Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хӑят

Чӑвашлӑх Пӗлтӗрхи уявра
Пӗлтӗрхи уявра

Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Упи ялӗнче нумай пулмасть чӑвашсен авалхи йӑла уявне — Хӑят уявне — ирттернӗ. Кун пирки пире Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Николай Кирюшинпа Тимӗр Лашман пӗлтерчӗҫ.

Хӑят йӑлина ҫӗнӗрен чӗртсе яма шухӑшланӑ ҫынсем Упи ял тарӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ярухин тата ҫав ялта ҫуралса паян Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан хастар таврапӗлӳҫӗ Владимир Ярухин иккен. Кӑҫал вӗсем халӑха ҫак уява иккӗмӗш хут пухрӗҫ.

Уява пуҫлас умӗн Ҫӗнӗ Упи халӑхӗ ялти кивӗ шкул ҫурчӗпе сывпуллашнӑ — кӑҫал вӗренӳ ҫӗнӗрен хӑпартнине куҫмалла иккен. Вырӑнти тӳре-шара кивӗ ҫурта сӳтме тӗв тунӑ пулать, ҫавӑнпа та халӑх кивӗ шкулпа сывпуллашса юлашки экскурсире пулнӑ.

Унтан халӑх ял пуҫланса кайнӑ вырӑна — Ҫут вырӑнне — пухӑннӑ. Кунта ҫӗнуписем 5 метр ҫӳллӗш юпа лартнӑ. Кӗлӗ Владимир Ярухин вуланӑ. Вӑл яла пуҫласа яракансенчен хӳтлӗх ыйтнӑ — яла сыхлама, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫурт-йӗре, хурӑнташ-ӑрусене.

Уй-хир пуҫне тухса Ҫерҫи чӳкне ирттернӗ. Кӑҫал ҫерҫи вырӑнне шурӑ кӑвакарчӑнпа усӑ курнӑ — ӑна тип ҫупа сӗрсе вӗҫтерсе янӑ. Вӗҫенкайӑк хӗвелтухӑҫнелле вӗҫсе кайнӑ тет.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сире ӗҫлӗ калаҫусенче, укҫа ыйтӑвӗсенче ӑнӑҫу кӗтет. Анчах эрне варринче тӑрук мӗн те пулин туянма е ертӳлӗхпе вӑрҫӑнма пултаратӑр — малтан вуннӑ таран шутлӑр, унтан тин ӗҫне тӑвӑр. Канмалли кунсем тӗлне плансем уҫӑмланӗҫ, йывӑр лару-тӑруран тухмалли стандартлӑ мар май тупӑнӗ.

Чӳк, 29

1848
178
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1903
123
Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем