Ҫӗрпӳ кӗперӗ водительсемшӗн ҫеҫ мар, вӗсем турттаракан пассажирсемшӗн те чун ыратӑвӗ пулса тӑчӗ темелле пулӗ. Иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫе вӗҫлемелли ҫӗнӗ куна палӑртнӑ тесе ҫырнӑччӗ.
«Кӗпере хальхинче чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ валли туса пӗтерме палӑртнӑ. Аса илтерер: ӑна 2013 ҫултах тума тытӑннӑ, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хута ямалла пулнӑ», — тенӗ май Софья Савнеш автор вӑл вӑхӑта ӗҫе вӗслесси пирки иккӗленӗвне пытарманччӗ, «Ҫӗрпӳ кӗперне чӑнах та туса пӗтерӗҫ-ши?» ят панӑччӗ вӑл хыпара.
Паян Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура Михаил Игнатьев Федерацин ҫул-йӗр агенстви юсав ӗҫне кӑҫал вӗҫлеме шантарнине палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михал Игнатьев министрсемпе тата ытти ведомство ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен ӗнерхи канашлура хир сыснисемпе ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухнӑ.
«Республикӑра миҫе хир сысни?» — кӑсӑкланнӑ Михаил Игнатьев унта. Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министрӗ Александр Коршунов сыснасен шутне кашни гектар пуҫне 0,25 единица чухлӗ хӑварма палӑртнине ҫирӗплетнӗ, анчах вӗсене шута илессишӗн Ял хуҫалӑх министерстви яваплине палӑртнӑ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче Николай Коновалов журналист ӗнер пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах ветеринари служби Ҫутҫанталӑк министерствин кӑтартӑвӗсем ҫине таянать иккен.
Михаил Игнатьев: «Ял хуҫалӑх министрӗ Артамонов вӑрмансенче мар, ытларах уй-хирте пулать…», — тенӗ иккен Ялхуҫалӑх министерствине хир сысни шутлаттарас текенсене. Ҫапах та Чӑваш Енре 843 хир сыснине шута илнине калакан тупӑннӑ-тупӑннах, анчах Михаил Игнатьев унӑн чӑнлӑхӗ пирки иккӗленнӗ. «Вӑрмансене тара илнӗ тытӑмсем ҫак кӑтартусене юриех пӗчӗклетсе кӑтартаҫҫӗ пулас…», — палӑртнӑ вӑл хӑй шухӑшне.
Шупашкарти агрегат савутӗнче инкек пулнӑ. Цехсенчен пӗринче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Хайхискер унта ӗҫленӗ. Инкек тӗлӗшпе следствичченхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун пирки паян, карлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков патӗнче иртнӗ канашлура Пӗрлехи хурал-диспетчер службин пуҫлӑхӗ Валерий Гладков пӗлтернӗ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти цехӗнче тимӗр шӑратакан специалистра ӗҫленӗ хӗрарӑм виллине тупнӑ.
«Тӗп хулара вилӗмпе вӗҫленнӗ инкек пулса иртнӗ. Агрегат савучӗн цехӗнче предприятире вӑй хунӑ хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Ҫавна май халӗ тӗплӗ тӗрӗслев пырать», — хыпарланӑ Валерий Гладков.
Палӑртса хӑвармалла, юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре производствӑра аманакан йышланнӑ.
Улатӑр районӗнчи пӗр тӑрӑхра сӑмакун аппарачӗ сирпӗннипе ҫын пиҫсе кайнӑ. Ҫак хыпара паян «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Эрне пуҫланмассерен Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуҫлӑхсемпе канашу ирттерет. Хальхинче унта иртсе кайнӑ уяв кунӗсенчи тӑрӑма тишкернӗ. Ҫавна май Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ҫак тапхӑрта пулнӑ инкексем пирки каласа кӑтартнӑ.
Уяв кунӗсенче 31 пушар тухнӑ, вутра пӗр ҫын вилнӗ. Пӗлтӗр ҫак тапхӑр 6 ҫын пурнӑҫне татнине шута илсен кӑҫал инкексен шучӗ чакни — ырӑ пулӑм.
Улатӑр районӗнче сӑмакун аппарачӗ сирпӗннипе ҫыннӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ.
Пиротехникӑпа асӑрханманнипе суранланнӑ тӗслӗхсем те яланхиллех пулнӑ.
Раштавӑн 18-19-мӗшӗсенче Мускавра ОНФ «Россия, устремленная в будущее» (чӑв. Малашлӑха тилмӗрекен Раҫҫей) канашлу ирттернӗ. Унта чӑвашсем те хутшӑннӑ. Вӗсенчен пӗри Чӗмпӗрти чӑвашсен культурӑпа наци автономине ертсе пыракан, ЧНК пайташӗ Олег Мустаев пулнӑ. Олег Николаевич канашлӑва чӑваш шупӑрӗпе ҫитнӗ.
Чӗмпӗр чӑвашӗн тумне Владимир Путин та асӑрханӑ, хӑйӗн сӑмахне вӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Олег Мустаев патне пырса унӑн тумӗ чи илемлисен йышӗнчи пулнине каланӑ, хӑш халӑхран килнине ыйтса пӗлнӗ.
Чӑваш Енри шкулсенче 11-мӗш класра вӗренекен 5,4 пин ытла шкул ачи раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетӳ сочиненине ҫырнӑ, вӑл шутран сусӑрсем 80 ача пулнӑ.
Аса илтерер, патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ умӗн ҫырнӑ сочинени темисем тӗрлӗрен, ҫав вӑхӑтра кӑштах калаҫтаракан та, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫамрӑксен 47,8% «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?» темӑна килӗштернӗ. Шкултан кӗҫех вӗренсе тухакансен 24,3% — «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», 13,1% «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?» ыйтусене суйланӑ тенӗччӗ ун чух.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев сочинени темине экзаменччен 15 минут маларах ҫеҫ пӗлтернине паян республика Элетперӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
«Халӗ, ҫынсем психика тӗлӗшӗнчен айланнӑ тапхӑрта, татса памалли ыйту чылай пирӗн. Ҫакӑ информаци сахаллипе те ҫыхӑннӑ. Ҫынсем хӑйсен чирлӗ тӑванӗсене питӗ кая юлса илсе килеҫҫӗ. Психиатрсенчен пулӑшу ыйтма маларах пырсан чылайӑшне сыватма та май килӗччӗ. Ҫавӑнпа ҫирӗплетсех калатӑп: психиатрсем патне кайма вуҫех хӑрамалла мар», — тенӗ Дон ҫинчи Ростоври центрӑн ертӳҫи Ольга Бухановская паян, раштавӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта иртнӗ ҫавра сӗтелте. Унта тӗрлӗ регионти психиатри пульницисен тӗп тухтӑрӗсем, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсемпе облаҫсен тӗп психиатрӗсем хутшӑннӑ.
«...Психиатри – чи кӑткӑс специальноҫсенчен пӗри, ҫавӑнпах ку енӗпе ӗҫлекен тухтӑрсен йышӗ ҫулран-ҫул чакса пырать», — палӑртнӑ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп психиатр Ринат Валинуров. Канашлура вӗсем шӑпах ҫак ыйтусене татса памалли майсене тишкернӗ.
Паян пирӗн республикӑра Инвестици климатне лайӑхлатма пулӑшакан тата Приоритетлӑ проектсемпе ӗҫлекен канашсен пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ.
Михаил Игнатьев РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Канашне ҫулсерен тухакан Ҫырура ҫӗршыв правительствине кадрсем хатӗрлеме, пысӑк технологие аталантарма, пӗр сӑмахпа каласан, цифрӑллӑ экономикӑна вӑй илтерме майсем тупма чӗнсе калани пирки аса илтернӗ. Ҫак ыйтусене Чӑваш Республикине 2025-мӗш ҫулсеччен аталантарасси ҫинчен калакан стратегире те кӗртсе хӑвармаллине асӑрхаттарнӑ. Цифрӑллӑ технологисем халӑх хуҫалӑхӗн тытӑмне кӗнине вӑл ырласа каланӑ, экономикӑна хӑватлӑрах аталантарма май панине палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи ведомствӑсен комисси ларӑвӗнче республикӑра шалӑва тӳлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Укҫа-тенкӗ енчен кӑткӑс лару-тӑру тесе Чӑваш Ен транспорт министрӗ Владимир Иванов «Чӑвашавтотранс» тата «Чӑвашавтодор» предприятисене каланӑ. «Чӑвашавтодор» предприятире шалу парӑмӗ 50 миллион тенкӗрен те каҫса кайнӑ. Предприятире конкурс управленийӗ пырать, унӑн управляющийӗ Евгений Добрынин ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче парӑма тӳлесе татма шантарнӑ.
«Алза», «Суор» предприятисенче те лару-тӑру ансат мар иккенӗ палӑрнӑ канашлура. Кун пирки Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ.
Парӑмлӑ предприятисене яваплӑрах ӗҫлеме республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫирӗп хушнӑ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер Министрсен Кабинечӗн пайташӗӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов 11 уйӑхри тӑрӑма тишкернӗ май ҫул-йӗр ҫинчи инкексен шучӗ чакнине палӑртнӑ. Инкеке пула ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ тӗслӗхсен шучӗ те пӗчӗкленнӗ.
Министр ятарлӑ службӑсем ҫулсене хӑрушсӑрлӑх виҫисене пӑхӑнса тӗпрен юсанине асӑннӑ май условисем лайӑхланнине каланӑ. Ҫул-йӗре яваплисем вӑхӑтра тирпейлесе тасатса тӑраҫҫӗ-мӗн, видосӑнавсем вырнаҫтарни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Сӑмах май, ун пеккине пурӗ 149 комплекс вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫарса ҫӳремелли «Арена» прибор — 36.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |