
Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ чӑвашсене мухтани пирки ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов унти чӑвашсен наципе культура автономийӗн тӗп кантурӗнче канашлу ирттернӗ иккен. Унта асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан 16 наципе культура автономийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
«Кӗпӗрнаттӑр пирӗн ентешсене хастар ӗҫленӗшӗн мухтанӑ, хӑй енче кирлӗ пулсан пулӑшма шантарнӑ.
Чӑвашсен облаҫри пӗрлӗхӗн ертӳҫи Олег Мустаев тӗп кантура тӗпрен юсаса ҫутҫанталӑк газӗпе ӑшӑтмалла тума пулӑшма ыйтнӑ. Сергей Иванович Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхне ку енӗпе пулӑшма хушнӑ. Вӑл ентешсен автономи ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, малашне те ҫапла ҫирӗп утӑмсемпе утма каланӑ.
Чӗмпӗр Ен Пуҫлӑхӗ чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн ӗҫ-хӗлӗпе те паллашнӑ, унӑн пахалӑхӗ лайӑхланнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче хаҫатӑн тӗп редакторӗ Елена Мустаева «Чӗмпӗр облаҫӗнчи тава тивӗҫлӗ массӑллӑ информаци ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ», — хыпарланӑ Зоя Яковлева.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 125 ача ҫут тӗнчене килнӗ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов Элтепер ирттернӗ канашлура пӗлетернӗ.
Кӑҫал чи пӗрремӗш пепке тухтӑрсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 3100 грамм таякан хӗрача кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 3 сехет те 55 минутра ҫуралнӑ.
Министр каланӑ тӑрӑх, кӑҫал республикӑри пульницӑсене 6 пин ытла ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ.

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Унта Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене ирттересси пирки калаҫнӑ.
Канашлура кӑҫал Республика кунне хӑш районта йӗркелесси пирки те сӑмах хускатнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ку уяв яланхи пекех Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай районӗнче иртӗ.
Элтепер уява хатӗрленмелли пирки, ӗҫ нумаййи ҫинчен каланӑ. «Пирӗн тӗллев – уяв мероприятийӗсене тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсене явӑҫтарасси», - тенӗ Михаил Игнатьев.

Чӑваш Енри ялсенчен йӑлари хытӑ каяша турттарма пуҫланине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Апла пулин те ҫак пулӑшушӑн пурте тӳлесшӗн мар.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра йӑлари хытӑ каяшшӑн халӑхӑн 81 проценчӗ тӳлет. Ҫынсен тата предприяти-организацисен парӑмӗ 249,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хуласенче парӑма пухассин виҫи 90 процентпа танлашать, район центрӗсенче — 59 процент. Хулара пурӑнакансен парӑмӗ 75 миллион тенке ҫитнӗ, предприяти-организацисен — 29 миллион тенкӗ.
Йӑлари хытӑ каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти пуҫлӑхӗ Виктор Лагуновский нумаях пулмасть иртнӗ канашлура парӑм пысӑккишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ. Парӑм шыраса илессипе ҫине тӑнине ӗнентернӗ. Ӗҫе вӗҫне ҫитерме уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансен тулли даннӑйӗсене пӗлменни кансӗрленине пӗлтернӗ.

Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн илекен хака йӳнетӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ ӗнер республика Правительствинче Михаил Игнатьев Элтепер тӳре-шарапа ирттернӗ тунтикунхи канашлура. Хак йӳнелессине Тариф службин ертӳҫи Марина Кадилова ӗнентернӗ.
Хаксем 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен чакӗҫ. Ҫакӑ йӑлари хытӑ каяшӑн ҫын пуҫне тивекен нормативне чакарнипе ҫыхӑннӑ.
Ялта пурӑнакансенсен ҫитес ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче кашни ҫын пуҫне 49 тенкӗ те 72 пус тӳлемелле пулӗ. Утӑ уйӑхӗнчен вара ҫак виҫе хакланӗ. Ун чухне вӑл 60 тенкӗ те 60 пуспа танлашӗ.
Хулара пурӑнакансен нормативне те пӗчӗклетнӗ. Вӗсене ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 60 тенкӗ те 80 пус тӳлеттерӗҫ, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен вара — 73 тенкӗ ытларах.

