Ӗнер Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура суту-илӳпе кану центрӗсенчи тӗрӗслевӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов каланӑ тӑрӑх, Шупашкарта уйрӑмах нумай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ объект — «МТВ Центр» суту-илӳпе кану комплексӗ. Унта пушар хӑрушлӑхне пӑснӑ тӗслӗхсене 149 хутчен шута илнӗ. Шупашкарти «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче 73 кӑлтӑк палӑртнӑ. Республикӑн тӗп хулинчи «Модӑсен ҫурчӗ» центрта пушар сигнализацийӗ тата хӑрушлӑх пирки пӗлтерекен тытӑм юсавсӑр иккен. Проекта пӑхӑнмасӑрах планировкӑна ылмаштарнӑ. Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳпе кану центрӗнче пушара шывпа автомат мелпе сӳнтермелли тытӑма насуссемпе ҫыхӑнтарман, 1-4-мӗш хутсенче тӗтӗме сирмелли тытӑм ӗҫлемен.
«Хальлӗхе тӗрӗсленисенчен Канашри «Империал» суту-илӳ центрӗ ҫеҫ йӗркене пӑхӑнса ӗҫлет», — тенӗ Станислав Антонов.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ҫын вӗлернӗ тӗслӗх 70 процента яхӑн ӳснӗ. Кунашкал преступлени пӗлтӗрхи ку тапхӑрта 13 пулнӑ, кӑҫал вара — 22. Ҫакӑн пирки паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Леонид Вакс пӗлтернӗ.
Кӑҫал пурнӑҫран уйӑрнӑ 22 ҫынран 17-шӗ – арҫын, 5-шӗ — хӗрарӑм. 16 преступлени йӑлара пулнӑ. Паянхи кун тӗлне тискер ӗҫ тунисене пурне те тытса чарнӑ. Асӑнса хӑвармалла, 15 преступление эрех ӗҫнӗ вӑхӑтра е ун хыҫҫӑнах тунӑ.
Тепӗр самант. Чӑваш Енре кун йышши преступленисем ытларах чухне уяв кунӗсенче пулаҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, пуш уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче виҫӗ ҫынна вӗлернӗ, тепӗр виҫӗ ҫыннӑн сывлӑхне самай хавшатнӑ. Ултӑ тӗслӗхӗнче те тискер ӗҫе тӑвакансем ӳсӗр пулнӑ.
Кӑҫалхи ҫулла Шупашкар хулинче футбол мечӗкӗ тата футболҫӑ евӗр чечек кӳлеписем нумай пулӗҫ. Ҫулла республикӑн тӗп хулине епле капӑрлатма шухӑшланипе «Зеленстрой» предприяти пуҫлӑхӗ Олег Скворцов хула администрацийӗнче паян иртнӗ планеркӑра паллаштарнӑ.
Олег Скворцов каланӑ тӑрӑх, Шупашкара чечекпе илемлетнӗ чух пирӗн ҫӗршывра кӑҫал Футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне тӗпе хурӗҫ. Аса илтерер, ӑмӑртусем ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пымалла.
Футболҫӑ, ӑмӑртӑвӑн талисманӗ Забивака кашкӑр евӗр топиар-кӳлепесем вырнаҫтарӗҫ. Хӗрлӗ лапама, Юханшыв портне, ҫул ҫаврӑмӗсене, спорт учрежленийӗсен умӗсене те чемпионат сӗмне кӗртӗҫ.
«Хула пурӑнакансен ӑмӑрту пынине туймалла», – тенӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков.
Паян Чӑаш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республикӑри инвестици климатне лайӑхлатас енӗпе ӗҫлекен канашӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Унта хутшӑннӑ «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Николай Коновалов «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, канашлури усламҫӑсенчен пӗри Михаил Васильевич сехетне куҫ хывни сисӗнет. Ҫук-ҫук, усал шухӑшпа мар.
Усламҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл чӑваш элемне питӗ кӑмӑллать. Ҫавӑнпах пулӗ ӗнтӗ вӑл Михаил Игнатьевӑн аллинчи Чӑваш Ен символикиллӗ сехете асӑрхаса унашкаллине ӑҫта туянма май пуррипе кӑсӑкланнӑ.
Хыпар вуласан ҫакӑ сисӗнет: ун пек сехет сутлӑхра ҫук. «Республика Пуҫлӑхӗ ҫамрӑк ҫынна тӑрӑшса ӗҫлеме сунчӗ — вара Чӑваш Ен символикиллӗ сехет те кӗттермӗ. Тӗрӗс, наградӑна ахаль памаҫҫӗ — ҫӗнсе илмелле», — тесе ҫырнӑ хаҫатҫӑ.
Улатӑр хулинче пассажирсене турттаракансемпе канашлу иртнӗ. Ҫак енӗпе унта уйрӑм ҫынсем тата организацисем тимлеҫҫӗ иккен. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ. Хулари 10 маршрута тытса тӑракансем — «Чӑвашавтотранс» предприятин филиалӗ, «Сура» юлташлӑх тата уйрӑм усламҫӑсем.
Канашлура хула ҫыннисен ӳпкевӗсем пирки те каланӑ: маршрут тата график йӗркине пӑсакансем пур иккен. Ҫакӑн пирки канашлура хытах калаҫса илнӗ. Расписанире пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, юлашки рейссен ҫула 20 сехет те 30 минутра тухмалла.
Канашлӑва Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов ертсе пынӑ, вӑл транспортӑн йӗркене ҫирӗп пӑхӑнмаллине палӑртса хӑварнӑ, пассажирсене меллӗ пулмаллине аса илтернӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Сочире иртекен инвестици канашлӑвне хутшӑнать. Вӑл унта Минскри трактор савучӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Михаил Васильевич РФ ял хуҫалӑх министрӗпе ӗҫлӗ апатланӑва хутшӑннӑ. Ун чухне «Регионти АПК аталанӑвӗн стратегийӗн экспорчӗ» темӑпа калаҫу иртнӗ. Аса илтерер: шӑпах ҫак ӗҫлӗ апатланура Михаил Васильевич «Чӑваш бройлерӗн» ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклеме палӑртнӑ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Анчах ЧР влаҫӗсен порталӗнче кун пирки хальлӗхе пӗр сӑмах та ҫук.
Инвестици канашлӑвӗнче Михаил Игнатьев Крымпа, Кабарда-Балкар Республикипе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Республики Минскри «Беларуҫ» трактор савучӗпе тачӑ ҫыхӑнура пулӗ.
Юлашки вӑхӑтра «Чӑваш бройлерӗ» пирки калаҫаҫҫӗ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче те сӳтсе явнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра предприятире ӗҫлекенсен йышне чакарма палӑртнӑ. Ӗҫсӗр тӑрса юлнисен мӗн тумалла вара? Республикӑра ятарласа комисси йӗркеленӗ. Вӑл предприятирен кӑларса янӑ ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерес енӗпе тӑрӑшӗ.
«Халӗ «Чӑваш бройлерӗнче» оператор тытӑмӗнче, тасатмалли сооруженисенче тӑрӑшакансене хӑварма тӑрӑшатпӑр», — тенӗ ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.
Халӗ правительство «Чӑваш бройлерне» ура ҫине тӑма пулӑшакан инвестор шырать. Ку ыйту ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева питӗ шухӑшлаттарать. Вӑл ку эрне вӗҫӗнче Сочире иртекен инвестици канашлӑвне кайӗ. Унта РФ ял хуҫалӑх министрӗпе ӗҫлӗ апатланӑва хутшӑнӗ, шӑпах ҫавӑнта «Чӑваш бройлерӗн» ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклеме палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова Атӑл ҫыран хӗрринчи ҫӳллӗ хутлӑ ҫуртсемшӗн ятланӑ.
«Юханшыв порчӗ патӗнче нумай хутлӑ ҫурт тума каллех ирӗк панӑ. 25–30 хутлӑ ҫурт хӑпартса лартса Атӑла хупласа хуратӑр. Унти ҫуртсен пилӗк хутран ытла пулмалла мар», — тенӗ иккен Элтепер хула администрацийӗн пуҫлӑхне.
Ҫав тӑрӑхра «Альбатрос» ҫурт-йӗр комплексӗ хӑпартма пуҫланӑ. Ӑна «Старко» предприяти ҫӗклет. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл комплекс ниепле те хута кайса пӗтеймест. Ҫавӑнтах теприсем «Ривьера» ҫурт-йӗр комплексӗ тума пуҫланӑ.
ЧР Стройминӗн тӗп архитекторне Александр Шевлягина та Михаил Игнатьев ӳпкеленӗ. Ӑна сӑмах строительсене ҫавӑн пек ҫӳллӗ ҫуртсем тума ирӗк панишӗн лекнӗ.
Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем валли Чӑваш Енре медицина пункчӗ уҫӗҫ. Ку проект хальлӗхе сӑнавлӑ пулӗ. Ӑна Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви йӗркелеме шутланӑ.
Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви видеоселектор мелӗпе ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Енри сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекен тӳре-шара, чиркӳ ҫыннисем хутшӑннӑ.
Килсӗррисем валли медицина пункчӗсене Хабаровск крайӗпе Иркутск облаҫӗнче те уҫмалла. Вӗсенче полиссӑр, паспортсӑр ҫынсене йышӑнмалла, тухтӑрсем пулӑшмалла.
Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене сиплекен тухтӑрсене хӳтӗлемеллине те канашлура сӳтсе явнӑ.
Килсӗррисене пулӑшакан Чӑваш Енри медицина пунктне Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна хӑҫан ӗҫлеттерсе ярассине хальлӗхе пӗлтермен.
Чӑваш Енри шкулсенче хӑрушсӑрлӑх енӗпе тата ҫине тӑрсарах ӗҫлеме пуҫласшӑн. Ку ыйтӑва республикӑн Вӗренӳ министерствинче прокуратура тата Росгварди тытӑмӗнче ӗҫлекенсене пухса иртнӗ эрне вӗҫӗнче йӗркеленӗ канашлура та, ӗнер республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче министрсене, ытти тӳре-шарана планеркӑна чӗнсен те сӳтсе явнӑ.
Михаил Васильевич Пермь тата Улан-Удэ хулисенче нумаях пулмасть сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсем шкулсене кӗрсе тухас йӗркене ҫирӗплетме хистенине палӑртнӑ.
ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов ҫакна аван ӑнланнине пӗлтернӗ. Вӑл ӗнерхи планеркӑра каланӑ тӑрӑх, шкулсенче видеосӑнавсем, видеодомофонсем, тимӗртупкӑчсем (металлодетекторсем) вырнаҫтарассипе малалла ӗҫлӗҫ. Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ самантсене те тишкернине пӗлтернӗ.
Хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе кашнин яваплӑ пулмаллине палӑртнӑ май Михаил Игнатьев Вӗренӳ министерствин те, муниципалитетсен ертӳҫисен те, класс ертӳҫисенчен пуҫласа педагогсем таран яваплӑ пулмалли пирки чӗнсе каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |