Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑваш Ене Украинран тата виҫӗм кун тепӗр 15 ҫын хӑйсен ачисемпе килсе ҫитнӗ. Вӗсем ӗҫ паракансем йыхравланипе килнӗ иккен. Иртнинче пӗр ушкӑн, 70 ытла ҫын, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче килнӗччӗ. Ун чух вӗсем хушшинче туберкулезпа чирлӗ пӗр ҫын пулнине кура карантинла ӗҫсем туса ирттерме тивнӗ. Эрне хушшинче икӗ таркай Чулхула облаҫне тухса кайнӑ, пӗри — Казахстана. Вӗсене билет туянса панине республикӑн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ене икӗ арҫын ҫемйисем патне тесе килнӗ иккен.
Утӑн 19-мӗшӗнче 21 ҫынтан тӑракан ушкӑн килсе ҫитнӗ. Вӗсене «Куротнӑй» хӑна ҫуртне вырнаҫтарнӑ. Вӗсене ӗҫпе тивӗҫтерме, малтанхи ушкӑнпа танлаштарсан, ҫӑмӑлтарах тесе шухӑшлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫ паракансем чӗннипе килнӗ-мӗн.
Чӑн та, ӗҫпе тивӗҫтерекен республикӑри службӑна 20 ҫын ӗҫ шыраса пынӑ тесе асӑннӑ тытӑм ертӳҫи Сергей Дмитриев пӗлтернӗ. Таркайсем валли 1,5 пин ӗҫ вырӑнӗ пур-мӗн, ҫав шутран 651 тӗслӗхре вӗсене ҫурт-йӗрпе те тивӗҫтереҫҫӗ иккен.
Ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ кӳрекенсем Шупашкарти 324-мӗш стрелоксен дивизийӗнчи 21-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ Шупашкарти халӑха комплекслӑ социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта йышӑнаҫҫӗ. Украинран килекенсене пулӑшу кӳрес ыйтупа шӑнкӑравсене +7 (8352) 51-27-80 номерпе талӑкӗпех йышӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хӑйсен хваттерӗнче, ҫуртӗнче, общежитири пӳлӗмре пурӑнма пулӑшу сӗннисем 114 тӗслӗх пулнӑ. Кунсӑр пуҫне Раҫҫейри ҫӑлавҫӑсен союзӗпе «Заимка» турбаза та хӑйсем патӗнче пурӑнтарма хирӗҫ мар иккен.
