Чӑваш Енре пурӑнакан тӑлахсем валли ҫурт-йӗр тума уйӑрнӑ укҫапа пур ҫӗрте те кирлӗ пек усӑ курайман. Ҫакӑн пирки ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура ҫивӗч калаҫу пулнӑ.
Раҫҫейӗн Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствипе пирӗн республика тунӑ килӗшӳ тӑрӑх федераци хыснинчен пирӗн региона 53,5 миллион тенкӗ субсиди уйӑрма пӑхнӑ. Республикӑн 55 ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле пулнӑ. Ҫакӑн валли республика хыснинчен 3,4 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Ен хыснинчен тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме пӗлтӗр 93,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку вӑл маларах асӑннӑ килӗшӳре пӑхса хӑварнинчен 30 хута яхӑн нумайрах.
2018 ҫулта пӗтӗмпе 146 миллион тенкӗпе 150 тӑлӑха пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах 111 миллиона яхӑн тенкӗпе ҫеҫ усӑ курнӑ, 119 ачана хваттер панӑ.
Шупашкар хулин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринчи темиҫе хваттер нумаях пулмасть газсӑр тӑрса юлнӑ.
Ҫакӑн пирки паян хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Газсӑр хӑварма Матэ Залка урамӗнчи 27-мӗш ҫуртри хваттерсене кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑннӑ. Пӗри — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн текен совет саманинчи сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кунта питех те вырӑнли сисӗнет.
Хваттерсем газсӑр ларнине планеркӑра Шупашкарти Пӗрлехи диспетчерпа дежурство службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Петров пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах пирки «Ҫыхунура» портал журналисчӗсем «Газпром газораспределение Шупашкар» предприятипе ҫыхӑннӑ. Пилӗк хутлӑ ҫуртра газ шӑрши сарӑлнӑ. Газовиксен стояка чарма тивнӗ. Ҫавна май пилӗк хваттер газсӑр юлнӑ. Кил хуҫисем паян та сас памаҫҫӗ иккен. Ҫынсем ҫавна май газсӑр лараҫҫӗ.
Улатӑрта район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Сазонов ирттернӗ канашлура электроэнерги вӑрлани пирки калаҫнӑ. Унта район администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ.
Электроэнерги вӑрлани электроснабжени пахалӑхне чакарни пирки калаҫнӑ. Ҫутӑ ан вӑрлаччӑр тесен халӑхпа калаҫмалла, йӑлтах ӑнлантармалла.
Каласа хӑвармалла: энергетиксем электроэнерги вӑрлакансене тупса палӑртас тӗллевпе ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал 11 уйӑхра «Чӑвашэнерго» филиалӗн ӗҫченӗсем кунашкал 363 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Улатӑр районӗнче ун пекки – 10.
Паян Шупашкарта район тата хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу иртнӗ. «cheb.media сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ЧР строительство, архитектура тата ЖКХ министрне Владимир Михайлова ӗҫрен кӑларас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Министр ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясшӑн-мӗн.
Анчах ку татӑклӑ йышӑну мар-ха, мӗншӗн тесен отставкӑна каяссине РФ Строительство министерствипе татса памалла.
Канашлура Владимир Михайловӑн икӗ доклад тумалла пулнӑ. Пӗрремӗшӗ – хытӑ комуналлӑ ҫӳп-ҫапа пырса тивекенни. Иккӗмӗшӗ – «Хулари хӑтлӑ пурнӑҫа тӑвасси» федераци проектне Чӑваш Енре 2018 ҫулта пурнӑҫласси ҫинчен.
Нумаях пулмасть «Автанкасси – Муркаш – Козьмодемьянск» регион пӗлтерӗшлӗ ҫула ҫутатмалла тӑвассине вӗҫленӗ. Объект пахалӑхне хаклама «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн директорӗ Владимир Доброхотов, технадзор специалисчӗсем, подряд организацийӗн ӗҫченӗсем тухса кайнӑ.
Ҫынсене каҫса ҫӳремелли вырӑнсене ҫутатмалла туни питех те паха. Ахальлӗн кӗрхи тата ҫурхи тӗттӗм каҫсенче ҫул урлӑ каҫма питех те хӑрушӑ. Ҫынсене кӑна мар, «Автанкасси – Муркаш – Козьмодемьянск» ҫулпа иртсе ҫӳрекен машинӑсене те малашне лайӑх пулӗ.
Ҫав вӑхӑтрах кӑлтӑк та асӑрханӑ. Проект хатӗрленӗ чухне тротура тума пӑхса хӑварман. Общество чарӑнӑвӗнчен ҫынсене каҫмалли вырӑн патне ҫитес тесен ҫынсен ҫул айккипе утма тивет. Анчах тротуарсӑр.
Проектантсен кӑлтӑкне подряд организацине — «ДорТех» обществӑна — пӗтерме ыйтнӑ. Унӑн асфальт вак-тӗвекӗнчен тротуар сарма тивӗ.
Федерацин Атӑлҫи округӗнчи кадет корпусӗн строительстви пирки хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тӗрлӗрен сӑмах-юмах ҫӳрерӗ.
Палӑртнӑ вӑхӑта, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне, ӑна туса пӗтереймеҫҫӗ тесе те калаҫрӗҫ. Строительство пынӑ вӑхӑтра объектра водитель вилни те пуплеттерчӗ. Сӑмах май, ку фактапа РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗ.
Кадет корпусӗпе ун ҫывӑхӗнчи парка хӑтлӑх кӗртме ашшӗ-амӑшӗ, хысна учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем тата ытти организацирен пырса нимелле кайса пулӑшрӗҫ.
Корпуса Пӗлӳ кунӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кадет корпусӗпе ҫыхӑннӑ ыйтупа канашлу ирттернӗ. Унта строительствӑра палӑрнисене чысламаллине палӑртнӑ.
Ӗнер пирӗн республикӑра Раҫҫейри пекех Пӗрлехи сасӑлав кунӗ пулчӗ. Ун вӑхӑтенче вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсене хушма суйлав иртрӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче 82 мандат валли депутат суйларӗҫ. Суйлав иртмен муниципалитетсем те пулчӗҫ. Вӗсем — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем тата Элӗк районӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура суйлав ыйтӑвне те хускатнӑ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков унта пӗлтернӗ тӑрӑх, 82 мандатран 81-шне «Пӗрлӗхлӗ Раҫсей» парти пайташӗ йышӑннӑ. Тепринче — нихӑш парти те тӑратман кандидат. Александр Цветков шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ республикӑра социаллӑ пурнӑҫпа политика тытӑмӗнче стабиллӗх хуҫаланнине пӗлтерет.
Шупашкарти хулаҫум автовокзал патӗнчен иртекен чукун ҫул урлӑ халӑх вӗҫӗмех хутлать. «Пичет ҫурчӗ» чарӑну патӗнчен пыракан тротуара чукун ҫултан тимӗр картапа хуплани те пулӑшаймарӗ: халӑх пӗрех каҫса ҫӳрет. Ҫыннисене ятлама та аптӑравлӑ: «Пичет ҫурчӗ» чарӑнура Иван Яковлев проспекчӗн тепӗр енне каҫма май ҫук. Ҫывӑхри чарӑнусенчен пӗри — «МТВ-центр», тепри — автовокзал.
Паян Шупашкарти тӳре-шара (йышра пакунлисем те пулнӑ) канашлӑва пухӑннӑ. Чукун ҫул отраслӗнчисем чукун ҫул урлӑ каҫса ҫӳреме чарас ыйтӑва темиҫе те хускатнӑ иккен. Хальхинче те вӗсем ҫавӑн пиркиех калаҫнӑ.
Канашлу пирки Шупашкар хулин ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтерни тӑрӑх хакласан, ҫивӗч ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра епле те пулин татса памаллах. Чукун ҫул урлӑ, тен, каҫӑ сарӗҫ-и?..
Сыхланакана Турӑ сыхлать теҫҫӗ. Шупашкарти пляжсенче шыва кӗрекен, анчах тахӑш самантра путас патне ҫитнӗ ҫынсене ҫӳлти хӑват кӑна мар, ҫӑлавҫӑсем те пулӑшнӑ. Виҫӗ ҫын тимлӗхне пула, вӗсем ӗҫе тимлӗ пурнӑҫланипе ҫирӗм ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Вӗсене Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер ирпе ирттернӗ канашлура чысланӑ.
Тав хучӗсене Максим Нуржанов (вӑл 9 ҫынна ҫӑлнӑ, ҫав шутра 6-шӗ — ачасем), Михаил Катмичев (7 ҫынна пулӑшнӑ, ҫав шутра 5 ача) тата Овсеп Тиранян (4 ачана шывран туртса кӑларнӑ) тивӗҫнӗ. Шупашкарта ятарласа уҫнӑ пляжсенче шӑпах ҫакӑн пек чӗрӗ те вӑр-вар ҫӑлавҫӑсем ӗҫленӗ вӑхӑтра инкексене сирейнӗ. Маттурсене Алексей Ладыков тав тунӑ, хастарсен тӑрӑшулӑхӗ ҫынсен ҫемйисене куҫҫуль илсе килесрен асӑрханине палӑртса хӑварнӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти шкулсенче «Сывӑ пурнӑҫ йӗркин отрячӗсене» йӗркелесшӗн. Кун пирки республикӑри педагогсен ӗҫлӗ канашлӑвӗнче калаҫнӑ.
Анчах ку ҫӗнӗлӗх хулари пур шкула та пырса тивмӗ. Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗн ӗҫне хутшӑнакан пӗлӳ ҫурчӗсенче кӑна хута яма палӑртнӑ. Унашкаллисем – 76-ӑн. Отрядсене кӑҫал авӑн уйӑхӗнче йӗркелесшӗн.
Ҫакнашкал отрядсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлӗҫ. Вӗсем тӗнче тетелӗпе ытлашши туслашасран профилактика ирттерес, ҫынсене хальхи медицина пирки пӗлтерес енӗпе проектсем те хатӗрлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |