Пирӗн республикӑпа кӳршӗллӗ Чӗмпӗр хулинче инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ. Унта 90 ҫулхи ватта шалтан питӗрсе хунӑ. Мучи хӑй тӗллӗн ҫӳрейменскер пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ ҫитменнине 1-мӗш ушкӑн инваличӗ шутланнӑ.
Ашшӗне пӑхма хӗрӗ пынӑ та алӑка уҫайман — ӑна шалтан питӗрсе хунӑ. Аптӑранӑ хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем пусма йӑтса пырса ҫитнӗ. Унпа вӗсем иккӗмӗш хута хӑпарнӑ, балкон витӗр хваттере кӗнӗ. Старик, Турра шӗкӗр, таса-сывах пулнӑ. Вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗчӗк ача пек лӑпкӑн ҫывӑрнӑ.
Хваттере шалтан питӗрекенни кушак пулнӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗн хӗрӗ ҫӑлавҫӑсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫак янавар алӑк тӑрӑх унччен те чакалтанма юратнӑ. Ҫавӑн пек аташнӑ вӑхӑтра тимӗр сӑвӑса куҫарса янӑ курӑнать.