Чӑваш Енре йӑлари каяшсене тирпейлекенсен ассоциацине туса хума йышӑннӑ. Ҫӗнӗ пӗрлешӗвӗн ячӗ те паллӑ. «Экотехнопарк Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн экотехнопаркӗ) пулӗ вӑл.
Ассоциацие йӗркелессипе Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче ҫак эрнере канашлу иртнӗ. Унта тӳре-шараран Иван Исаев министр хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех «Экология» НПО», «Строительные покрытия», «Эковата», «Экоцентр» МВК» организацисенче ӗҫлекенсем, уйрӑм усламҫӑсем, Раҫҫейӗн экологи обществин регионти уйрӑмӗн пайташӗсем пуҫтарӑннӑ.
«Чӑваш Енӗн экотехнопаркӗ» тирпейлекенсен ассоциацин ертӳҫи пулма Сергей Лебедева суйланӑ. Вӑл «Чистая страна» (чӑв. Таса ҫӗршыв) федераци проекчӗн йӗркелӳҫи шутланать.

Юлашки тӑхӑр уйӑхра Чӑваш Енре пурнӑҫшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ эмел хакӗ ӳснӗ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура каланӑ.
Чӑваш Енре аптека ӗҫӗпе 190 юридици сӑпачӗ ӗҫлет. Мониторинг ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: ытларах Цитрамон, Анальгин, валериана настойки, Бор йӳҫекӗн хакӗ ӳснӗ. Пентафлуцин, Кардиомагнил, Резолют Про йӳнелнӗ.
Элтепер тупӑш тӑвас тӗллевпе хамрӑннисен вырӑнне ют ҫӗршыври эмелсене сутакан аптекӑсене хупма, лицензине туртса илме сӗннӗ.

Паян Чӑваш Енри тӳре-шара укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Сӑмахӑмӑр — нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем тӗплӗ юсавшӑн тӳлесси пирки.
Темиҫе ҫул каялла ун пекки пулман та, анчах халӗ, ав, ҫынсен ҫурт-йӗре хӑйсен шучӗпе юсамалла теме пуҫларӗҫ. Чӑн та, уйрӑм ҫуртра пурӑнакансем хӑйсемех юсаса, ҫӗнетсе тӑраҫҫӗ-ха. Нумай хваттерлӗ ҫурт та ҫавӑн пек — ӑна юсама та хуҫисен укҫа пухмалла теҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра хваттер хуҫисем кашни тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 30 пус тӳлеҫҫӗ. Ҫав цифрӑна хваттер калӑпӑшӗ ҫине хутламалла та уйӑхсеренхи тӳлев виҫи палӑрӗ.
Паян иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче строительство министрӗ Алексей Грищенко тӳлеве 2018-2019 ҫулсенчи шайрах хӑварма сӗннӗ. Ҫапла вара хак хальлӗхе хакланмӗ.

Паян ЧР Элтеперӗ яланхи пекех планерка ирттернӗ. Хальхинче ҫӗрулми тата сыр хакӗсем пирки калаҫнӑ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне ҫӗрулми 13 тенкӗ тӑрать. Пирӗн республикӑри хак – чи пӗчӗкки, ытти регионсенче вӑл хаклӑрах.
Сыр та пирӗн регионта йӳнӗ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнче вӑл йӳнӗ пулнипе пӗрремӗш вырӑн йышӑнать, ҫӗршывӗпе вара – иккӗмӗш вырӑн.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗ сӑлтавсӑр ӳсмелле мар - Михаил Игнатьев канашлура кун пирки пусӑм тусах каланӑ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Мускаври канашлӑва хутшӑннӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ енчен юлса пыракан регионсен ертӳҫисене пухнӑ имӗш. Унта регионсен аталанӑвӗн планӗсене тишкерме палӑртнӑ тесе пӗлтерет Раҫҫей правительствин сайчӗ.
Канашлӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев (вӑл Чӑваш Ен кураторӗ-мӗн), РФ Промышленность тата суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров хутшӑннӑ.
Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине ҫирӗппӗн аталантармалли комплекслӑ мероприятисене пурнӑҫлас ыйтусене сӳтсе явмалли канашлу ирттернӗ. Ҫав темӑпа ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне пухнӑ.
