Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тепӗр икӗ кунтелее итлерӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.07.2013 23:33 | 1402 хут пӑхнӑ
Мочаловӑн ҫӗнӗ плакачӗ / Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ
Мочаловӑн ҫӗнӗ плакачӗ / Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ

Муркашри суд малалла пырать. Тунтикун айӑплакан енӗн икӗ кунтелейне итлеме май пулнӑ пулсан, паян тепӗр иккӗшне чӗнсе илнӗ. Юнкунри суда икӗ пая пайлама пулать — малтанхинче хӳтӗлекен ен евитсем тыттарчӗ, тепринче кунтелейсен хуравӗсемпе паллашрӗҫ.

Чи малтан суд Илле Иванов тӑратнӑ евитсене (ходотайствӑсене) пӑхса тухрӗ. Айӑпланакан вӗсене чӑвашла ҫырнӑран тӑлмачӑн куҫарма тивнӗ иккен. Куҫару тӗрӗсех пулнине ҫирӗплетме Трихалкин судья вӗсене вуласа та пачӗ, хӳтӗлекен ен хирӗҫлемен хыҫҫӑн сӳтсе явма пуҫларӗҫ. Илле Иванов ӑна шиклентерекен темиҫе саманта асӑннӑ иккен, вӗсенчен пӗри — ӗҫе пуҫарма пуҫтарнӑ хутсен папки ҫинче тӳрлетӳ пуррине асӑрханинче. Хӳтӗлевҫӗсем датӑра тӳрлетӳ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме экспертиза тума ыйтрӗҫ, суд вӗсемпе килӗшмерӗ, ку япала пӗлтерӗшсӗр пулнине ҫирӗплетрӗ. Тепӗр евитре хӳтӗлевҫӗсем ҫак статьяна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне чӗлхе енчен экспертизӑна яма ыйтрӗҫ. Ваккатсемпе прокурорсен ку тӗлӗшпе мӗн шутланине пӗлнӗ хыҫҫӑн тӳре пӗр ҫур сехетлӗхе йышӑну тума кайрӗ. Таврӑннӑ хыҫҫӑн паллӑ пулчӗ — гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне хушма ӗҫ пырса тивмӗ, тепӗр майлӑ каласан суд хӳтӗлевҫӗсен сӗнӗвӗпе килӗшмерӗ. Илле Иванов суда тата темиҫе ҫынна кунтелей пек чӗнме ыйтсан тӳре ун хӳттине кӗчӗ — килӗшрӗ. Ҫапла май суд Эдуард Мочаловпа Владимир Кожевниковсӑр пуҫне (вӗсене унсӑр та чӗнӗччӗҫ) тата Пил Тымарлана, Житова Степанида Сафроновнӑна, Ямангеев Владимира тата Сухова Валентинӑна чӗнсе илӗ. Ку кунтелейсем хӳтӗлевҫӗсен енчен пулӗҫ, ҫавӑнпа та Илле Иванов майлӑ тухса калаҫмалла-мӗн.

Тата тепӗр евит тӳрене самай пуҫа ваттарчӗ пулас — вӑл темиҫе хут та тӑхтав тума тухрӗ. Сӗнӳ вара прокурара шанманнинче пулчӗ — Чернов Алексей Васильевич прокурор, иккен, ҫак ӗҫпе (статьяна экстремизмлисен шутне кӗртес тӗлӗшпе) малтан та ӗҫленӗ. Унсӑр пуҫне, Муркаш район сучӗ статьяна экстремизмлисен йышне кӗртме килӗшмен хыҫҫӑн шӑп та лӑп вӑл аппеляци ҫырнӑ пулать. Ҫавӑнпа та хӳтӗлевҫӗсен шухӑшӗпе прокурор хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫлама пултараймасть имӗш, вӑл ҫак ӗҫе пӗр енлӗ — айӑплавлӑ — кӑна курайрать, хӑйӗн пуҫӗнче те вӑл тахҫанах ҫакна картса хунӑ имӗш. Саккун та ҫакна хирӗҫ пек — кун чухне прокурорӗсем улшӑнмалла иккен. Ҫак ыйтӑва татса пама сехет ытла вӑхӑт ирттернӗ хыҫҫӑн тӳре прокурора ку ӗҫрен хӑтарас темерӗ, хӑварчӗ. Вӑхӑчӗ вара саккунсенче шӑтӑк шырама — унпа хӑйӗн йышӑнӑвне сӑлтавлама — кирлӗ пулнӑ пекех туйӑнчӗ.

Иккӗмӗш пайӗнче айӑплав енӗ чӗннӗ кунтелейсем пулчӗҫ: Никифоров Владимир Петрович тата Семёнов Юрий Иванович. Пӗрремӗшӗ пирки калас пулсан вӑл na-svyazi.ru канашлӑвне куллен хутшанакан ҫын иккен. Хӑйӗн кӑтартӑвӗнче те, судра та чӑвашлӑха курайманни сисӗнчӗ — ун шухӑшӗпе ҫав канашлӑвӗн «Тӑван чӗлхе» пайӗнче кам ҫырать, пурне те халӑхсем хушшинче хирӗҫӳ кӑларнишӗн айӑпламалла имӗш. «Атте чӑваш, анне еврей, хам вырӑс» тесе палӑртакан кунтелей (свидетель) «Сӗтев» хаҫата та, «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяна та питӗ япӑх хаклав пачӗ, ун шухӑшӗпе вӗсем ытла та йӗрӗнчӗклӗ. Ҫав хушӑрах текстра мӗн асра юлнине те, хаҫат ун аллине епле лекнине те калаймарӗ. Семёнов Юрий Иванович вара шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентекен пенсионер пулчӗ. Ку кунтелей чӑваш халӑхӗшӗн пӑшӑрханни сисӗнчӗ — тӳртен мар ыйтнӑ чухне вӑл «Сӗтев» хаҫат корреспонденчӗ пулма хатӗрри пирки те асӑнчӗ. Анчах, те айӑплакан ен хушнипе, статьяна пахалама ыйтсанах вӑл ӑна халӑхсем хушшинче хирӗҫӳ ҫуратаканни темерӗ пулин те ҫавах та хирӗҫӳ хӗлхемне пама пултараканнисен шутне кӗртрӗ кӗртрех. Ҫав шутрах «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяна ҫивӗччӗн (ҫак пахалӑха ырласа), вулаканшӑн кӑсӑклӑ ҫырнине асӑрхаса хӑварчӗ.

Тепӗр лару ыран, утӑн 25-мӗшӗнче, иртмелле. Пуҫламӑшӗ 11 сехетре. Вырӑнӗ улшӑнман — Муркаш.

#хаҫатсем, #канашлусем, #айӑплав, #судсем, #Муркаш, #чӑваш чӗлхи, #Сӗтев

 

Комментари:

Agabazar // 1348.07.8034
2013.07.25 06:03
Agabazar
Ку, Н.В.П. текен кӳнтелен, МАНКУРТ пулни тӳрех паллă.
2013.07.25 10:28
Аçтахар Плотников
http://img-fotki.yandex.ru/get/9542 ... _84e38_7c045da3_orig — ун кăтартăвĕсемпе кунта паллашма пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем