Персона
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейри паллӑ юрӑҫа «Чӑваш Республики умӗнчи» тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Кунта сӑмах «Русская песня» Мускаври патшалӑх академи театрӗн илемлӗх ертӳҫи тата директорӗ Надежда Бабкина пирки пырать. Надежда Бабкина кӑҫал «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проект сӑнӗ пулса тӑнӑччӗ. Проекта пирӗн республика пуҫарса янӑччӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-18-мӗшӗсенче юрӑҫ пирӗн республикӑри 10 муниципалитетра «Песни России» марафон ирттернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
news.myseldon.com сайтри сӑн Чӑваш Енри Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, юнкун республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Е ун вырӑнне йӗпе юр ӳкме, ҫил алхасма пултарать. Кӑнтӑр енчи районсенче ҫумӑр ӳкнӗ вӑхӑтра Шупашкар енче юр ҫӑвӗ. Ҫулсем ҫинче пӑрлак пулӗ. Ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 7-12 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче 2-7 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрле – 7-17 градус. Шупашкарта 3 кунра 6 пин куб метр ытла юр тиесе тухнӑ. Машинӑсем пӗтӗмпе 411 рейс тунӑ. Хальлӗхе, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, юр вӑйлах ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
24rus.ru сайтри сӑн 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хӑш-пӗр таварӑн акцизӗ хӑпарӗ. Эппин, вӗсен хакӗ те ӳсӗ. Ку 1,5 процент ытларах спиртлӑ шӗвексене пырса тивет. Ҫав йыша эрех-сӑра кӑна мар, парфюмери те кӗрет. Ҫавӑн пекех ҫитес ҫултан пирус, ҫӑмӑл машина, мотоцикл, бензин, дизель топливи хакланӗ. Топливо хакланнипе вара тиев тата пасажирсене илсе ҫӳрекенсем хаксене хӑпартӗҫ. Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӑкакӗсемшӗн те ытларах тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта арҫын ача ҫуралнӑ чухне 490 грамм тайнӑ. Унтанпа 1 ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Ҫав кунсене амӑшӗ халӗ лӑпкӑнах аса илет ӗнтӗ. Ун чухне вара вӑл пепкин пурнӑҫӗшӗн питӗ хӑранӑ. «Ача ҫуралсанах манӑн шок пулчӗ. Кайран, реанимацие килсен, пӗчӗк ывӑлӑм пурнӑҫшӑн кӗрешнине курсан ҫакна ӑнлантӑм: манӑн ӑна шанмалла, йӑлтах лайӑх пулӗ», - аса илет амӑшӗ. Тухтӑрсем хальхи йышши технологисем пулӑшнипе пепкен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Ача халӗ 1 ҫулта, аталанас енӗпе тантӑшӗсенчен кӑшт ҫеҫ юлать. Хӑй вара питӗ хаваслӑ ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ирхине Ҫӗрпӳ районӗнчи Пайтуш ялӗнче пушар пулнӑ. Хуҫасӑр кирпӗч ҫуртра ҫулӑм алхаснӑ. Ҫакна ирхи 6 сехетре асӑрханӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен икӗ ҫын виллине тупнӑ. 1965 тата 1964 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫынпа хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Персона
2022 ҫул — Чӑваш Республикинчи мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ
Республикӑра мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пынӑ май, шкулта вӗренекенсем те паллӑ ҫынсем ҫинчен нумайрах пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Аслӑ мӑнукӑм та акӑ «Нарспи» поэма авторӗн Константин Васильевич Ивановӑн кун-ҫулӗпе интересленме тытӑннӑ, ҫуллахи каникул кунӗсенче класӗпех чаплӑ поэт ҫуралса ӳснӗ Слакпуҫ ялне кайса курма шутлаҫҫӗ. — Пирӗн Шӑмӑршӑ ялӗнче те ҫӗр-шывӗпех палӑрнӑ Иванов ҫуралнӑ, — терӗм мӑнукӑма. — Иван Филиппович Иванов. Шел, ун ҫинчен ентешсем пӗлсех каймаҫҫӗ. Наукӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ хӑш-пӗр ӗҫӗ халӗ те патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ шутланать. Иван Ивановӑн кун-ҫулӗпе эпӗ хӗрӗх ҫул каяллах интересленме пуҫланӑччӗ. Шӑмӑршӑри Илпек урамӗнче пурӑннӑ Илья Васильевич Муллин пенсионер мана Иван Филиппович пирӗн районтан тухнӑ пӗрремӗш профессор пулнӑ тесе пӗлтернӗччӗ. Эпӗ унпа малтанласа килӗшмерӗм: пӗрремӗш профессор Тури Чаткасра ҫуралса ӳснӗ Семен Федорович Сайкин тесе шутлаттӑмӑр вӗт-ха! Ҫук иккен: Сайкин доктор диссертацине 1965 ҫулта хӳтӗленӗ пулсан, Иванов унран 29 ҫул маларах — 1936 ҫултах — биологи наукисен докторӗ пулса тӑнӑ. |
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Элӗк муниципалитет округне ертсе пыракан ҫынна суйланӑ. Вӑл - отставкӑри судья Сергей Морозов. Ӑна депутатсем суйланӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑх чи малтан районти демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма, усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме, вырӑнти ҫулсене юсама палӑртнӑ. Сергей Морозов, 1981 ҫулта ҫуралнӑскер, 2012-2021 ҫулсенче Чулхула облаҫӗнче судьяра ӗҫленӗ. Унччен маларах, 2011 ҫулта, Шупашкар районӗн судйин пулӑшуҫи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ хӑш-пӗр ҫуртра пурӑнакансем хваттерсенче сивӗ тесе «Контактри» «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ. Пост авторӗ Людмила Григорьева Совет урамӗнчи 78-мӗш ҫуртри хваттерсенче сивӗ тесе хыпарланӑ. «Йӗркеллӗ ӑшӑтма хӑҫан пуҫлӗҫ? Эпир Германире пурӑнмастпӑр вӗт. Газӗ Раҫҫейӗн, хваттерсене ӑшӑтнӑшӑн сахал мар тӳлетпӗр, пӗрех шӑнса ларма тивет», — пӑшӑрханса ҫырнӑ хӗрарӑм. Ҫавӑн пек лару-тӑру ытти ҫуртра та иккен. Комментарисем тӑрӑх хакласан, Совет урамӗнчи 72-мӗш, 73-мӗш, 84-мӗш, Первомайски урамӗнчи 4-мӗш ҫуртсенче те хваттерсенче сулхӑн-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Таджикистанра вырӑс чӗлхи вӗрентекен шкулсенче Чӑваш Енри оборудование вырнаҫтарнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫей тата Таджикистан президенчӗсем Владимир Путин тата Эмомали Рахмон видеоҫыхӑну мелӗпе пилӗк шкул уҫнӑ. Вӗсенче вырӑс чӗлхине вӗрентӗҫ. Икӗ ҫӗршывӑн пӗрлехи проекчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлеттерсе янӑ шкулсем Душанбе, Бохтар, Худжанд, Турсунзаде тата Куляб хулисенче вырнаҫнӑ. Виҫӗ шкулта столовӑй валли оборудование Шупашкартан ӑсатнӑ. Вӗсене «Чувашторгтехника», «ЭЛИНОКС», «ФРОСТО» тата «Торговая Механика» компанисем туса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
doorinworld.ru сайтри сӑн Пӗлтӗр кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче республикӑра 1310 арҫын хӑй ашшӗ пулнине йышӑннӑ. Кӑҫал вара 10 уйӑхра 1486 арҫын ашшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Юстици министерстви. Эппин, хӑй ашшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ арҫынсен хисепӗ ӳснӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, арҫын ашшӗ пулнине кирек хӑш вӑхӑтра та ҫирӗплетме пулать: ача кӗтнӗ чухне те, вӑхӑт самай иртсен те. Арҫынпа хӗрарӑм заявление пӗрле те, уйрӑм та пама пултараҫҫӗ. Иккӗмӗш тӗслӗхре пӗрле ҫырма татӑклӑ сӑлтав пулмасан кӑна заявление уйрӑм пама май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |