Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен форумне пуҫласа ирттерӗҫ. Унта республикӑри хастар ҫемьесене пухма палӑртнӑ. Мероприятие республикӑ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви Чӑваш Енри ҫамрӑк ҫемьесен ассоциацийӗпе пӗрле йӗркелӗ. Форума мӗнпур муниципалитетри 58 ҫемьене йыхравланӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче 4 темӑпа лапамсем йӗркелӗҫ: «Ҫемье усламӗ. Социаллӑ контракт», «Ҫемье медицини, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассинче репродукци сывлӑхӗн культури тӗп факторсенчен пӗри», «Ҫемье туризмӗ», «Амӑшлӑх телейӗ». Форум ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Солнышко» уйлӑхра ирхи 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Звениговский» СПК председательне Иван Казанкова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫурлан 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Кӑҫал Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта предприятин филиалӗ уҫӑлнӑ. Унта аш-какай тирпейлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта булка таврашӗ, кондитер ҫимӗҫӗсем туса кӑларакан цех хута ярасшӑн. Иван Казанков - 81 ҫулта. Вӑл Тутарстанри Элкей районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Промышленниксен клубне йӗркелесшӗн. Ку шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев та ырланӑ. Промышленниксен клубне йӗркелес ыйтӑва Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта хулан экономикине йӗркелекен тата бюджета самай укҫа хывакан пысӑк предприятисен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ. Асӑннӑ предприятисенче 8 378 ҫын ӗҫлет, ҫав организацисен пӗтӗмӗшле тупӑшӗ 41,1 миллиард тенкӗрен иртет-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи8 сӑн Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 11 сехетре Патӑрьелте Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ тырӑ упрамалли вырӑн ҫунма тытӑннӑ. Вӑл - тимӗрпе бетонран тунӑскер. Ҫулӑм 3 тӑваткал метр лаптӑкри электрощит хатӗрне сиен кӳнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансене кӑмпа фестивальне чӗнеҫҫӗ. Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнче «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче авӑнӑн 8-мӗшӗнче иртӗ. Фестивале хутшӑнакансем опытлӑ кӑмпаҫӑсемпе кӑмпана кайӗҫ. Ҫавӑн пекех флэшмоб, конкурссем, кӑмпа ярмӑркки иртӗҫ, ташӑ каҫӗ пулӗ. Хӑнасене кӑмпа яшки ҫитерӗҫ. Ӑна республикӑри паллӑ шеф-повар Евгений Шуваев пӗҫерӗ. Кӑмпа марафонӗ 7 сехетре пуҫланӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 10 сехетре уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кирилл Степанов архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пурӑнакан Кирилл Степанов паллӑ блогерпа, киноактрисӑпа Настя Ивлеевӑпа рекламӑра ӳкерӗннӗ. Кирилл каланӑ тӑрӑх, вӑл рекламӑра ака уйӑхӗнчех ӳкерӗннӗ. Анчах кун пирки тата мӗн чухлӗ укҫа тӳлени пирки ун калама юраман. Чӑваш каччи питӗ савӑннӑ. Ӳкерӳ лапамӗнче вӑл Настя Ивлеевӑпа та калаҫса курнӑ. Кирилл каланӑ тӑрӑх, вӑл пурнӑҫра та ҫавӑн пекех хаваслӑ ҫын. Палӑртмалла: 20-ри Кирилл тӗнче тетелӗнче хӑйӗн блогне 5 ҫул ертсе пырать. Вӑл чӗрчун, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ авӑн уйӑхӗнче черетлӗ сезона уҫма хатӗрленет. 106-мӗш театр сезонти чаршава культура учрежденийӗ чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятипе уҫӗ. Иоаким Максимов-Кошкинский пирки чӑваш тетарӗ ашшӗ тесе каланине те илтме тивет. Пур енлӗ пултаруллӑ пулнӑ ҫав ҫын режиссёр та, художник та, драматург та, тӑлмач та, актёр та пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӑлах кинорежиссер та, сценарист та. Вӑл ҫичӗ кинофильм тата документлӑ виҫӗ фильм ӳкернӗ. Черетлӗ сезона театрта Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑ кун, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ҫанталӑк самаях сивӗ. Ирхине 7 градус кӑна ӑшӑ пулнӑ. Анчах синоптиксем пире савӑнтараҫҫӗ: кӗҫех ӑшӑтӗ. Паян ҫӗрле 4-9 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ыран кӑнтӑрла вара хӗвел тухӗ, ҫил лӑпланӗ. Сывлӑш 16-21 градус таран ӑшӑнӗ. Эрне варринче 18-23 градус ӑшӑ пулӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче уяр пулӗ, термометр 23-25 градус таран кӑтартӗ. Канмалли кунсенче вара 28 градус таранах ӑшӑтӗ. Ҫӗрлесерен те 13-14 градус пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Мускав – Хусан» М-12 тӳлевлӗ магистрале уҫиччен вӑхӑт нумаях юлман – 3 уйӑхран та сахалрах. РФ вице-премьерӗ Марат Хуснуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, аван уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускавпа Арзамас хушшинчи ҫул уҫӑлӗ. Раштавӑн 20-мӗшӗччен вара Хусана ҫитерекен ҫул та ӗҫлесе каймалла. Аса илтерер: ҫула 2020 ҫулта тума пуҫланӑ, вӑл 811 ҫухрӑм тӑршшӗ. Вӑл Мускав, Владимир, Чулхула облаҫӗсем, Чӑваш тата Тутар республикисем урлӑ иртет. М-12 ҫула кайран Екатеринбург таран тӑсӗҫ, 2025 ҫулта вара – Тӗмене ҫити. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнчи ҫула юсаса пӗтернӗ. Унти «Шӑхасан — Нурӑс — Кайри Чалӑш Тукай — Чӑнкӑвар» ҫула йӗркене кӗртсе пӗтернӗ. Ҫулӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ — 2,3 километр ытла. Асӑннӑ объекта юсама хыснаран 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫе муниципалитет контракчӗпе пӑхса хӑварнӑ вӑхӑтра пурнӑҫласа пӗтернӗ. Юсав ӗҫне «Дорсервис» предприяти пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |