Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 15 миллион кама тивӗҫӗ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 25.07.2013 18:26 | 1147 хут пӑхнӑ

Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене пурнӑҫлакан коммерцилле мар организацисене пулӑшма тесе федераци тата республика хыснинчен пурӗ 15 миллион тенкӗ уйӑрма май пур. Ҫав суммӑран 10,3 миллионӗ Мускавран патшалӑх пулӑшӑвӗ евӗр килнӗ, ыттине Чӑваш Ен уйӑрнӑ.

Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсен шутне тӑлӑхсене, амӑшлӑхпа ачасене, ваттисене, сусӑрсемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшасси кӗрет. Ҫавӑн пекех — хушма пӗлӳ парассипе, ӑслӑлӑхпа техника тата художество пултарулӑхӗ, тавра пӗлӳлӗхпе экологи, потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе, спорта сарас, нацисен хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарас тӗлӗшпе тӑрӑшакансем.

Укҫана конкурс ирттерсе уйӑрса парӗҫ. Проектсене ЧР Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ, Культура, Спорт тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерствисем йышӑнаҫҫӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин укҫана кама уйӑрасси пирки йышӑну тӑвиччен ҫиччӗ виҫсе пӑхма чӗнсе каланӑ. «Эпир системӑллӑ ӗҫлекенсене пулӑшма тивӗҫ», — тенӗ республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ.

#укҫа-тенкӗ, #пулӑшу

 

Комментари:

Серте Унтри // 1442.43.6049
2013.07.25 22:41
Тулай чăвашĕсем çинчен те манса каясмарчĕ. Тата чăваш гастарбайтерĕсене чыслă палăк лартса парсан та ытлаши пулмĕ. Чăн сăмахăн суйи çук. Çавсен укçисемпе саплăксене сапласа пырать вĕтха пирĕн мăнтарăн, ялан кайра юлса пыракан чăваш патшалăхĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем