Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.0 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Газ парӑмне канашлура тишкересшӗн

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 01.03.2019 18:33 | 434 хут пӑхнӑ
Экономика

Чӑваш Енре пухӑнса кайнӑ газ парӑмне, тата тӗрӗсрех каласан, ҫавна татассипе епле ӗҫленине, «Газпром» ертӳҫисем региона килсе тишкересшӗн. Ку шухӑша ӗнер ирттернӗ видеоселектор канашлӑвне ертсе пынӑ «Газпром» акционерсен обществин директорсен канашӗн ертӳҫи Виктор Зубков каланӑ.

Канашлура пирӗн республикӑри лару-тӑрӑва ҫеҫ мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти субъектри тӑрӑма та тишкернӗ. Пирӗн республикӑна илсен кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗш тӗлне парӑм 2 миллиард та 339,9 миллион тенке ҫитнӗ. Ҫак виҫен пысӑк пайӗ ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисене пырса тивет. Ҫав шутран 70 проценчӗ ытларах — Шупашкарти «Коммуналлӑ технологи» тулли мар яваплӑ обществӑна.

Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев газ парӑмне татассипе регионта епле ӗҫлени ҫинчен доклад тунӑ. Виктор Зубков парӑма татассипе кӑҫалхи ҫур ҫулта епле ӗҫленине тишкерме республикӑна килсе канашлу ирттерес шухӑшлине пӗлтернӗ.

#канашлусем, #коммуналлӑ хуҫалӑх, #предприятисем, #укҫа-тенкӗ, #парӑмсем, #Элтепер, #экономика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Садовӑй» микрорайона вӗри шыв панӑ
2018, 05, 24
Ҫынсен умӗнче парӑм ҫине парӑм пухнӑ предприятисене тишкернӗ
2018, 05, 31
«Чӑваш бройлерӗ» панкурта тухнӑ
2018, 09, 12
Троллейбус управленине панкрута кӑларасшӑн
2018, 10, 05
Чӑваш Ен Правительстви Трактор савутне пулӑшӗ
2019, 01, 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org