Культура
![]() Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗ Мускавра иртнӗ «Золотой Витязь» XXI пӗтӗм тӗнчери форумӗнче диплома тивӗҫнӗ. Унта чӑваш артисчӗсем «Шурҫамка» ӗҫе кӑтартнӑ. Ӑна Юхма Мишшин драми тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев хатӗрленӗ. Спектакле «Ҫынлӑха, ҫынпа ҫутҫанталӑк ҫураҫуллӑн пурӑннине аталантарнишӗн, Раҫҫей халӑхӗсен культура хӑйне евӗрлне упраса хӑварнишӗн» дипломпа чысланӑ. Тӗп сӑнарсене калӑпланӑ Сергей Никитинпа Антонина Казеевӑна чи лайӑх дуэт тесе йышӑннӑ. Повесть авторне Юхма Мишшине те палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Борис Марковцов халӗ министр тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан мар. Виҫӗ уйӑх ҫурӑран ӑна промышленноҫ министрӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ. Борис Васильевич 1978 ҫулта Владивостокра ҫуралнӑ. 2016-2021 ҫулсенче РФ Промышленноҫ министерствинче ӗҫленӗ, кайран - ЧР промышленноҫ министрӗн ҫумӗнче. Кӑҫалхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче промышленноҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑнӑ. Аса илтерер: унччен ЧР промышленноҫ министрӗ Александр Кондратьев пулнӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл ӗҫрен кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑвай муниципаллӑ округӗнчи Тӗмер ялӗнче 10 уйӑхри пӑру вилнӗ. Унӑн организмӗнче урнӑ чир вирусне тупнӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ ҫак ялта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе карантин пулнине палӑртнӑ. Пӑру Вӑрман урамӗнчи 4-мӗш ҫурт хуҫалӑхӗнче вилнӗ. Унран 2 ҫухрӑм радиусра карантин вӑйра пулӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть урнӑ чире пула Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт членсе карантин пулнӑ. Унта та мӑйракаллӑ шултра выльӑх урнӑ чирпе аптӑраса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗн (халӗ района муниципаллӑ округ теҫҫӗ) прокурорӗ пулма юстицин кӗҫӗн советникне Александр Левыя ҫирӗплетнӗ. Александр Леонардович 1991 ҫулта Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2016 ҫулта ӑна Йӗпреҫ районӗнчи прокурор пулӑшуҫине ӗҫе илнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл тӗрлӗ ҫӗрте прокуратура тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ. 2021 ҫулта ӑна Етӗрне районӗн прокурорӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК сайтӗнчи сӑн Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленет. Хулара 100 ытла чӑрӑш капӑрлатма палӑрнӑ. 88-шӗ ҫуртсен картишӗнче пулӗ, ҫул ҫаврӑнӑшӗсенче 39 чӑрӑш лартӗҫ. Кӗҫех «Салют» культура керменӗ умӗнче, Максим Горький скверӗнче, Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче, Константин Иванов скверӗнче, «Амазони» этнокомплексра, Студентсен скверӗнче капӑр чӑрӑшсем ҫуталӗҫ. Шкул бульварӗнче те уяв сӗмӗ кӗрӗ, унта аркӑсем вырнаҫтарӗҫ. «Овас» скверӗнче, «Шупашкар» суту илӳ комплексӗ умӗнче, Кадетсен скверӗнче ҫутӑ конструкцийӗсене ҫутӗҫ. Шупашкар хулине раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен капӑрлатса пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Йӑршу ялӗнче пушар пулнӑ. Унта ялти клуб ҫунма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 22 сехет те 10 минутра тухнӑ. Вӑл 1936 ҫулта хута янӑ клуба ярса илнӗ. Йывӑҫ ҫуртӑн тӑрри, шалти пайӗ ҫунса кайнӑ. Вулавӑшӑн шалти отделки те сиенленнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма пӗр сехетрен сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян 11 сехет те 5 минутра Шупашкарти Николаев урамӗнчи 46-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнчи хваттерте пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Иккӗмӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ҫуртра пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Мӗншӗн тесен ҫӑра тӗтӗм подъездра хӑвӑртах сарӑлнӑ. Ултӑ ҫынна урама тухма пулӑшнӑ. Пӗр хӗрарӑма тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пушара 12 сехет те 7 минутра сӳнтернӗ. Пушар хваттерти шалти отделкӑна, сӗтел-пукана тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян республикӑра ӑшӑ циклон хуҫаланать. Ҫав вӑхӑтрах кӑнтӑрта сивӗ фрончӗ ҫывхарать. Ҫавна май сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ. Кӗҫӗр ыран кӑнтӑрлахинчен ӑшӑрах пулӗ. Ыран 5 градус таран сивӗтӗ, уяртӗ. Ыран ҫӗрле 15 градус сивӗ тӑрӗ. Юнкун та сивӗ пулӗ, йывӑҫсем шурӑ тум пӗркенӗҫ. Кӗҫнерникун ҫил вӑйланма пуҫлӗ, циклон ҫывхарӗ. Каҫхине каллех юр ҫӑвӗ. Шӑматкун та ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Вырсарникун вара каллех ҫумӑр ҫума пултарать, ҫулсем шуҫлакланӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере хӗллехи сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Раштавӑн пӗрремӗш декади вӗҫнелле 20-25 градус таран сивӗтме пултарать. Ҫил лӑпланӗ, уяртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни Алексей Филин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 92 ҫула кайнӑ пулнӑ. Алексей Ивановчи 1963 ҫулта Шупашкарти химкомбинатра (халӗ вӑл «Химпром») ӗҫлеме пуҫланӑ. Малтан цех мастерӗ пулнӑ, тепӗр икӗ ҫултан 1-мӗш цеха ертсе пыма пуҫланӑ. Рационализатор ӗҫне хастар хутшӑннӑ вӑл. Унан 80 рацсӗнӗвӗнчен 4-шне производтствӑна кӗртнӗ. Алексей Филин – «Сокол» ятлӑ хоккей тата волейбол клубӗсен, спорткуомплекс пуҫаруҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ok.ru/cheb.cson страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи «Калинушка» ансамбле ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем хулара тата республикӑра иртекен мероприятисене тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗсем Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн ҫулталӑкри пухӑвне ҫитнӗ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем пухӑннисене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. «Калинушка» ансамбле Валентина Телей ертсе пыма тытӑннӑранпа унта чӑваш ушкӑнне те йӗркеленӗ. Тава тивӗҫлӗ канури артистсем халӗ вырӑсла та, чӑвашла та юрлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |