Паян Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ку хутӗнче Чӑваш Республикин патшалӑх граждан служащийӗ пирки калакан Чӑваш Республикин саккунӗн 7-мӗш тата 15-мӗш статйисене ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе хӑварассипе ҫыхӑннӑ проекта пӑхса тухнӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев саккун проектне РФ Президенчӗ кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ 478-мӗш Указа тӗпе хурса йӗркеленине пӗлтернӗ.
Проектпа килӗшӳллӗн, ҫакӑн пек ылмашусем пулӗҫ: аслӑ должноҫри патшалӑх граждан служащийӗсен маларах 6 ҫул специальноҫпе ӗҫленӗ стаж пулмалла пулнӑ, халӗ вӑл пӗчӗкленсе 4 ҫула ҫитӗ, тӗп должноҫрисен 4 ҫултан икӗ ҫула куҫӗ, ертсе пыракан ушкӑнрисен ӗҫ стажӗ пулнипе пулманни пӗрех.
Паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Шупашкарти троллейбус управленийӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер, предприятире парӑм нумай пухӑннӑ, ҫав шутра электричествӑшӑн пӗтӗмпе 188,9 миллион тенкӗ тӳлемелле. Парӑма кӗрсе кайнине кура энергетиксем троллейбус управленине панкрута кӑларма суда тавӑҫпа ҫитнӗ.
Йывӑрлӑхри предприятие бюджет кредичӗ пама йышӑннӑ. Кун пирки маларах асӑннӑ паянхи ларура республикӑн вице-премьерӗ — финанс министрӗ Светлана Енилинан пӗлтернӗ. Министр билет хакӗ пӗчӗк шухӑша та палӑртни сисӗннӗ.
Йывӑрлӑх Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн шучӗпе транспорт реформи такӑр ҫул ҫине тухайманнинчен те килет. Хуларисем пӗчӗк автобуссен шутне чакараса вӗсен вырӑнне троллейбуссем ҫӳреттересшӗн пулнӑ. Анчах автобуссен хуҫисем администраципе судлашма тытӑннӑ. Халӗ предприятири тӑкаксене оптимизацилеме троллейбуссене ҫӗрле ҫӳремелли вӑхӑта чакарнӑ. Малашне ирхи вӑхӑта та кӗскетсе рейса каярах кӑларасшӑн.
Шупашкарти «Трактор савучӗсем» пирки юлашки вӑхӑтра вӗҫӗмех калаҫаҫҫӗ. Унта ӗҫлекен 9 пин ҫын ыранхи куншӑн пӑшӑрханать. Савут шӑпине паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев министрсемпе тата ытти тӳре-шарапа ирттерекен тунтикунхи канашлура сӳтсе явнӑ.
«Промтрактор» предприятире производство калӑпӑшӗ 246 процентпа танлашнӑ тесе пӗлтернӗ унта экономика министрӗ Владимир Аврелькин. «Промтрактор-Промлитпа» тата «Промтрактор-Вакун» предприятисенче тата пысӑк.
Предприятире панкрутлӑха кӑларнине министр трактор савутне сыватма кирлӗ тесе ӑнлантарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче унашкалли Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савутра та пулнӑ тесе ҫирӗплетнӗ.
«Трактор савучӗсем» концернӑн предприятийӗсене «Ростех» тытӑмне куҫарасшӑн иккен. Ку ӗҫ чӳк уйӑхӗнче вӗҫленмелле.
Паян Чӑваш Енре право йӗркине тивӗҫтерессипе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗ иртнӗ.
Ларура ют ҫӗршывсенчи ҫынсем РФ гражданинӗ ята илмесӗрех саккунсӑр майпа ӗҫление тӗплӗн сӳтсе явнӑ, йӗрке тумалли мерӑсене тишкернӗ.
ЧР Шалти ӗҫсен министерствин миграци ыйтӑвӗсемпе тимлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Митрафанов кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра ют ҫӗршывран килнӗ 6 474 ҫынна учета илнине пӗлтернӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — Украинӑран, Узбекистанран, Таджикистанран, Арменирен, Азербайджанран, Туркменистанран, Молдовинчен.
Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусенчен пӗри – халӑх вырӑс чӗлхине пӗлменни тенӗ докладҫӑ.
Канашлура хальхи вӑхӑтра туса ирттермелли тата татса памалли ӗҫсене палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн епле юсанипе кӑсӑкланса темиҫе ҫӗрте пулнӑ.
Шупашкарти Мате Залка урамӗнчи 3-мӗш ҫурта 1986 ҫулта хута янӑ. Хальхи вӑхӑтра объектра ҫуртӑн ҫивӗттине витеҫҫӗ, электричество тытӑмне тӗпрен улӑштараҫҫӗ. Ҫуртра пурӑнакансем организаци пурнӑҫлакан ӗҫсемпе кӑмӑллине пӗлтернӗ. «Ҫуртӑн ҫивӗттине кашни ҫул тенӗ пек витнӗ, анчах кӑлӑхах», — тенӗ вӗсем.
Михаил Игнатьев тӗплӗ юсав ирттерме пуҫланӑранпа виҫӗ ҫул хушшинче Тӗплӗ юсав фончӗ халӑхран пурӗ 1,935 млрд пухнӑне. Республикӑра 1089 ҫурта тӗпрен юсанӑ.
«Кашни 5-мӗш ҫурта республикӑра тӗпрен юсав ӗҫӗсене ирттернӗ. Халӑх укҫине эпир питӗ перекетлӗ усӑ курма тӑрӑшатпӑр. Кашни тенки тӗллевлӗн тӑкаклантӑр тесе ӑна тата ҫитменнине ҫирӗп тӗрӗслетпӗр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессмпе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Валерий Балан Лапсарта тӑвакан следстви изоляторӗнче пулнӑ. Ҫав учреждение ҫӗнӗрен туса лартнӑ, ӗҫсене вӗҫленӗпе пӗрех. Унта харӑсах пӗр 500 ҫын вырнаҫӗ.
Строительство ӗҫӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ изоляторӑн ҫуртӗнче канашлу ирттернӗ. Унта пакунлисем йышлӑн хутшӑннӑ: Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Робота, Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин, республикӑн прокурорӗ Василий Пословский, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Софронов, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Анатолий Митин.
Лапсартине хута ярсан Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 1648 ҫулта тунине киввине хупӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗҫ тӑвакан влаҫра ӗҫлекенсемпе тунтикунсерен канашлу ирттерет. Михаил Игнатьев Сочире пулнӑран паянхи планеркӑна Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ертсе пынӑ. Унта хускатнӑ ыйтусем шутӗнче тыр-пул хакӗ те пулнӑ.
Республика ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑра тӗш тырра, ҫӗрулмине пӗтӗмпех пухса кӗртнине пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра хирте пахча-ҫимӗҫ тата куккурус юлнӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш та хиртех-ха: ӑна пухса илмелли — 7 пине яхӑн гектар.
Иван Моторин тыр-пул хакӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Тасатнӑ-типӗтнӗ тырӑ хакӗ аптӑрамасть пулсан, типӗтмен тырра килограммне 3–3,5 тенкӗпех сутаҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн, типӗтме услови ҫук хуҫалӑхсен кӑвакартса яриччен ҫак хакпах ярӑнтарма тивет.
Тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ паян Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби — Чӑваш Енӗн тӗп хулин «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫ» саммита йышӑнма шанӑҫ тупӑннӑ.
Вӗсен хыпарӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫ» ассоциацин Еврази регонӗнчи уйрӑмӗн виҫҫӗмӗш саммичӗ 2019 ҫулта иртӗ. Анчах вӑл ӑҫта пуласси хальлӗхе паллӑ мар. Хула депутачӗсен ячӗпе нумаях пулмасть ҫыру килнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар та саммит ирттерме заявка хатӗрлесе ярса пама пултарать.
Халӑх тарҫисем куншӑн савӑннӑ — ара, Чӑваш Ен тӗп хули Шупашкар йӗркеленнӗренпе 550 ҫул ҫитнине 2019 ҫулта анлӑн паллӑ тума хатӗрленет-ҫке-ха. Вӑл халӑхсене пӗрлештерекен пысӑк мероприятипе ҫыхӑнни вара лайӑх кӑна.
Ӗнер Шупашкарта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль тӑвас ыйтупа канашлу ирттернӗ. «Скоростные магистрали» предприятин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Федор Лычагин пулас проектпа паллаштарнӑ.
«Мускав – Хусан» магистраль Шупашкарпа иртӗ.
Вӑл ҫула «Евразия» груз турттаракан магистралӗн пӗр пайӗ пуласси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл Пекинпа Берлина ҫыхӑнтармалла. «Эпир Китайран Европӗрлӗхе тавара 2–3 талӑкра ҫитересшӗн», — тенӗ Федор Лычагин.
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссен магистралӗ Чӑваш Енре 115 км тӑршшӗ пулӗ. Етӗрне, Муркаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсемпе иртӗ.
Канашлура магистраль иртмелли участоксене уйӑрас ыйтӑва та хускатнӑ. Ку енӗпе муниципалитетсен халӑхпа та ӗҫлемелле, ҫул валли ҫӗр кирлине ҫынсене ӑнлантарса памалла.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ЧР Арбитраж судне Чӑваш энергосбыт компанине панкрута кӑларма ыйтса заявлени ҫитнӗ. Тавӑҫра палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти троллейбус управленийӗ электричествӑшӑн тӳлемен, парӑм 157,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Тавӑҫа хӑҫан пӑхса тухасси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Сӑмах май, унччен суд унашкал тавӑҫа пӑхса тухнӑ. Ун чухне ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ тӗлӗшпе ҫырнӑ пулнӑ. Анчах ӗҫе чарса лартнӑ, мӗншӗн тесен ун чухне парӑма татнӑ.
Палӑртмалла: нумаях пулмасть ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинче канашлу иртнӗ. Унта парӑмсене пӗчӗклетес тӗллевпе каҫхи рейссене пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Анчах влаҫрисем хальлӗхе графике улӑштарма килӗшмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |