Вӗренӳ
![]() ingalator.com.ua сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи икӗ шкулти медицина пӳлӗмӗнче тонометр та пулман. Вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫул ҫитменнисен сывлӑхне сыхлас енӗпе епле ӗҫленине прокуратура тӗрӗсленӗ. Нискассинчи тата Ильинкӑри вӑтам шкулсенчи тухтӑр пӳлӗмӗсенче кирлӗ приборсемпе оборудовани пулман. Вӗсенче, сӑмахран, тонометр, динамометр, холодильник, юн кайма пуҫласан ҫыхса лартмалли жгут, наҫилкка тата ытти пулман. Кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн надзор органӗ суда тавӑҫпа тухнӑ, унта вӑл вӗренӳ учрежденийӗсене медицина пӳлӗмӗсене туллин тивӗҫтерме хистеме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче хӑна ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ Чӑрӑшкасси ялӗнчи «Заимка» кану базинчи икӗ хутлӑ пура ҫурт вут-ҫулӑмра тӗпрен кӗлленнӗ. Инкек авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулнӑ. Пушара сӳнтерме вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем вут-ҫулӑм юнашарти ытти ҫурт ҫине куҫасран сыхласа хӑварма пултарнӑ.Пушар пӗр сехетрен сӳнтернӗ. Ҫынсем шар курман. Специалистсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑмакан мӑрйине тӗрӗс мар тунипе пушар тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ҫӗнӗ ректорӗпе Игорь Кожановпа тӗл пулнӑ. Вӗсем шкулсенче кадрсем ҫитменни пирки калаҫнӑ. Палӑртмалла: 2020 ҫулта 3-мӗш курс студенчӗсене ӗҫлеме ирӗк панӑ. Игорь Кожанов каланӑ тӑрӑх, студентсем шкулсенче ӗҫлеме пуҫланӑ. Анчах вӗсен, ытти специалистпа танлаштарсан, ӗҫ укҫине ӳстерекен коэффициент ҫук. Хальхи вӑхӑтра 85 яхӑн студент шкулта ӗҫлет. Олег Николаев ӗҫ укҫине ӳстерекен коэффициента тусан тата нумайрах студента шкула илӗртме май пуррине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех Элтепер тӗллевлӗ вӗренекен студентсем сахаллине каланӑ. 138 абитуриент валли квота пур, анчах вӗсенчен 20-шӗ кӑна вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Элтепер телеграм-каналӗнчи сӑн Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 12 сехетре ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каллех тӳрӗ лини ирттерӗ. Хальхинче вӑл нейросетьсем пулӑшнипе иртӗ. Кунашкал тӳрӗ лини унччен пулман. Ыйтусене маларах Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче хӑварма, «Контактра» халӑх тетелӗнчи пост айӗнче ҫырма юрать. Эфир вӑхӑтӗнче колл-центр ӗҫлӗ. Унта ҫак номерпе шӑнкӑравлама пулать: 8 (8352) 565-100. Тӳрӗ эфира «Контактри» «Чувашская Республика» ушкӑнра, Олег Николаевӑн телеграм-каналӗнче, Наци телекуравӗпе кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех Нацрадиопа та итлеме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() bangkokbook.ru сайтри сӑн Етӗрне районӗнчи полицейскисем Талуй ялӗнче 39 ҫулти арҫыннӑн килӗнче 800 грамм тарӑ (порох), патронсем, Калашников автомачӗн макетне тупнӑ. Хӑй вӑл Шупашкарта пурӑнать, ҫулла вара Талуй ялӗнче амӑшӗн килӗнче пулнӑ. Арҫыннӑн килте ҫар хатӗрӗсем пулма пултарни пирки полицие ҫынсем пӗлтернӗ. Пакунлисем малтан унран ҫар припасӗсем пурри-ҫукки пирки ыйтнӑ. Лешӗ каланӑ тӑрӑх, ҫук. Анчах ухтарсан ав мӗн чухлӗ япала тупӑннӑ. Ҫар припасӗсем тата сирпӗнекен хатӗрсем упранӑшӑн арҫын тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() yarmarka161.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче 20 пин тенкӗ тӑракан шӑнтмӑш туянас тенӗ. Хайхискер сайтра заявка хӑварнӑ. Кӗҫех унпа менеджер ҫыхӑннӑ. Ҫапла хӗрарӑм вӑл каланӑ счет ҫине 20 пин тенкӗ куҫарнӑ. Менеджер шӑнтмӑша киле пырса пама шантарнӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ - никам та нимӗн те илсе килмен. Кун хыҫҫӑн тин хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл полицие пырса кун пирки каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() kolosinform.ru сайтри сӑн Шупашкарти предприятире ӗҫлекен 43 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче савни тупнӑ та унпа ҫырӑннӑ. Арҫын Сирири ҫар ҫынни-мӗн. Хӗрарӑм ӑна пуҫа ҫухатасла юратса пӑрахнӑ. Ӑна вӑл йӑлтах ӗненнӗ. Арҫын миллион доллар, хӑйӗн наградисене тата хаклӑ япалисене ярса парассине каласан та, таможня налукне тӳлеме ыйтсан та хӗрарӑм япӑххи пирки шутламан. Хайхискер миллионерша пулма ӗмӗтленсе 300 пине яхӑн тенкӗ куҫарнӑ. Ӑна вӑл кредит илнӗ. Анчах «савни» посылкӑна яма васкаман, каллех укҫа куҫарасса кӗтнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин хӗрарӑм хӑйне улталанине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 10 сехетре Шупашкарти предприятире бетон ҫӑрмалли хатӗрте 29 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. РФ Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вырӑна тӗплӗ тӗрӗсленӗ, ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Ӗҫри хӑрушсӑрлӑхшӑн яваплӑ ҫынсене палӑртаҫҫӗ. Тӗрӗслеве Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ӗҫченӗсене те явӑҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳечӗкӗ Ӗнертенпе, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе, Чӑваш Енре энергетиксем сутма чарнӑ. Вӑхӑтлӑха мар. Республикӑра ятарласа йышӑну кӑларнӑ. Ачасене энергетик сутакан сутуҫӑсене штраф хурса пама йышӑннӑ. Уйрӑм ҫынсен 3,5 пинрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран кӑларса хума тивӗ, должноҫри ҫынсен — 10 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисен — 30 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫи-пуҫ туса кӑларакан Чӑваш Енри предприятисем Мускаври курава хутшӑннӑ. Хӑйсен продукцийӗпе виҫӗ компани паллаштарнӑ: «Острая Роза» предприяти, «Пике» ҫӗвӗ фабрики, В.В. Мельникова уйрӑм усламҫӑ. Курава хутшӑнма вӗсене Экспорта аталантарма пулӑшакан центр май туса панӑ. «Экспоцентр» курав центрӗнче арҫынсен, хӗрарӑмсен, ача-пӑча, туй ҫипуҫӗн, тӗнчери « CPM — Collection Première Moscow» 40-мӗш куравӗ ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫленӗ. Чӑваш Енри «Острая Роза» пальто, ҫиелтен тӑхӑнмалли ытти тумтире ҫӗлет. «Пике» фабрика «Almando Melado» маркӑпа килте тата каннӑ чухне тӑхӑнмалли ҫипуҫ туса кӑларать, Валентина Мельникова усламҫӑ «YARCHE» брендпа спорт тумтирӗ шухӑшласа кӑларнӑ, «lifestyle» ятпа вӑл костюмсем, комбинезонсем, купальниксем ҫӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |