Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Раҫҫейри халӑхсен челхисен кунне паллӑ тунӑ. Ӑна кӑҫал пӗрремӗш хут уявланӑ. «Хыпар Вести Чувашии» Макс-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хулинче чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси ҫинчен калаҫнӑ.
Шӑпах ҫӗнӗ уяв кунӗнче, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, 33-мӗш шкулта ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна йӗркелекенӗсем ЧР Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Ҫавра сӗтеле пухӑннисем паянхи вӗренӳ стандарчӗсем пулӑшнипе чӑваш чӗлхине мӗнле упраса хӑварасси тата аталантарасси ҫинчен калаҫнӑ.
Институт проректорӗ Инесса Ядранская ҫак вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа шкулсенче тата ача пахчисенче нумай чӗлхеллӗ классемпе ушкӑнсем ӗҫлеме пуҫланӑ. 33-мӗш шкул директорӗ Надежда Семенова вара хӑйсен тӗслӗхӗпе паллаштарнӑ: вӗсем нумай ҫул ӗнтӗ шкулта Ҫӗнӗ ҫул уявне чӑвашла ирттереҫҫӗ, уява ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те хаваспа хутшӑнаҫҫӗ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн директорӗ Сергей Иванов чӗлхене упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ мероприятисем ирттерни пирки каласа панӑ. Кӑҫал, ав, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие ҫӗршыври 11 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
«Пирӗн пӗрлехи тӗллев – тӑван чӗлхе музейсенче, библиотекӑсенче, уявсенче, культура учрежденийӗсенче ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫра та янӑратӑрччӗ тесе тӑрӑшасси», – ҫапла палӑртнӑ Сергей Иванов.
