Тӗнче тетелӗ
Сайтпа паллаштарнӑ самант Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян «Наследие Чувашии» ҫӗнӗ сайта хӑтларӗҫ, вӑл мӗнлерех пулмаллине сӳтсе яврӗҫ. Ҫӗнӗ сайта культурӑпа ӳнер тӗлӗшпе мӗнпур нацишӗн пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене пулӑшас тӗллевлӗ Раҫҫей Президенчӗн гранчӗпе усӑ курса йӗркеленӗ. Грант илнӗренпе мӗнпурӗ 4 уйӑх ытларах иртнӗ пулин те ҫӗнӗ сайт сӑн-пичӗ хатӗр те ӗнтӗ. Пур пая та информаципе тултарса ҫитереймен пулин те кӗске вӑхӑт хушшинче тунӑ сайт пӗтӗмӗшле пӑхсан хатӗр. Наци вулавӑшӗ ку сайтра чӑваш халӑхӑн культурине ҫутатакан мӗнпур информацие пухса вырнаҫтарасшӑн. Вӑл ҫеҫ те кӑна мар, кунта ҫыннисем пирки те, ял-хула ҫинчен те, халӑхӑн историйӗ, республикӑн паллӑ вырӑнӗсем пирки информаци пулмалла. Ҫак мӗнпур информацие наци вулавӑшӗ тӗрлӗ вырӑнтан пухса йӗркелесшӗн. Сӑмахран, «Паллӑ кунсен календарӗнчи» информацие. Ҫавӑн пекех кунтах республикӑра пичетленсе тухнӑ районсен энциклопедийӗнчи информацие тупма май пулӗ. Плансем пысӑк, ҫавӑнпа та тӳрех тултарса ҫитерме май ҫук. Анчах вал информаци майӗпен тулса пырассине проект авторӗ шантарсах каларӗ. |
Сывлӑх
Раштав уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ахӑртнех, юр нумай ҫумӗ, ытларах антициклон хуҫаланӗ, сивӗ те уяр кунсем тӑрӗҫ. Сывлӑш температури вӑтамран 8,5 градус пулӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх тӑршшӗпе юр 3-4 хутчен кӑна ҫӑвӗ. Ҫапах уйӑх вӗҫнелле юр хулӑнӑшӗ 25-30 сантиметра ҫитӗ. Питӗ шартлама сивӗ ҫанталӑках пулмӗ. Каҫсерен термометр 20 градусран сивӗрех кӑтартмӗ. Хушӑран ӑшӑтма пултарӗ, анчах нумайлӑха мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул Чӑваш Енри чи маттур вӗрентекенсем 50-шар пин тенкӗ илме пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушу алӑ пуснӑ. Вӗренӳ тытӑмӗнче инноваци енӗпе чи лайӑх ӗҫлекен 30 вӗрентекене 50-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Вӗсене ҫак номинацисенче палӑртӗҫ: «Лайӑх методист», «Сусӑр ачасемпе ӗҫлекен чи лайӑх вӗрентекен», «Лайӑх тьютер», «Педагогика дебючӗ», «Учитель-дефектолог», «Тӑван чӗлхепе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Экономика
Истори страницисене уҫсан... Ульяновск облаҫӗн пирӗнпе кӳршӗллӗ Сӑр (Сурский) районӗнче «Кезьмин замокӗ» текен авалхи кермен — туристсене хӑй патне илӗртекен вырӑн пур. 12 метр ҫӳллӗш, архитектура тӗлӗшӗнчен питӗ илемлӗ ҫак усадьбӑра 1830-1890 ҫулсенче пуян купса В.П.Крылов пурӑнни паллӑ. Кам-ха вӑл Крылов тата Шӑмӑршӑпа хӑш енчен ҫыхӑннӑ? Хамӑр тӑрӑха туристсене чӗнетпӗр пулсан, пирӗн Крылов купса ҫинчен те каласа пама пӗлмелле. Василий Петрович Крылов хӑй вӑхӑтӗнче питӗ паллӑ та пуян ҫын пулнӑ, II Александр патшан арӑмӗ Екатерина Долгорукова ҫумӗнче службӑра тӑнӑ. Паллӑ мар сӑлтавсене пула Крылов службӑна пӑрахса Чӗмпӗр кӗпернине пурӑнма куҫать. Кунта вӑл поместье туянать те тӳрех строительство ӗҫӗсене пуҫӑнать: малтанах кирпӗчрен тунӑ чиркӗве юсаса ҫӗнетет, унтан «викторианский» стильпе замок ҫӗклет. Хӑйӗн ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме Чӗмпӗр кӗпернинчи паллӑ сӑрт-ту инженерне Владимир Брюхатыя чӗнсе илет, замок тӑвас ӗҫе ертсе пынӑшӑн ӑна 100 пин тенкӗ тӳлет. Икӗ хутлӑ кермене пилӗк ҫул хушшинче кӗпернери чи чаплӑ ӑстаҫӑсем туса лартнӑ. |
Статистика
Чӑвашстат сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашстат пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче иртнӗ халӑх ҫыравӗн пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарнӑ. Халӑх йышӗ чакнӑ. Ку кӑтарту иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнчи кӑтарту патне ҫывхарнӑ. 1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче республикӑра 1 миллион та 229 пин ҫын пурӑннӑ. 2020 ҫулта халӑх йышӗ 1 миллион та 187 пин ҫынпа танлашнӑ. Юлашки ҫырав кӑтартнӑ тӑрӑх, халӑхӑн 64 проценчӗ хулара пурӑнать, ыттисем - ялта. Кӑҫал кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче халӑх йышӗ 6,9 пин ҫын чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Александр Рыбаков. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя Александр Рыбакова тухӑҫлӑ тӑрӑшнӑшӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Парламент президиумӗ ун пек йышӑнӑва чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Александр Рыбаковӑн ӗҫ вӑхӑчӗ тухнӑччӗ. Ӑна ҫав кунах ӗҫре тепӗр хутчен ҫирӗплетнӗччӗ. Бизнес-омбудсмен пулса ҫав ҫын 2017 ҫултанпа тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ене Владимир Глазунов телеертӳҫӗ тата сӑвӑ илемлӗ вулакан килӗ. Унӑн пултарулӑхӗпе Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 19 сехетре паллашма май килӗ. Владимир Глазунов «Ностальгия» телеканалпа «Рожденные в СССР» программӑна тӳрӗ эфирта ертсе пырать. Вӑл — продюсер, режиссер. Журналист тӗрлӗ артистпа, политикпа, писательпе, художникпа, спортсменпа тата музыкантпа интервью хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Мускаври патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи Телевиденин аслӑ шкулӗн преподавателӗ те. Арбатри Журналистсен ҫуртӗнче «Один на один» ярӑмпа тӗлпулусем йӗркелет. Филармонире вӑл хальхи вӑхӑтри поэтсен сӑввисене вуласа парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти "Университет" микрорайонта ыран ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлӗ. Вӑл "Маленькие академики" /чӑв. "Пӗчӗк академиксем"/ ятлӑ. Вӑл Кураков бульварӗнчи 1-мӗш ҫуртра вырнаҫӗ. Чӑннипе, ача пахчи ҫулталӑк кая юлса уҫӑлать. Унӑн пӗлтӗр кӗркуннех ачасене йышӑнмалла пулнӑ. Анчах подрядчик объекта вӑхӑтра туса пӗтермен. Виҫӗ хутлӑ ача пахчине ҫулталӑк ҫурӑран аслӑрах 250 шӑпӑрлан ҫӳрӗ. Унта 14 ушкӑн йӗркелӗҫ. Ачасен бассейнра чӑмпӑлтатма та май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Следстви комитечӗ Мари Элте инкек пулнӑ. Унта Чӑваш Енри арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗн регионти управленийӗ пӗлтерет. Инкек Козмодемьянск хулинче нумай хутлӑ ҫурт тунӑ ҫӗрте пулнӑ. Чӑваш Енри 49 ҫулти арҫын ӗҫе пӗрремӗш кун тухнӑ. Вӑл кранпа ӗҫленӗ. Тӑрук кран персе аннӑ. Шел те, крановщик вилнӗ. Халӗ Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнисене тӗрленӗ кипке парнелесси йӑлана кӗнӗ. Ку акци пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫак кун ҫуралнисем "Тӗрӗре ҫуралнисем" акцие хутшӑнакансем пулса тӑраҫҫӗ. Кӑҫал чӳкӗн 26-мӗшӗнче пепкелӗх центрӗнче 10 ача ҫуралнӑ: 6 арҫын ачапа 4 хӗрача. Ҫӗнӗ Шупашкарти перинаталь центрӗнче 5 пепке кун ҫути курнӑ. Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралнисене пурне те чӑваш тӗрриллӗ кипке парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |