Чӑваш Енӗн тӗп хулинче патриотизм темипе концертсемпе спекталкьсем кӑтартӗҫ. «Своих не бросаем» (чӑв. Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр) акци ӗнер Чӑваш паташлӑх филармонийӗнче пуҫланнӑ. Ун чухне сцена ҫине филармони солисчӗсем «Служу России» программӑпа тухнӑ.
Концерта курма ҫамрӑксем те, аслӑраххисем те пуҫтарӑннӑ. «Кун пек концертсем ҫамрӑксене патиотизм воспитани парас ӗҫе питех те паха. Ун пеккисене вӗсене кӑтартмалла», — хавхаланса калаҫнӑ концетра пулса курнӑ Галина Николаева пенсинерка.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗччен пыракан акцие республикӑри мӗнпур патшалӑх театрӗпе концерт учреденийӗ хутшӑнӗ. Акцие хутшӑнса кӑтартнӑ ӗҫсем вӑхӑтӗнче пухнӑ укҫана ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма куҫарса парӗҫ.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра «Воин» (чӑв. Ҫар ҫынни) ҫарпа спорт хатӗрленӗвӗн центрӗ уҫӑлӗ.
Унта 14 ҫултан аслӑрах ҫамрӑксем ҫата кирлӗ тӗрлӗ япалана хӑнӑхӗҫ, ҫав шутра — инженер хатӗрленӗвӗ, мина ӗҫне. Вӗренӳ вӑхӑчӗ 3 эрнерен пуҫласа 3 уйӑх таран пырӗ.
Республикӑра ҫарпа спорт хатӗрленӗвӗн центрӗ кирли пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура асӑнса хӑварнӑ.
Ун пек центрсем, сӑмах май каласан, ытти ҫӗре те пулӗҫ.
Чӑваш Енре юлашки ҫулсенче темиҫе кинозал та уҫрӗҫ. Уҫни аван-ха, анчах вӗсемпе усӑ курма пӗлмелле. Шӑпах ҫак ыйтӑва тишкернӗ те паян республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова ирттернӗ канашлура.
Канашлӑва Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пуҫтарӑннӑ. Министр шухӑшланӑ тӑрӑх, ӳсекен ӑрӑва воспитани парас, патриотизм темине сарас ыйтупа ӗҫленӗ май паха фильмсене кӑтартни те вырӑнлӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерстви Раҫҫейӗн Культура министерстви сӗнекен документлӑ тата илемлӗ фильмсене кӑтартать. Кӑҫал ҫавӑн пек пилӗк фильма кӑтартнӑ. Вӗсем: «Где проходит граница?», «Нюрнберг», «Святой архипелаг», «Сокровища партизанского леса», «Форсаж. Возвращение».
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче проката тепӗр виҫӗ фильм: «Свидетель», «Тут все свои», «Финт Боброва» — тухӗ.
Чӑваш Енре федерацин Атӑлҫи тата Урал округӗсен представителӗсем патриотизм фестивальне пуҫтарӑнӗҫ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫӑнса утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пырӗ. Мероприятире общество организацийӗсен хастарӗсем, «Твой Герой» (чӑв. Санӑн паттӑру) проект пайташӗсем тата ытти сумлӑ ҫын хутшӑнӗ.
Форум онлайн тата офлайн меслетпе иртӗ. Унта регионсенчи влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, хастар общественниксем, ҫамрӑксемпе патриотизм воспитанийӗ енӗпе тӑрӑшакансем пурӗ 700-е яхӑн ҫын хутшӑнмалла.
Пирӗн республикӑра иртекен форум Мускавра утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ «Твой Герой» патриотизм форумӗн тӑсӑмӗ пулӗ.
Шупашкар хулинчи «кӗмӗл» волонтёрсем #ровесникиПобеды (чӑв. Ҫӗнтерӳ тантӑшӗсем) челленджа хутшӑнаҫҫӗ. Ӑна вӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ.
Челленджа Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн «кӗмӗл» волонтёрӗсем пуҫарнӑ. Унта чи малтан хутшӑнни — Аделия Львова. Хӗрарӑм 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Челленджа Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫулӗнче ҫуралнӑ кирек кам та хутшӑнайӗ. Вӗсен хӑйсемпе тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ аса илӳсене ҫырса илсе тӗнче тетелне #ровесникиПобеды хештегпа вырнаҫтармалла.
Журналист шухӑшӗ
Пушӑ вӑхӑт нумай та пенсире, тепӗр чух Интернета кӗрсе тӗрлӗ хыпарпа паллашатӑп. Ӗлӗкрех алран кӗнеке каймастчӗ, халӗ эрнере пӗрре тытатӑп-и ӑна, ҫук та-и...Хам юратакан кӗнекесене темиҫе хут та вуласа тухнӑ, хальхи нумай ҫыравҫӑн хайлавӗ вара чуна пырсах пӗтмест. Тӑван ҫӗршыва, атте-аннене, хамӑр ҫуралса ӳснӗ тавралӑха юратма хистекен —хавхалантаракан произведенисем питӗ сахал. Патриотизм теми халӗ «модӑра» мар: чӑн малти вырӑнта—укҫа, укҫа, укҫа... Ас тӑватӑп-ха, журналистсемпе ирттерекен тӗл пулусенче те пире: «Ҫамрӑксене укҫа тума вӗрентекен статьясем ытларах ҫырмалла, паян тӗп вырӑнта предприниматель пулмалла», — тетчӗҫ. Пӗр пысӑк пуҫлӑх вара шавах хӑй ача чух пасарта ҫырла сутса укҫа тунипе мухтанатчӗ. Пуҫларӑмӑр вара ҫырма: районти пӗр предприниматель те хаҫатра вырӑн йышӑнмасӑр юлмарӗ пулмалла. Пӗрремӗш страницӑра— суту-илӳҫӗсен пысӑк портречӗ, иккӗмӗшӗнче — ун ҫинчен мухтаса ҫырнӑ очерк е тӗрленчӗк, виҫҫӗмӗшӗнче — интервью...
Капла хирӗҫлесе ним те калас теместӗп-ха эпӗ: хальхи саманара укҫа патша вырӑнӗнче пулни вӑрттӑнлӑх мар.
Чӑваш Енре патриотла воспитани парасси ҫинчен калакан саккун йышӑннӑ. Ӑна республика парламенчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ, Олег Николаев Элтепер утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Халӗ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, патриотла воспитани парассипе муниципалитетсенче программӑсем йышӑнмалла.
Ачасене ҫуралнӑ ҫӗре тата тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентмелле. Юлашки ҫулсенче ку енӗпе пирӗн Раҫҫейре ҫине тӑрса ӗҫлемен тесен пысӑк йӑнӑш пулас ҫук.
Шупашкарта шыв ҫийӗнчи музей ӗҫлеме тытӑнӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ хӑйӗн Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен «Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) карап ҫинче ушкӑнпа экскурсисем йӗркелеме тытӑнӗҫ. Аслисен билет хакӗшӗн 150 тенкӗ тӳлемелле, ачасен — 100 тенкӗ. Билетсене карап патӗнчи кассӑра ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен сутӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — +7 (8352) 23-20-31.
Аса илтерер: Балтийскри хурал карапне Шупашкара пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче оркестрпа, МИХсенче ӗҫлекенсене пухса тата тӳре-шара сӑмах каласа кӗтсе илнӗ. Карап 26 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак вӑхӑтра тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн чиккипе 65 пин миль тӑршшӗ хутланӑ. Экипаж 1,5 пин ытла Раҫҫей тата ют ҫӗршыв карапӗсене тӗрӗсленӗ, патшалӑх чиккин режимне пӑсма хӑтланнӑ 150 ытла тӗслӗхе сирнӗ. Ун ҫинче Чӑваш Енри 100-е яхӑн пограничник службӑра тӑнӑ.
Карапа 1988 ҫулта Ярославль хулинче туса кӑларнӑ. 1997 ҫулччен вӑл «Соболь» ятпа ҫӳренӗ, кайран ӑна «Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) тесе ылмаштарнӑ.
Комсмольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнче Раҫҫей паттӑрӗсене, вӑрҫӑра пуҫ хунисене чысласа волейбол турнирӗ иртнӗ. Шкул директорӗ Альберт Борисов спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ май тӑван ҫӗшыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен паттӑрсене аса илнӗ. Шкул каччисем — ҫамрӑк гвардеецсемпе активистсем — ялти палӑк умне асӑнса гирлянда хучӗҫ.
Турнирта 4 ушкӑн вӑй виҫнӗ: хӗрсен тата каччӑсен, вӗрентекенсен тата ачасен ашшӗ-амӑшӗсен. Тупӑшура чи вӑйлисем каччӑсем пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна хӗрсен ушкӑнӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗрентекенсем те ачасенчен кая юлман, 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Турнир вӗҫленсен шкул директорӗ хастарлӑхшӑн пурне те тав тунӑ, парнесемпе тата грамотӑсемпе чысланӑ, малашне те автилӑ пулма чӗнсе каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |