Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика
gcheb-econ.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gcheb-econ.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хула администрацийӗ аптекӑсенче сутакан эмелсен хакне кашни кварталсерен тӗрӗслесе тӑрать иккен. Пурӑнма кирлӗ препаратсен списокне кӗмен, анчах халӑх уйрӑмах кирлӗ 50 эмеле илсен, асӑннӑ списокри 20 препарат иртнӗ ҫулӑн тӑваттӑмӗш кварталӗнче 40 процент йӳнелнӗ, 26 препарат 52 процент хакланнӑ.

Уйрӑмах йӳнелнисен шутӗнче — 10 таблеткӑран тӑракан 10-мӗш номерлӗ мукалтин. Вӑл 3 тенкӗ те 13 пус (е 9,3 процент) йӳнелнӗ. Фарингосепт хакӗ ыттисенчен ытларах хӑпарнӑ — 26,6 процент.

2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнчипе танлаштарсан иртнӗ ҫул вӗҫӗнче эмел хакӗ вӑтамран 10,79 процент ӳснӗ. Ҫав тапхӑрта уйрӑмах хакланни — валериана шӗвекӗ. Ӑна туянас тесен кӗсьене унчченхинчен 80,8 процент ытларах ҫӳхетме тивет.

 

Культура
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗсем литература ёлкине пуҫтарӑнӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ астунӑ тӑрӑх, ун пеккине ҫыравҫӑсем ытти ҫул та йӗркеленӗччӗ.

Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче иртекен культура мероприятине пухӑнса поэтсем иртнӗ ҫула пӗтӗмлетӗҫ, хӑйсен сӑввисене вулӗҫ. Чи лайӑх калем ӑстине куракансем палӑртӗҫ.

Литература ёлки кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 16 сехетре пуҫланӗ.

 

Персона
 wiki2.org сӑнӳкерчӗкӗ
wiki2.org сӑнӳкерчӗкӗ

Паян чӑваш композиторӗ Александр Васильев (9.1.1948-7.12.2012) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ.

Александр Георгиевич — композитор, педагог, Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер премийӗн лауреачӗ.

Композитор Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче искусствӑсен кафедрин преподавателӗ пулса ӗҫленӗ. Унӑн уйрӑмах паллӑ ӗҫӗсен хушшинче Ҫемен Элкерӗн «Хӗн-хура айӗнче» поэми тӑрӑх хайланӑ «Чакка» оперине асӑнса хӑварма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/5020.html
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем шантарнӑ пекех, республикӑна шартлама сивӗ ҫанталӑк ҫитрӗ. Вӑл хӑҫанччен хуҫаланӗ?

Паян ирхине республикипех 30 градусран ытларах сивӗ пулнӑ. Паян ҫӗрле тата сивӗтӗ: 31-36 градус таранах. Вырӑнӑн-вырӑнӑн 40 градус таранах ҫитӗ. Ыран та кунӗпех шартлама сивӗ пулӗ.

Термометр кӑтартнӑ тӑрӑх, юнкун ӑшӑтма пуҫлӗ, кӑнтӑрла 20 градус пулӗ. Анчах кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланнӑран 30 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Кӗҫнерникун-шӑматкун 20 градус пулӗ. Кӑрлачӑн 12-14-мӗшӗсенче термометр 10-15 градус кӑтартӗ.

Вырсарникун 12-17 градус сивӗ пулӗ, ҫил лӑпланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне ӑшӑ тӑрӗ, 2-7 градус сивӗ пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӑҫ ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре пулла кайнӑ. Анчах тӑванӗсем вӑл ӑҫталла ҫул тытнине пӗлмеҫҫӗ. Арҫынна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ.

Пулӑҫ япалисен тупнӑ. Анчах, шел те, хӑйне хальлӗхе тупайман. Паян 11 сехет те 40 минутра Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче, Атӑл ҫинче, унӑн калпакне, пирусне, пӑрине асӑрханӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енре следстви органӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84277
 

Республикӑра
upulmanologa.ru сайтри сӑн
upulmanologa.ru сайтри сӑн

Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен Чӑваш Енре 5 ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Ку статистикӑпа ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Сергей Павлов паллаштарнӑ.

Ҫак тапхӑрта 14 ҫын шӑнса кӳтнипе аптӑранӑ. 9-шӗн ҫӑмӑллӑнах хӑтӑлнӑ. Тепӗр 5-шӗ вӑйлӑрах аптӑранӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
"На связи" сайтри сӑн
"На связи" сайтри сӑн

Канмалли кунсенче Шупашкарта Ильбеков урамӗнчи общежити ҫуннине, унта 19 ҫулти хӗр вилнине пӗлтернӗччӗ. Уявсем вӗҫлениччен тӗп хулари тепӗр общежитире пушар пулнӑ.

Хальхинче Коопераци институчӗ патӗнче, Максим Горький проспектӗнчи ҫуртра. Иккӗмӗш хутри коридорти мачча, стенасем сиенленнӗ. Пӗтӗмпе – 25 тӑваткал метр. Пушара 10 минутран сӳнтернӗ, унта пурӑнакансене эвакуацилеме тивмен.

 

Чӑвашлӑх
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Должноҫе палӑртса ҫырса хунӑ чухне йӑнӑшнине Лидия Филиппова журналист асӑрханӑ.

«Чӑвашла куҫарнӑ чухне васкаса каллех йӑнӑш тунӑ. Ҫавӑн пекки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурчӗ ҫинче ҫакӑнса тӑрать», — чунне ыраттарса палӑртнӑ канӑҫсӑр чунлӑ калем ӑсти.

«Кам вӗсене ҫавӑн пек куҫарса парать-ши? Ҫакӑн пек майпа чӗлхене упраса хӑваратпӑр, ҫавӑн пек ӑна аталантаратпӑр шутланать...» — пӑшӑрханса ҫырнӑ журналист тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ хӑйӗн постӗнче.

Сӑмах май каласан, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ ҫинче «Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ» тесе ҫырса хуни ҫаплипех ҫакӑнса тӑнине те аса илтернӗ журналист.

 

Раҫҫейре

2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне пӗтӗмлетнӗ. Чӑвашсем нацисен хушшинче халӑх йышӗпе 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Тепӗр тесен, чӑвашсем 2010 ҫулта та 5-мӗш вырӑнта пулнӑ. Анчах ун чухне халӑх йышӗ нумайрах пулнӑ – 1 миллион та 435 пин те 872 ҫын чӑваш пулнине палӑртнӑ. 2020 ҫулта иртнӗ ҫыравра вара – 1 миллион та 67 пин те 139 ҫын. Ҫапла 11 ҫулта чӑвашсен йышӗ 368,7 пин ҫын чакнӑ. Тен, ку ҫыравра "эпӗ чӑваш" тесе палӑртакансен йышӗ сахалланнипе ҫыхӑннӑ. Мӗншӗн тесен ҫыравра чылайӑшӗ хӑй хӑш наци ҫынни пулнине палӑртман.

2010 ҫулта 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ чеченсем 3-мӗшне куҫнӑ. Пӗрремӗш вырӑнта яланхиллех вырӑссем. Пушкӑртсем - 4-мӗш вырӑнта.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://rosstat.gov.ru/vpn_popul
 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи Мускав районӗн территорийӗнче йӗркене пӑсса пулӑ, чӑрӑш турачӗ тата пиротехника сутнӑ. Ҫакна ятарлӑ тӗрӗслевсем вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.

Саккуна пӑсса тавар сутакансене Энтузиатсен урамӗнчи 34-мӗш тата 29-мӗш «а», Элкер урамӗнчи 11-мӗш ҫуртсен тӗлӗнче асӑрханӑ.

Йӗркене пӑсакан сутуҫӑсен тӗлӗшпе административлӑ протоколсем шӑрҫаланӑ. Саккун уйрӑм ҫынсене 1 пинрен пуҫласа 2 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене 3 пинрен пуҫласа 7 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене 30 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран штрафлама ирӗк парать.

 

Страницӑсем: 1 ... 609, 610, 611, 612, 613, 614, 615, 616, 617, 618, [619], 620, 621, 622, 623, 624, 625, 626, 627, 628, 629, ... 3851
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 15

1916
109
Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1920
105
Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ.
1921
104
Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ.
1939
86
Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ.
1956
69
Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1989
36
Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...