ун пек тӗслӗхсем йышлӑ-мӗн. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче цифрӑсене асӑнман та, анчах Михаил Васильевич чан ҫапнине кура лару-тӑру чӑннипех ҫивӗчне тӗшмӗртме йывӑр мар.
Михаил Игнатьев Элтепер вырӑнти тӳре-шаран яваплӑрах пулмаллине, инкек ӑҫта тата мӗн сӑлтавпа пулнине пӗлсе тӑмаллине палӑртнӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 16 ача пахчи хута ямалла. Ҫакӑн валли хыснаран 2 млрд тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Апла пулин те ӗҫ пур ҫӗрте те кал-кал пымасть иккен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен канашлура сӑмах хускатнӑ.
Графикпа ӗлкӗрсе пырайманнисен шутӗнче, сӑмахран, — Йӑлӑмри садик. Ӑна «Стройград» текен предприяти тума пуҫланӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи ача пахчи тӑвасси ҫинчен контракт та хатӗр мар иккен. Шупашкарти Университет урамӗнче хӑпартма пуҫланӑ ача пахчине утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ, анчах ӗҫсем вӗҫленмен.
Хӑйсен вӑйне шанман строительсем тивӗҫе субподрядчике шаннӑ тӗслӗхсем те пур. Михаил Игнатьев ӗҫе хӑвӑртлатмалли пирки асӑрхаттарса каланӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура шӑрӑх ҫанталӑк республикӑри уй-хире шар кӑтартни пирки калаҫнӑ. Чылай ҫӗрте ҫӗр типсе кайнӑ, нӳрӗк ҫитмест.
Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Денис Паспеков каласа кӑтартнӑ. Патӑрьелти метеорологи станцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑпрара нӳрӗк ҫук. 4 метеостанцире – Патӑрьелте, Улатӑрта, Шупашкарта тата Пӑрачкавра – типӗ те вӗри ҫил пулнине палӑртнӑ. «Эпир районсене пулма пултаракан тӑкака шутлама, инкеклӗ лару-тӑру режимне йӑшӑнмалли пирки шухӑшлама сӗнтӗмӗр», - тенӗ Денис Паспеков.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйту патне ҫитес эрнере те таврӑнассине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен ӗнерхи канашлура сӳтсе явнӑ ыйтусен шутӗнче Ҫӗнтерӳ кунне республикӑра епле уявлани те пулнӑ. «Вилӗмсӗр полк» акцие кӑҫал 22 пин ҫын тухнӑ. Ӑна республикӑн тӗп хулинче ҫеҫ мар, районсенче те ирттернӗ.
Кама мӗн пӑшӑрхантарать те, республикӑн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин ҫар техникин управлӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫав техника валли ятарлӑ вырӑн пулсан ӑна унта упрама тата ҫавӑнта музей йӗркелеме те май килӗччӗ. Уҫӑ ҫӗрте ларакан техника япӑхать, ӑна юсаса ҫӗнетме те хакла ларать. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку шухӑша ырласа йышӑннӑ.
Елчӗк районӗнче икӗ пӗчӗк ача инкеке лекнӗ. Вӗсем ҫывӑхри тарӑнах мар пӗвене путнӑ. Юлташсенчен пӗрне ҫӑлма май килнӗ. Теприн, 2013 ҫулта ҫуралнӑ шӑпӑрланӑн, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вилӗмрен ҫӑлӑннӑ ачан сывлӑхӗ те самаях хавшанӑ. Ӑна халӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницинче сиплеҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи планеркӑра та ача вилӗмӗ пирки калаҫу пулнӑччӗ. Аса илтерер, Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта трактор кабинин хыҫалти чӳречинчен ача тухса ӳкнӗччӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине лекнӗ. Йывӑр суранланнӑскерӗн пурнӑҫне шурӑ халатлисем те ҫӑлса хӑварайман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |