Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗк ҫамрӑкӗсен «Тӗрӗксен ылтӑнӗ» канашлӑвӗн регионти тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Унта ҫамрӑксем опытпа паллаштараҫҫӗ, тӗрӗк халӑхӗсен еткерне сыхласа хӑварасси пирки калаҫаҫҫӗ.
Кӑҫалтан канашлӑва «Патшалӑх наци политикине пурнӑҫлани» программӑна кӗртнӗ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртӗ. Регион шайӗнчи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 1-мӗшӗччен иртӗ. Ун чухне тӗрӗк ҫамрӑкӗсен ушкӑнне пухӗҫ, вӑл вара республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Раҫҫей шайӗнчи тупӑшу авӑн уйӑхӗн 10-14-мӗшӗсенче Тутар Республикинче иртӗ.
Канашлӑва кирек мӗнле наци ҫыннисем те хутшӑнайӗҫ. Вӗсене тухӑҫлӑ вӗренӳ программи кӗтет. Кашни кун культура программи йӗркелӗҫ.
Заявкӑсене ҫурлан 1-мӗшӗччен ЧР Культура министерствинче йышӑнӗҫ. Е электронлӑ почтӑпа ярса памалла: culture62@cap.ru. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8(8352) 64-22-34.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнчи «Чемен карти» этнокомплексра черетлӗ пысӑк мероприяти ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Унта утӑ уйӑхӗн 12–16-мӗшӗсенче регионсен хушшинчи «Сгущonка» ҫамрӑксен вӗренӳ канашлӑвӗ иртӗ.
Канашлу темиҫе енпе ӗҫлӗ: музыка, визуаллӑ ӳнер, киноискусство, урбанистика, литература, театр, хореографи. Унта Мускаври, Питӗрти, Сызраньти тата ытти хулари поэтсене, ҫыравҫӑсене, актерсене, ӳнерҫӗсене, фотографсене чӗнме палӑртнӑ.
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ, этнокомплекс ертӳҫи Сергей Сорокин каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр «Сгущonка» Мари Элти Звенигово районӗнче иртнӗ. Халӗ ӑна Чӑваш Енре йӗркелесшӗн. Канашлӑва студентсем, ҫамрӑксен юхӑмӗсен, общество организацийӗсен хастарӗсем хутшӑнӗҫ. 16–30 ҫулсенчи яш-хӗр Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан килӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура ачасен ҫуллахи канӑвне епле йӗркеленине тишкернӗ. Ҫуллахи сменӑра канма 465 организаци хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Ҫу каҫипе 39 пин ача вӗсенче канӗ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Дмитриев канӑва йӗркелекенсем хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне те тимлӗх уйӑрнине ӗнентернӗ. ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев та лару-тӑрӑва ырланӑ. Ку пӗтӗмлетӗве эпир Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ кӗске хыпар тӑрӑх тӑватпӑр.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Улатӑрти «Янтарный» уйлӑхран Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче ӳснӗ 15-ри пике тухса тарнине пӗлтернӗччӗ. Каярах ача чиперех тупӑннине, уйлӑхран ирӗклӗн тухса кайма пултарнӑ фактпа прокуратура тӗрӗслев ирттерсе яваплисен ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнине те Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ.
«Газпа усӑ курнин парӑмӗ 1,5 миллиарда яхӑн пуҫтарӑнса кайнӑ. Парӑм мӗншӗн пухӑнать?» — ҫак ыйтӑва ӗнер иртнӗ канашлура республика ертӳҫисем сӳтсе явнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ку ыйту хуравне шыранӑ. Ыйтӑва вӑл канашлӑва хутшӑннӑ район-хула пуҫлӑхӗсене панӑ.
Усӑ курнӑ пулӑшупа вӑхӑтра татӑлмалли каламасӑрах паллӑ. Ҫав вӑхӑтрах республика влаҫӗсем ҫывӑх вӑхӑтра Йӑлӑмра газ кӗртме пуҫласшӑн. Ӑна валли Газпром укҫа уйӑрасса шанаҫҫӗ. Газпа парӑм пухӑнса кайнине кура «кӗмӗл» уйӑрас енпе йывӑрлӑх сиксе тухасси шиклентерет.
Парӑмӑн пысӑк пайӗ, 90,5 проценчӗ, хуласенче пуҫтарӑннӑ. Улатӑр хулинче вӑл — 110,3 млн тенкӗ, Канашра – 71,2 млн, Ҫӗмӗрлере – 154,8 млн, Шупашкарта – 685,7 млн.
Шупашкарти Мускав кӗперне Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, парад ирттерсех уҫӗҫ. Анчах ҫар ҫыннисене е вӑй тытӑмӗсенче ӗҫлекенсене пухмӗҫ-ха. Ҫул-йӗр техникине урама илсе тухӗҫ. Вӗсенче парад йӗркелӗҫ.
Мускав кӗперне ҫапла лару-тӑрура уҫассине ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сити-менеджерӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе тимлекен ҫумӗ Герман Александров пӗлтернӗ.
Ҫул-йӗр пахалӑхне тӗрӗслесе тӑракансене, ҫула юсакансене пухса йӗркеленӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, юсаса ҫӗнетнӗ кӗпер урлӑ чи малтанах роллер йӗлтӗрӗсем ҫине тӑнӑ тата картингсем ҫине ларнӑ спортсменсем каҫӗҫ. Унтан ҫул-йӗр строительство техникине ҫул парӗҫ. Унтан троллейбуссем ҫӗнӗ кӗпере тӗрӗслӗҫ.
Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене Чӑваш Енре хресчентен муниципалитет аллине куҫараҫҫӗ. Кунта сӑмах туртса илни пирки пымасть. Усӑ курман ҫӗр пайӗсене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарса вӗсене ырӑ алла — ҫӗре юратса ун ҫинче ӗҫлеме хатӗррисене — параҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче видеоҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ канашлура та ҫак ыйтӑва хускатнӑ. Унта ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева хутшӑннӑ. Вӗсен мунициаплитетсен пуҫлӑхӗсемпе канашланӑ.
Усӑ курман ҫӗр пайӗсене республикӑра 200 пин гектара яхӑн шута илнӗ, вӗсенчен 97 процентне муниципалитетсен харпӑрлӑхне регистрациленӗ. Канаш, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Шӑмӑршӑ, Елчӗк. Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шупашкар районӗсенче вӗсене регистрацилесе пӗтернӗ. Хӗрлӗ Чутай тата Красноармейски районӗсенче ку енӗпе вӑрахӑн тимлеҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8–12-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Раҫҫей Федерацийӗн регионӗсенчи тӗп архитекторсен XL канашӗн ларӑвӗ иртет. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ларӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Паллӑ пулӑм Шупашкарти Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.
«РФ тӗп архитекторсен канашӗн 40-мӗш юбилей ларӑвне килнӗ хӑнасене чӑваш ҫӗрӗ ҫинче кӗтсе илме эпир питӗ хавас», — тенӗ Михаил Игнатьев. «Ҫынсем хваттер илессишӗн кӑна тӑрӑшмаҫҫӗ. Таврара тирпейлӗх хуҫалантӑр, инфратытӑм чаплӑ пултӑр тесе пирӗнтен ыйтаҫҫӗ», — тенӗ унта Михаил Игнатьев.
Пилӗк кунлӑх юбилейлӑ канаш вӑхӑтӗнче архитекторсем хула илемне кӗтессипе ҫыхӑннӑ нумай-нумай ыйтӑва пӑхса тухӗҫ, архитектура енчен Шупашкарти илемлӗ вырӑнсемпе паллаштарӗҫ.
Чӑваш Енри ӗҫсӗрсен 70 процентне ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тесе шута илнӗ хыҫҫӑн вунӑ кунта ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла ӗнентернӗ паян иртнӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн эрнесерен иртекен канашлӑвӗнче ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев.
Ӗҫпе тивӗҫтерессипе йышӑннӑ патшалӑх программипе килӗшӳллӗн кӑҫал Чӑваш Республикинче пӗтӗмпе 386,8 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Паянхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен специалистсене хатӗрлеме 1355 ӗҫсӗр ҫынна вӗрентме янӑ. Ӗҫлӗх центрӗнче тӑнӑ 15958 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерме май килнӗ. Ку вӑл 81 процент тенине пӗлтерет. Ӗҫпе тивӗҫтернисен шутӗнче — ялти халӑх 69,9 процент, 30 ҫула ҫитменнисем — 35,3 процент. Кунсӑр пуҫне сусӑрсене ӗҫ тупса парассипе те ҫине тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енре ватӑсене йӳнӗ хакпа канма майсем туса парасшӑн. Республикӑра кӑҫал йӗркеленӗ Туризм тата культура енӗпе ӗҫлекен информаци центрӗ халӗ шӑпах ҫав ыйтупа пуҫ ватать.
Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ центр аслӑ ҫулхисене ҫӑмӑллӑхлӑ условипе кантарма май туса парас ыйтӑва туризм енӗпе ӗҫлекен организацисемпе хускатнӑ. Хальлӗхе ыйту татӑлса пӗтмен, анчах калаҫу малалла пырать.
Ку хыпара Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев ӗнер Ижевскри форумра пӗлтернӗ. Унта ватӑсене культура пурнӑҫне явӑҫтарассипе регионсенче епле ӗҫленине тишкернӗ, чи лайӑх проектсемпе паллаштарса регионсенчи пайташсем тухса калаҫнӑ. Пирӗн регион министрӗ ҫавӑнта доклад тунӑ.
Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра ветерансен хорӗсем — 23. Вӗсенчен 15-шӗ халӑх ячӗллӗ.
Ветерансен хорне тӗрлӗ ҫулхисем ҫӳреҫҫӗ: тинтерех тивӗҫлӗ канӑва тухнисенчен пуҫласа тӑнлавне самаях пас тытнисем таранах. Хорта ытларах хӗрарӑмсем пулни те вӑрттӑнлӑх мар. Сӑлтавне специалистсем темле ӑнлантараҫҫӗ те, анчах, сӑнанӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем хастартарах, вӗсен кун-ҫулӗ те вӑрӑмрах.
Ҫав вӑхӑтрах чӗрӗ арҫынсем те ҫук мар. Ветерансен хорне ҫӳрекен 600 ытла кинемипе мучи хушшинче 96 ҫулти ҫын та пур. Арсений Питеркин ятлӑскер — хорта чи асли. Ку хыпара Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев ӗнер Ижевскри форумра пӗлтернӗ. Унта ватӑсене культура пурнӑҫне явӑҫтарассипе регионсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Пирӗн регион министрӗ ҫавӑнта доклад тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |