Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр туянмашкӑн 5,2 миллион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Унпа вӗсем Ҫӗрпӳре икӗ хутлӑ ҫурт туяннӑ. Волковсем 8 ача ӳстереҫҫӗ. Ҫӗрпӳне куҫса килни вӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатнӑ. Кӗҫӗн ачисем ача пахчине кайнӑ, аслисем халь вӗренӗве чӑрмавсӑр ҫӳреҫҫӗ. Кашни ачан тенӗ пек килте пӳлӗм пур халӗ. Волковсем 12 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланать. Вӗсем ҫывӑхри ҫӗре тара илсе выльӑх-чӗрлӗхпе малалла ӗҫлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрне тӗпрен юсама палӑртнӑ. Унта никӗсне тата цоколе ҫӗнетесшӗн. Проекта Экспертиза тата строительствӑра хак тӑвакан центр пӑхса тухнӑ. Проект документацине "Форс" ӑслӑлӑхпа производство фирми хатӗрленӗ. Палӑртмалла: Чӑваш патшалӑх драма театрне 1918 ҫулта пуҫарнӑ. 1933 ҫулта академи ятне панӑ, 1959 ҫулта - К.В.Иванов ятне. Халь театр вырнаҫнӑ ҫурта 1961 ҫулта уҫнӑ. 1993 ҫултанпа вӑл культура еткерлӗхӗн объекчӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Политика
Октябрӗн 30-мӗшӗ — политика репрессийӗсенче асап тӳснисене асӑнмалли кун ҪАПЛА каласа, куҫҫуль юхтарса йӗнӗ Дарья Трофимова хӑйне тытса кайма килнӗ милиционерсем умӗнче. Анчах йӗни те, тархаслани те пулӑшайман: ҫуркуннехи ҫав каҫ Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗнчи 5 ҫынна конвойпа Улатӑр тӗрмине илсе кайнӑ. Дарья Трофимова та — 27-ри тӗттӗм чӑваш хӗрарӑмӗ — икӗ ҫулти тата ултӑ уйӑхри ачисене куҫҫульпе йӗпетсе инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ.
|
Хулара
sueveriya.com сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм юмӑҫ серепине лекнӗ. Лешӗ унран укҫа сӑптӑрнӑ. Хӗрарӑм юмӑҫ патне авӑн уйӑхӗнче ҫырнӑ. Вӑл арҫынна юратнӑ, лешӗ вара – ҫук. Хайхи юмӑҫ ӑна малтан питне ӳкерсе яма ыйтнӑ, унтан – ҫарамасланса пӗтӗм кӗлеткине. Ку диагностика тума кирлӗ имӗш. Хӗрарӑм итленӗ. Анчах кайран ӑна ҫав юмӑҫ сӑнӳкерчӗксене тӗнче тетелне кӑларса хурассипе хӑратса укҫа ыйтнӑ. Хӗрарӑм ӑна 23 пин тенкӗ куҫарса парсан тин полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
"Осторожно, Москва" сайтри сӑн 22 ҫулти Чӑваш Ен хӗрӗ, Мускавра пурӑнаканскер, лотерейӑра 56 миллион тенкӗ илнӗ. Кун пирки РИА Новости пӗлтерет. Екатерина Чучелина Мускаври пӗр аслӑ шкулта вӗренет. Нумаях пулмасть вӑл занятире ларнӑ чухне онлайн мелпе темиҫе лотерея билечӗ туяннӑ. Унта задани ҫапларах: пӗтӗм хисепе пӗлмелле е пӗрне те пӗлмелле мар. Екатерина нихӑшне те тӗрӗс тупайман. Ҫапла вӑл 56 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Екатерина ку укҫапа пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянасшӑн. Унтан автошкулта вӗренесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паян ҫанталӑк ӑшӑрах-ха, ирхине ҫумӑр пекки те вӗтӗртетрӗ. Ыран-паян ҫавӑн пекех пулӗ. Шӑматкун каҫхине тӗтре карса илӗ, ирпе ҫеҫ сирӗлӗ. Кун хыҫҫӑн вара сивӗтме тытӑнӗ. Тунтикун уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Каҫсерен 20 градус таран сивӗтме тытӑнӗ, кӑнтӑрла 5-10 градус сивӗ пулӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уяр та сивӗ ҫанталӑк раштавӑн пӗрремӗш декади вӗҫлениччен пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Етӗрнере санитари вертолечӗ валли лапам тума пуҫланӑ. Ӑна ҫитес ҫул туса пӗтермелле. Пӗлтӗр Етӗрне тӑрӑхӗнче 70 пациента пульницӑна питӗ хӑвӑрт илсе ҫитерме тивнӗ. Вӗсене транспортпа илсе кайнӑ. Анчах пур пациент та кун пек чухне ҫула чӑтса ирттереймест. Уйрӑмах - выртакансем. Ҫитес ҫул Етӗрнере ку енӗпе лару-тӑру лайӑхланмалла, пациентсене санавиаци илсе ҫӳрӗ. Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче республикӑра санавиаципе 88 пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хальлӗхе вертолет вӗҫме пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян Патӑрьел районӗнчи полицейскисем пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫулсене тасатма пулӑшнӑ. Пӑрлӑ ҫумӑр ҫунипе тата ҫил вӑйлӑ вӗрнипе "Шӑмӑршӑ - Суйкӑн - Алтышево" ҫул ҫинче йывӑҫем, туратсем ӳкнӗ, машинӑсене ҫӳреме чӑрмантарнӑ. Патӑрьел районӗн полицейскийӗсем бензопӑчкӑ тытнӑ та ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫапла вӗсем ҫак ҫулпа ҫӳрекен водительсем валли ҫула тасатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса самай шар кӑтартнӑ. Паян ир тӗлне 9 районти 43 ял ҫутӑсӑр пулнӑ. Вӗсенче 6876 кил. Ҫав пӳртсенче 13737 ҫын пурӑнать. Кунсӑр пуҫне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 22 объектра ҫутӑ ҫук. Ҫав вӑхӑтра аварисене пӗтерес тесе 25 бригада ӗҫленӗ. Паян 14 сехет тӗлне 10 районти 33 ялта электроэнерги пулман. Хальхи вӑхӑтра аварие сирекен 35 бригада ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси ялӗнче агрофирмӑра гараж боксӗ ҫунма тытӑннӑ. Унта МТЗ-1025 трактор, ял хуҫалӑх техникин саппасӗсем ларнӑ. Пушарта вӗсем сиенленнӗ. Ҫулӑма часах, 1 сехетрен, сӳнтернӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ӑна кӳршӗ склад ҫине куҫма паман. Унта вара 300 тонна тырӑ упранать. Патӑрьел районӗнче Сител ялӗнче экскаватор-пугрузчик ҫуннӑ. Ҫулӑм мотор отсекне, машина кабинине сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |