Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 12 сехет те 10 минутра Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи 73-мӗш ҫурт патӗнче машина ачана таптаса кайнӑ. 7 ҫулти хӗрача светофор ҫук вырӑнта, «зебра» патӗнче, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. «Тойотӑпа» пынӑ 62 ҫулти водитель ун ҫине пырса кӗнӗ. Юрать-ха, ача суранланнӑ кӑна. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ачана асӑрхаман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Элӗк район хаҫачӗн архивӗнчи сӑн Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче пурӑнакан Ефимовсен ҫемйинче пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӗсене патшалӑх пысӑк ҫӗнӗ ҫурт туса панӑ. Ефимовсем 5 ача ӳстереҫҫӗ. Вӗсем пысӑк ҫуртра пурӑнма ӗмӗтленнӗ. Халӗ ав вӗсене ҫӗнӗ пӳрт уҫҫине тыттарнӑ. Ҫурт 56 тӑваткал метр. Унта ҫутӑ, ӑшӑ пур, шыв кӗртнӗ, ваннӑйӗнче те ҫӑвӑнма пулать. Пӗр сӑмахпа, ҫак ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма хӑтлӑ та кӑмӑллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Создание сценического танцевального костюма» кӗнекене пахалама пуҫтарӑннӑ. Унӑн авторӗ — халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ, Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Краснова. Пособи сцена ҫине тухмалли ҫипуҫ епле йӗркеленнипе паллаштарать. Кӗнекене культура вӗрентӗвӗн заведенийӗсен преподавателӗсем, хореографи коллективӗсене ертсе пыракансем, студентсем валли тесе хатӗрленӗ. Кӗнекене хаклама хутшӑннӑ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори наукисен докторӗ Виталий Иванов та ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ Райн центрӗсемпе хуласенче хӗле хатӗрленеҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, ҫынсен хӗллехи канӑвӗ пирки шухӑшлаҫҫӗ. Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче кӑҫал, сӑмахран, 11 каток тата йӗлтӗрпе ярӑнмалли 8 вырӑн хатӗрлӗҫ. Пӑр лапамӗсем хулари пӗрремӗш тата пиллӗкмӗш гимназисен, тӑваттӑмӗш лицей, 39-мӗш, 50-мӗш тата 60-мӗш шкулсен тӗлӗнче, Университет, Павлов, Афанасьев, Гузовский урамӗсенчи картишсенче, Йӑлӑм поселокӗнче пулӗҫ. Гузовский ращинче, Берендей вӑрманӗнче, «Амазони» этнокомпексра тата Етӗрне шосси хӗррипе йӗлтӗрпе ярӑнмалли ҫулсем йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Канаш районӗнчи пӗр ача пахчин заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 3 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑл ача пахчин заведующийӗ пулнӑ. Ун чухне вӑл хӑйӗн ывӑлне юсав тӑвакан рабочи пек ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Анчах лешӗ ӗҫлемен, ҫав вӑхӑтран пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен шалу илсе тӑнӑ. Ку кӑна мар, премие те, ытти тӳлеве те тивӗҫнӗ. Амӑшӗ вара ывӑлӗн счечӗпе усӑ курайнӑ, укҫипе хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ. Ҫапла вӑл республика хыснине 660 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ патӗнче авари пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫынсем аманнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 48 ҫулти «Шевроле» водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «универсалпа» ҫапӑннӑ. «Шевроле» водителӗ, унӑн пассажирӗ тата «универсал» пассажирӗ аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Махмаджон Холипов - сулахайра ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне Леонид Черкесова Махмаджон Бахтиёрович Холиков пулӑшса пырӗ. Махмаджон - ЧР ҫар комиссарӗн Бахтёр Холиковӑн ывӑлӗ. Вӑл 24 ҫулта. Махмаджон унччен регионти Культура министерствин этноконфессиллӗ хутшӑнусен пайӗнче тӗп специалист-экспертра ӗҫленӗ. 2016 ҫулта Шупашкарти 10-мӗш шкултан вӗренсе тухсан Мускава Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен патшалӑх академи университечӗн политологи факультетне ӑс пухма кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн пултарулӑхне Тутарстанри куракансем пӑхса савӑнайӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче артистсен ушкӑнӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче пулӗ. Унта вӗсем «Гордимся Родиной своей» (чӑв. Тӑван ҫӗршывпа мухтанатпӑр) программӑпа кайма палӑртнӑ. Программа премьерине Чӑваш Енри куракансене кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче кӑтартнӑччӗ. Чӑваш артисчӗсем сцена ҫине паллӑ композиторсен хайлавӗсемпе, илемлетнӗ халӑх юррисемпе тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Паян Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче пӗтӗм халӑхсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. «Халӑх пуянлӑхӗ – чӑваш тӗрринче» ят панӑскере Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх промыслисен ӑсти, институтӑн халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин заведующийӗ Раиса Васильева уҫнӑ. Конференцире докладпа кафедра студенчӗсем, хулари 60-мӗш шкулти 8-мӗш класра вӗренекенсем тухса калаҫнӑ. Экспертсен йышӗнче Николай Балтаев, Зинаида Воронова ӑстасем, Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн библиотекарӗ Вера Архипова пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
foto.cheb.ru сайтри сӑн Ӗнер Шупашкарта 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра икӗ арҫын ҫапӑҫнӑ. Иккӗшӗ те ӳсӗр пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Пӗр арҫын чӳрече патӗнче ҫывӑрса пынӑ. Тепри салона кӗнӗ те мӑкӑртатма пуҫланӑ. Лешне ку килӗшмен. Иккӗшӗ тытӑҫсах ӳкнӗ. Хайхискерсем киревсӗр сӑмахсемпе те перкелешнӗ. Юлашкинчен автобус водителӗ чӑтайман – икӗ «паттӑра» салонран тухма ыйтнӑ. Лешсем урама тухсан чарӑнура малалла ҫапӑҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |