Культура
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Ҫветке чупмалли эрне пырать. Ку – ӗлӗкхи йӑла. Ялсенче темиҫе ҫул каялла Ҫветке чупасси анлӑ сарӑлнӑччӗ. Халӗ, шел те, ку манӑҫса пырать Элӗк районӗнчи Тушкассинче пурӑнакансем ав йӑлана манӑҫа кӑларасшӑн мар. Унта культура ҫуртӗнче юмӑҫ пӑхнӑ, Ҫветке юррисене юрланӑ. Вутланти культура ҫуртӗнче те ҫынсем юмӑҫ пӑхма пухӑннӑ. Пушкӑртстанри чӑвашсене те асӑнса хӑвармалла. Вӗсем «Сурхури ташши» ташласа Ҫветке уявне паллӑ тунӑ. Ҫав ӗлӗкхи ташӑ Пушкӑртстанри пӗр ялта кӑна упранса юлнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва поселокӗнче пушар алхаснӑ. Унта ҫурт ҫуннӑ. Пушарта 63 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 35-ри ывалӗ шар курнӑ. Пиҫсе кайнӑскерсене тата сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскерсене районти тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрохатӗр юсавсӑр пулнӑран тухнӑ. Пушар 4 тӑваткал метр маччана, пурлӑхӑн пӗр пайне, шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Кун валли 1 миллион тенке яхӑн тӑкаклама палӑртнӑ. Мероприяти йӗркелӳҫин визуаллӑ сценари, графика дизайнӗ хатӗрлемелле, автор видеоматериалӗсене туянмалла, проекторсемпе хӑна ҫурчӗн номерне тара илмелле, отчет материалне кӗртнӗ 200 открытка тумалла. Ҫавӑн пекех кофе-брейк йӗркелемелле, 25-30 минута тӑсӑлакан видеоматериал тумалла. Ҫапла майпа Патшалӑх Канашне ҫырупа паллаштармалли мероприяти валли 938,8 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Врач офисӗнче шыв та ҫук, тухтӑр та ҫук» — тесе эпир Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи врач офисӗнчи лару-тӑру пирки «Ҫыхӑнура» форум пӗлтерни тӑрӑх ӗнер ирпе хыпарланӑччӗ. Паян, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче асӑннӑ офис ҫынсене ҫак эрнери ытлари кун (кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче) йышӑнма тытӑнни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Тухтӑр ҫуртне пынисем офис пирки хавхаланса та ҫунатланса (халӑхра ун пеккине «вӗҫсе каясла» теҫҫӗ) каласа кӑтартнӑ. Сӑмахран, Киря посёлокӗнче пурӑнакан Валентина А, Людмила М. питӗ савӑннӑ. Вӗсем врач офисне ырласа пӗтереймеҫҫӗ. Офисра врач тата профедура кабинечӗсем, 3 койко-вырӑнлӑх кӑнтӑрлахи стационар пур иккен. Тухтӑр ҫуртне интернетпа ҫыхӑнтарнӑран вырӑнтисем ансӑр специалистсемпе е республика пульницисенчи врачсемпе канашласа илме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта юр ирӗлтерекен хатӗр ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫапах хулари пӗтӗм юра унта турттарма пуҫламӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк пайне пур-пӗрех полигона илсе тухӗҫ. Юр ирӗлтерекен хатӗр Трактор тӑвакансен проспектӗнчи индустри паркӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл пӗр сехетре 45-60 кубла метр юр ирӗлтерме пултарать. Юр шывӗ канализацие юхать, кайран - тасатакан сооруженисене. Килӗшӗве "Дорэкспа" алӑ пуснӑ. Вӑл 7 миллион тенкӗпе 18,8 пин кубла метр юра утилизацилӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pcheb_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Кострома тӑрӑхӗнче чӑваш водителӗ инкеке лекнӗ. Ту ҫинчен аннӑ чухне машина прицепӗ айккинелле пӑрӑнса кайнӑ та автомобиль ҫул айккинелле кайса ларнӑ. Йывӑр тиевлӗ пысӑк машинӑна юр ӑшӗнчен йӑпӑр-япӑр ниепле те кӑлараймӑн. Ҫитменнине тата хӗллехи кун урамра часах шӑнса кӳтӗн. Инкек вырӑнне вырӑнти йӗрке хуралҫисем ввскавлӑн пырса ҫитнӗ. Иван Лебедев тата Валентин Смирнов инспекторсем ытти транспорта иртсе ҫӳреме май туса панӑ, чӑваш водительне вӗри чейпе хӑналанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Евгения Егорова мамӑкран ёлка валли теттесем ӑсталать. Телеграмри «Земляки|Ентешсем» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑй тӗллӗн ӗҫлет. «Манӑн бизнес» организацире ӑна тавар туянакансене илӗртме вӗрентнӗ. Ун пирки халӗ чылайӑшӗ пӗлет тесе хыпарланӑ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ каналта. Евгения Егорова тренер пулса ӗҫлет. Вӑл — пауэрлифтинг енӗпе спорт мастерӗ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн алли те ылтӑн. Ҫӗрмамӑкран тӗрлӗ пукане ӑсталаканскер вӗсене чӑвашла та капӑрлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Регнум" сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр компани директорӗ виҫӗ ӗҫченне шалу тӳлемен. Ӑна куншӑн явап тыттарма палӑртнӑ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, компанин укҫи пулнӑ. Анчах директор виҫӗ ӗҫченне икӗ уйӑхран ытларах шалу тӳлемен. Пӗтӗмпе - 440 пин тенкӗ. Ҫак компани ертӳҫине штраф тӳлеттерме е 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн, иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче, Шупашкарти лавккасенчен пӗринчен вӑлча вӑрланӑ. Ленинла Комсомол урамӗнче вырнаҫнӑ магазинтан 25 банка хӗрлӗ вӑлча ҫухалнӑ. Укҫа ҫине куҫарса шутласан, тӑкак 10 пин тенке яхӑн ларнӑ. Пӑтӑрмах пирки сутуҫӑсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ хыҫҫӑн пакунлисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халь йӗри-тавра камерӑсем лараҫҫӗ те, часах вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл 22 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ. Каччӑ унччен те пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Пакунлисене хайхискер питӗ ӳкӗннине пӗлтернӗ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫынна тӳрех ӗненсе лартма васкамаҫҫӗ те, каччӑ кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Кадыков урамӗнчи лавккаран тӗрлӗ тавар 6 пине яхӑн тенкӗлӗх вӑрлани ҫиеле тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() yur-gazeta.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм кӳршисене сӑмахпа хӑртнӑшӑн судра явап тытнӑ. Ӑна административлӑ майпа айӑпланӑ. Ҫакӑ паллӑ: пӗлтӗрхи ҫурла, авӑн тата юпа уйӑхӗсенче 47 ҫулти хӗрарӑм аппӑшӗпе йӑмӑкне, 27-ри тата 30-ти хӗрарӑмсене, подъездра пӗрре мар сӑмахпа кӳрентернӗ. Лешсем ҫакна видео ӳкернӗ. Судра 47-ри хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ. Ӑна 3 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |