Республикӑра
![]() Яндекс Карты сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Спорт министерстви хӑйне пӑхӑнакан темиҫе организаци ятне ылмаштарма йышӑннӑ. Сӑмахран, «В. Егорова олимп чемпионки ячӗпе хисепленекен Шупашкарти Олимп резервӗн 1-мӗш спорт шкулӗ» хысна учрежденийӗ ӳлӗмрен те хысна учреждениех шуланӗ-ха, анчах организаци ячӗ ҫумне «хушма пӗлӳ паракан» сӑмах хушса хунӑ. Олимп резервӗллӗ 2-мӗш, 3-мӗш, 4-мӗш, 5-мӗш, 6-мӗш, 7-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш, 10-мӗш спорт шкулӗсем, ҫавӑн пекех 11-мӗш спорт шкулӗ, футбол енӗпе спорт шкулӗ, лаша спорчӗн шкулӗ те хушма пӗлӳ паракан организацисем шутланӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Хыракассинчи ӳнер шкулӗ халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ Герман Лебедев композитор ячӗпе хисепленсе тӑрӗ. Герман Лебедев — паллӑ чӑваш композиторӗ, хор дирижёрӗ, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. «Вӗренӳ учрежденийӗ кӑҫал 50 ҫул тултарать. Шкула паллӑ ентеш ятне пани пысӑк чыс. Ҫитменнине тата кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пирӗн республика Герман Лебедев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине уявлӗ», — хавхаланса палӑртнӑ шкул директорӗ Людмила Абдулкина. Герман Лебедев Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш поэчӗсен сӑввисемпе 400-е яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ. Унсӑр пуҫне вӑл — симфони оркестрӗ валли ҫырнӑ инструмент хайлавӗсен, 13 вокалпа хореографи сюитин авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Кун пирки академин яваплӑ секретарӗ Елизавета Долгова халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, унта пухӑннисем ҫӗнӗ ҫулти ӗҫ планне пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин ертсе пынӑ. Чӑваш наци ӑслӑхпа ӳнер академийӗ — халӑхӗн ӑслӑхне, ӳнерне, таврапӗлӗвне, ӑс-хакӑлне, культурине аталантарас енӗпе ӗҫлекен пултарулӑх пӗрлешӗвӗ. Организацин тӗп тӗллевӗ — тӑван халӑхӑн чун-чӗре хавхине, ӑс-пурлӑхне, кунҫулне, вӗсен аталану ҫул-йӗрне тӗпчесси, тӗрӗс кӑтартасси, ҫак пархатарлӑ юхӑма явӑҫакан пур ҫынна, ушкӑна хавхалантарасси, тӗкӗ парасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине Шупашкар районӗнчи Анатри Макаҫ ялӗнчи насос станцийӗнче сигнализаци ӗҫлеме пуҫланӑ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсемпе пӗрле – овчарка та. Ингул ятлӑ йытӑ станцие кӗме хӑтланнӑ ҫын йӗрӗ ҫине ӳкнӗ, пӗр ҫухрӑм кайса ун патне илсе ҫитернӗ. Ҫапла йӗрке хуралҫисем Кӳлӗ урамӗнче пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ патне ҫитсе тӑнӑ. Каччӑ 43 ҫулти пӗлӗшӗпе станцие кӗме хӑтланни пирки каласа кӑтартнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ ҫырура республикӑра ҫуралнӑ ачасене парне пама сӗннӗ. Вӑл – чӑваш тӗрриллӗ тум. «Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче тахҫантанпах сӳтсе явакан пулӑшу мерине пурнӑҫламалла тесе шутлатӑп. Ку – тин ҫуралнӑ ачана наци символикиллӗ парне парасси», - тенӗ Олег Николаев Элтепер. Палӑртмалла: унччен республикӑра чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш тӗррин кунӗнче, ҫуралнӑ пепкесене кӑна кунашкал парне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() kidsbebus.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта пӗр хӗрарӑм васкавлӑ медпулашӑва шӑнкӑравланӑ: унӑн 7 уйӑхри ачи япӑх сывлама пуҫланӑ, ӳтне кӑвак тӗс ҫапнӑ. Пепке 40 ҫеккунт сывламанни те пулнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу вырӑна 7 минутран ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра амӑшне Галина Евдокимова аслӑ тухтӑр телефонпа мӗн тумаллине вӗрентнӗ. Ҫапла тухтӑрсем ҫитиччен ачан сывлав ҫулне кӗрсе ларнӑ япала тухса ӳкнӗ. Шурӑ халатлисем пепкене тӗрӗсленӗ те Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Виҫӗмкун, юрҫӳрен ҫине утлантӑм та, хам тӑвансем патне, Хурӑнлӑх ялне, хӑнана кайса килтӗм. Хурӑнлӑха илес пулсан ку ят маншӑн темле искусственнӑй ят пек. Эп вӑл яла Попой теме хӑнӑхнӑ та, официаллӑ ята ниепле те хӑнӑхаймастӑп. Мӗн ачаранах Попой тесе те, Хурӑнлӑх теме йывӑртарах. Апла-и, капла-и, ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн канас тӗллевпе тӑвансем патне ҫул тытрӑм. Тарас Коли теҫҫӗ ӑна ялта. Ятсӑр-сумсӑр теме пултараймастӑп. Тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗ. Пирӗн таврари чи малтан ӑсталанӑ мини-тракторсене илес пулсан, ун ятне асӑнмасӑр май ҫук. Ал-ури ҫыпӑҫать теҫҫӗ ун пек ҫынсем пирки. Пӗрре кӑна мар, виҫӗ мини-трактор пуҫтарнӑ вӑл. Унсӑр пуҫне пӗрре юрҫӳрен те пуҫтарса пӑхнӑ, анчах конструкци ӑнӑҫлах пулманран вӗҫне ҫитермен. «Тапратса тухрӑм та пӗрле ӗҫлекенсем пурте сиксе тухрӗҫ», — каласа пачӗ пӗррехинче. Йӗлтӗрӗсене кирлӗ пек туманран ӗнтӗ, шел те, юрҫӳрене итлеттереймен. Вара алӑ сулнӑ. Калас пулать, вӑл вӑхӑтра хальхи пек кашни ялта 2-4-шар юрҫӳрен пулман… Ачи-пӑчисем пурте ҫитӗнсе ҫитнӗ. Кашнин хулара хваттер пур пулин те ашшӗ-амӑшӗ патне яла кашни кун тенӗ пекех ҫӳреҫҫӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Дубовски поселокӗнче пӗр ҫуртра икӗ ҫын виллине тупнӑ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 57-ри арӑмӗпе 64 ҫулти упӑшки сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Кӑмака пӑрахӗ пӑрланса ларнӑ-мӗн. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе тӗрлӗ экспертиза тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти хӗрӗн ултавҫӑсене пула 2 миллиона яхӑн тенкӗ кредит тӳлеме тивӗ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланнине пӗлтернӗ. Ӑна пӑрахӑҫлама хайхискер темиҫе операци тума ыйтнӑ. Вӗсене пурнӑҫласан вӑл ултавҫӑсен счечӗ ҫине 1 миллион та 991 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ку укҫа - банкран машина туянма илнӗ кредит. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Валери Туркай сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗн вывескине тинех чӑвашла ҫырса хунӑ. Ку хыпара эпир ӗнер хамӑр ҫӑлкуҫсем урлӑ пӗлтӗмӗр. Ырӑ хыпара пӗлтерекен палӑртнӑ тӑрӑх, «миҫе ҫул иртрӗ пулин те ҫак ӗҫе туни, чӑн та, савӑнтарать. Малтан «Май ҫук» тесе тӳрре тухма хӑтланкаланӑ. Анчах, тӑрӑшсан, чӑнах та тума пулать». Мӗн тӑвӑн, Чӑваш Енре чӑвашла вывескӑсене курсан савӑнма тивни, пӗр енчен, питех те тӗлӗнтерет. Наци республикисенче малтанах вӗсене чӑвашла тата вырӑсла ҫырса хумалла пек те... Ҫав вӑхӑтрах акӑлчанла ҫырса хунисем те хулара тӗл пулаҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |