Республикӑра
kurieronline.ru сайтри сӑн 7 уйӑхри ачана пуҫӗнчен ҫапнӑ арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Ку ӗҫ кӑҫал пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Етӗрнере пулнӑ. Вӑл хваттерӗнче хӑнана килнӗ хӗрарӑмпа эрех ӗҫнӗ. Лешӗ пӗчӗк ачипех ҫитнӗ. Ирхи 4 сехетре ача макӑрма пуҫланӑ. Ку арҫынна тарӑхтарнӑ. Вӑл пӗчӗкскерӗн хӑлхине пӑрнӑ, унтан пуҫӗнчен аллипе ҫапнӑ. Арҫын ачан пуҫ купташки хуҫӑлнӑ, пуҫ мими сиенленнӗ. Прокуратура ыйтнипе ачана амӑшӗнчен туртса илсе кукамӑшне (е асламӑшне) опекӑна панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗ нормӑран сивӗрех пулнӑ – ҫапла пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Канмали кунсенче те ӑшах тӑрӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Шупашкарта ҫак кунсенче 1 тӑваткал метр ҫине 20 литр шыв ӳкме пултарӗ. Тунтикунран сивӗтме пултарӗ. Кунӑн пӗрремӗш ҫурринче юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ытларикунпа юнкун та кӑштах ҫума пултарӗ. Эрне варринче типӗ ҫанталӑк тӑрӗ, хӗвел те тухӗ. Ҫӗрлесерен 10 градус таран шӑнтма пултарӗ, кӑнтӑрла 2-5 градус сивӗ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхине «Муркаш – Турай – Сӑр» автоҫул ҫинче темӗнле машина ҫынна ҫапса кайнӑ. Авари вырӑнӗнче кӑвак тӗслӗ бампер тата патшалӑх номерӗн пайӗсем юлнӑ. Водителе шыраҫҫӗ. Ҫын виллине тепӗр кун ирхине кӑна асӑрханӑ. Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ хыпара ӗненес тӗк, ҫав ҫын кам пулнине палӑртман. Водителе тупмашкӑн пулӑшма ыйтаҫҫӗ. 102 телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла е телеграмра @antidiler21bot бота ҫырмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Хӗсмет
80 ҫул иртсен мӑнукӗ район хаҫачӗ пулӑшнипе хӑйӗн ҫывӑх ҫыннин вил тӑприне шыраса тупнӑ. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи кӗрленӗ ҫулсем пиртен аякран аякка кайса пыраҫҫӗ, ҫав ҫулсемпе пӗрлех Ҫӗнтерӗве ҫывӑхартассишӗн вилӗмрен хӑрамасӑр тӑшманпа ҫапӑҫнӑ паттӑрсем те манӑҫа тухас хӑрушлӑх пур. Мӗн пӗлеҫҫӗ-ха фронтовиксен мӑнукӗсемпе вӗсен ачисем 1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫӑ ҫинчен? Питех те сахал. Шел те, юлашки 15-20 ҫул ҫӗр-шывра патриотизм теми шкул программисенче те паллӑ вырӑн йышӑнман, ҫамрӑксем вӑрҫӑ паттӑрӗсем ҫинчен те питӗ сахал пӗлеҫҫӗ. Вӑрҫӑ вара кашни ҫемьене хуйхӑпа асап кӳнӗ, кашни ҫемье тенӗ пекех фронтран кама та пулин кӗтсе илеймен. «Таврӑнмарӑр... Ах, таврӑнмарӑр. Пурӑнса, юратса кураймарӑр», — ҫак йӗркесене ҫырнӑччӗ эпӗ темиҫе ҫул каялла вӑрҫӑра вилнӗ ентешсене асӑнса Ҫапах та хӑйсен паттӑр та хӑюллӑ ҫывӑх ҫыннисене асра тытакан мӑнуксемпе вӗсен ачисем пурри фронтра пуҫ хунисен ячӗсем нихӑҫан та манӑҫмассине ӗненме май парать. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин юнпа пӗвеннӗ истори страницисенче Ленинграда паттӑррӑн хӳтӗлени уйрӑмах палӑрса тӑрать. |
Афиша
Вырсарникун, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканалта Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма Чӑваш Енри баянист Егор Матвеевский хутшӑнӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланать. Егор Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче вӗреннӗ. Вӑл Чӑваш эстрадинче те палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш наци конгресӗн "Контактри" сӑнӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Василий Артемьев 75 ҫул тултарнӑ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать. Василий Артемьевич – философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пӗтӗм тӗнчери информатизаци академийӗн пайташӗ, Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Аякри Тӗмен хулинче чӑваш спектаклӗсене кӑтартӗҫ. Унта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ гастрольпе тухса кайӗ. Чӑваш артисчӗсем Тӗменте чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗпе 30-мӗшӗсенче пулӗҫ. Тӗменти Пысӑк драма театрӗн сцени ҫине малтанхи кун «Ялта» спектакльпе тухӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 тата 13 сехетсенче «Кто принцессу поцелует» юрӑллӑ-ташӑллӑ юмах лартӗҫ. Ҫав кун каҫхине, 19 сехетре, «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» камит курма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Зинаида Михайловна архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Нумаях пулмасть Красноармейски шкулӗнче «Тӑван ен культури» предметпа муниципалитет тапхӑрӗнчи регион олимпиади иртнӗ. Унта Трак енри шкул тапхӑрӗнчи олимпиадӑра ҫӗнтернӗ 21 вӗренекен хутшӑннӑ. «Олимпиадӑна хутшӑнакансем чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне, паллӑ ҫыннисене, пурлӑх культурине пӗлни, панӑ темӑпа эссе ҫырма пултарни питӗ савӑнтарчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене республика шайӗнчи тапхӑрта хутшӑнма ҫивӗч ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, ырӑ кӑмӑл-туйӑм сунатпӑр», — тесе пӗлтернӗ Зинаида Михайлова вӗрентекен «Контактра» тӗнче тетелӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат «Пӗр класрисем» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ пост «Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат хупӑнмӗ. Кун пирки хаҫатҫӑсем «Пӗр класрисем» тӗнче тетелӗнче хавхаланса пӗлтернӗ. «Хаклӑ та савӑнӑҫлӑ хыпар — «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫата сыхласа хӑварма пултартӑмӑр, паянтан пуҫласа ӑна 2023 ҫулӑн I ҫурри валли кирек хӑш почта уйрӑмӗнче ҫырӑнтарма пуҫлаҫҫӗ! Индексӗ П2262, хакӗ 430,38 тенкӗ. Ноябрь уйӑхӗнче почтальонпа тӗл пулма васкӑр. Ӗнтӗ хаҫат шӑпи сирӗн алӑра — йӑлтах тиражран килет малашлӑх», — хыпарланӑ юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ постра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӳкӗн 9-мӗшӗнче, ӗнер, Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ Сарӑту облаҫӗнчи Энгельс хулинчен кӳрсе килнӗ хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине тӗресленӗ. Пӗтӗмпе – 213 килограмм. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче хӗвелҫаврӑнӑш вӑрринче сиенлӗ япаласем тупнӑ (амброзия полыннолистная (Ambrosia artemisiifolia) тата амброзия трехраздельная). Ҫавна май кӳрсе килнӗскере пӗтӗмпех ҫунтарса янӑ. Сӑмах май, республикӑра ку япаласене унччен те тупнӑччӗ. Вӗсем Мускавран кӳрсе килнӗ «Родос» редис вӑрринче пулнӑ. 337 хутаҫа ҫунтарса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |