Кӑҫал пирӗн республикӑра ача пахчисене, шкулсене, пульницӑсене, социаллӑ ытти учреждение ытти ҫулхинчен маларах ӑшӑ пама пултараҫҫӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзор ӑшша иртерех пама сӗнет. Ҫакӑ шӑнса пӑсӑлнипе сарӑлакан чир-чӗре сарасран асӑрханас тӗллевпе ҫыхӑннӑ.
Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев каланӑ тӑрӑх, социаллӑ культура объекчӗсенчен 95,8 процентне хӗле валли хатӗрлесе ҫитернӗ.
Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче ачасене шкулта вӗри апатпа тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Унта пысӑк хуласемпе районсенче апатлану комбиначӗсем пуррине, вӗри апата унтан турттарассине Алла Салаева вице-премьер пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах 8 районта йывӑртарах пулма пултарать. Вӗсем ачасене апатлантарас ыйтӑва татса паман иккен-ха.
Ҫак хыпара илтсен руспублика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑмӑлсӑрланӑвне пытарман. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене вӗри апатпа тивӗҫтерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хушнине аса илтернӗ. Ҫак енӗпе йӗркене пӑсакан пуҫлӑхсен явап тытма тивесси пирки асӑрхаттарнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри тӳре-шара хӑйсен ведомствине пӑхӑнакан организацисене, районсемпе хуласене ҫине тӑрсах тухса ҫӳрерӗҫ. Республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви те ҫак ӗҫрен пӑрӑнман.
Вырӑна тухса ҫӳренӗ май вырӑнтисем тӗрлӗ кӑлтӑк, татса памалли ыйтусем пирки час-часах сӑмах хускатнӑ. Ҫавсене тишкерме ӗнер Стройминра канашлӑва пуҫтарӑннӑ. Шупашкар районӗнче, тӗслӗхрен, ӑшӑпа тивӗҫтерес тытӑма тӗпрен юсаса ҫӗнетмелле. Унти тӳре-шара болкпа модульлӗ котельнӑйсем тӑвас ӗмӗтлине ӗнтернӗ-ха. Александр Героев министр ҫак енӗпе «Чӑвашгаз» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн те хастар пулмаллине палӑртса хӑварнӑ. Унӑн проект тӑвас ӗҫе хутшӑнмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисене пӗр талӑкра тата тепӗр 34 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку амакпа 7 108 ҫын чирленӗ. Сывалнисем – 4 450 ҫын, вӗсенчен 71-шӗ юлашки талӑкра сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа 2 594 ҫын чирлет. Чир сарӑлнин индексӗ – 0,96.
Пирӗн ҫӗршывра кӑшӑлвируса хирӗҫ вакцинӑна регистрациленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вакцина пирки ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин ертсе пынипе паян ирттернӗ канашлура калаҫу пуҫарнӑ. Препарата «Гамалеи» центрта тата «Биннофарм» предприятире туса кӑларӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра халӑха вакцинацилеме тытӑнӗҫ.
Паян Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫынсем вилесси нумайланни пирки те сӑмах хускатнӑ. Ҫавна май республикӑра ку ыйтупа ятарласа канашлу ирттермелле. Ҫавӑнта федераци органӗсенче тӑрӑшакансене хутшӑнма ыйтӗҫ.
Ҫынсем вилнин сӑлтавне тишкерес тӗллевӗллӗ канашлу ирттерме Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Правительствӑн вице-премьерне Алла Салаевӑна тта республикӑн сывлӑх сыхлав министрне Владимир Степанова хушнӑ.
«Республикӑра вилекенсен йышӗ ӳснин сӑлтавне палӑртмалла пирӗн», – тенӗ Олег Николаев. Республика ертӳҫи яваплӑ службӑсем епле ӗҫленине тишкерме сӗннӗ.
Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме пӑрахӗ. Кун пирки паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче сӑмах хускатнӑ. Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов каланӑ тӑрӑх, травматологи центрӗнче пӳлӗмсемпе ӗҫ хатӗрӗсене сиенсӗрлетесси вӗҫленсе пырать. Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствинчен хушу килсен центр унчченхилле йӗркепе ӗҫлеме тытӑнӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче травматологи центрӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пуҫланӑччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег НиколаевCOVID диагнозӗллисене сиплемелли центрсем йӗркеленӗ республикӑри ытти пульницӑна та хӑйсен унчченхи йӗркипе ӗҫлеттерме тытӑнмаллине каланӑ. Анчах паян-ыранах мар. лару-тӑру лайӑхланнӑҫемӗн.
Канашран Мускава каякан «М-12» тӳлевлӗ автоҫула хӑҫан тӑвасси паллӑ. Раҫҫей Правительстви ӑна 2024 ҫулта хута яма палӑртать. Наци пуянлӑхӗн фондӗнчен проект валли кӑҫалах 150 миллиард тенкӗ уйӑрасшӑн. Ҫакӑн пирки Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» автоҫула тӑвас ыйтупа Татарстанри Елабуга хулинче иртнӗ канашлура каланӑ.
Мишустин Хусана Мускавпа ҫыхӑнтаракан автоҫул пӗтӗмӗшле наци планӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнине каланӑ. Вӑл ҫула туни экономикӑна ҫирӗплетме тата кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнме кирлӗ.
«Укҫана уйӑрма Финанс, Транспорт тата Экономика аталанӑвӗн министерствисене хушӑпӑр», — тенӗ Мишустин. Проекта пурӗ 650 миллиард тенкӗ уйӑрасшӑн.
Тӳлевлӗ ҫул Улатимӗр, Муром, Арзамас, Сергач, ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Канаш тата Тутарстанри Шали урлӑ иртмелле.
Паян пирӗн республикӑра йӗркелӗх енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Кун йӗркине кӗртнӗ тӗп ыйтусенчен пӗри нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли сферӑра саккунсене пурнӑҫланине тата программӑна пурнӑҫланӑ май май сиксе тухакан ыйтусене тишкересси пулнӑ.
Саккун пӗр организацинех аукционсене, строительство тӗрӗслевне, строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене те хутшӑнма май парать. Ҫакӑ вара пурнӑҫлакан ӗҫсен пахалӑхне чакарма пултарать. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев строительство ӗҫне тӗрӗслеме пӗрлехи заказчик службине сӗннӗ.
Сӑмах май каласан, кӑҫал пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ 49 ҫурта юсанӑ. Планра — пӗтӗмпе 281 ҫурт.
Чӑваш Ен Правительстви ҫумӗнче экономика ыйтӑвӗсене сӳтсе явма, вӗсене тишкерме ятарлӑ май туса парӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер пӗлтернӗ.
Суту-илӳпе промышленность палатинче Олег Николаев республикӑри промышленность предприятийӗсен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи — Чӑваш Республикин Экономикӑн аслӑ канашӗн председателӗ Анатолий Аксаков та хутшӑннӑ. Унта экономикӑри лару-тӑрӑва тишкернӗ, кӑшӑлвирус саманинче патшалӑх епле пулӑшнине сӳтсе явнӑ.
Олег Николаев республика Правительстви ҫумӗнче инвестици аталанӑвне тата усламҫӑсен хастарлӑхне сӳтсе явамалли дискусси лапамӗ йӗркелессине пӗлтернӗ.
Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май мероприятисене ҫӗртме тата ҫурла уйӑхӗсенче ирттерӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче массӑллӑ мероприятисем пулмӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫӗнӗ темиҫе производство уҫӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗ иртӗ. Унта республикӑн ҫитес пилӗк ҫуллӑхри социаллӑ экономика аталанӑвне тишкерӗҫ. Ҫав кунах Шупашкарти юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑнхи Хӗрлӗ лапама уҫӗҫ, Хӗрлӗ Чутайра – Ҫӗнтерӳ лапамне тата ҫуран ҫӳрекенсен аллейине. Мӗнпур пулӑма Чӑваш Ен Наци телекуравӗн тӳрӗ эфирӗнче кӑтартӗҫ. Шупашкарти Наци музейӗнче «Золотая россыпь веков» (чӑв. Ӗмӗрсен ылтӑн вырӑнӗ) наци тумӗн куравӗ уҫӑлӗ. Коллекцие мода историкӗ Александр Васильев илсе килӗ. Курав Шупашкарта темиҫе уйӑх ӗҫлӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнчи чылай мероприяти: флешмобсем, фотоакцисем, конкурссем – инҫет ҫыхӑну мелӗпе иртӗ.
Онлайн ирттермелли мероприятисене ҫурла уйӑхне куҫарӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Уҫӑ тӳпе айӗнчи театр ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫавна май «Нарспи» мюзикла пурте пӑхайӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 14 тата 15-мӗшӗнче Атӑл хӗрринче классика кӗввин фестивалӗ иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |