![]() «Илем» ансамбль юрлать Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти культура ҫуртӗнче пӗр каҫра виҫӗ уява паллӑ турӗҫ: Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунне, Ҫӑварние тата кӑҫал Етӗрне районӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа иртттерекен «Ман тӑван кӗтес — ман хавхалану» фестивале. Лӑк тулли пухӑннӑ залти халӑха чи малтан Пӗрҫырланти ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталья Степановапа Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни Аркадий Айдак саламларӗҫ. Унтан «Илем», «Сӑр ен» ансамбльсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Иван Любимовпа Юлия Еремкина ертсе пыракан асӑннӑ ансамбльсем уяв кӗрекине ҫулсерен илем кӳреҫҫӗ. Владислав Петров «Районӑм 85-ре» сӑввине хавхаланса вуласа пачӗ. Богдан Айдак илемлӗ сассипе курма килнисене тыткӑнларӗ. Глазковсем шӳтпе култарчӗҫ, Юлияпа Валентина Еремкинасем «Коммун юррипе» чуна тыткӑнларӗҫ. Анна Беззубова Инди ташшипе паллаштарчӗ. Номер хыҫҫӑн номер, кӑмӑл хыҫҫӑн кӑмӑл улшӑнса пычӗҫ, паллах, савӑнӑҫ парнелерӗҫ. «Колосок» ача сачӗн коллективӗ ятарласа чӑваш тумӗсем ҫӗлеттернӗ, ҫӗнӗ юрӑсем вӗреннӗ, вӗсене шӑрантарчӗ. |
![]() Паян урамра кунӗпех ҫил тӑман алхасрӗ. Эх, вӗҫтерет! Ҫак ҫанталӑка пӑхмасӑр Шупашкарти 37-мӗш шкул ачисемпе вӗрентекенӗсем, ачасен ашшӗ–амӑшӗсем шкул умӗнче Хӗле ӑсатрӗҫ. Кашни класс ачисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ. Кунтах сӑмаварсенче чей пӑсланать. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле тем тӗрлӗ икерчӗ хатӗрленӗ: пылпа, варенипе, тӑпӑрчӑпа, какайпа, кӑмпапа, пулӑпа. Ачасем савӑнсах пӗр-пӗрне кӑна мар, хӑнасене те, иртен ҫӳрене те хӑналаҫҫӗ. Уяв питӗ хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ. Малтанах ачасем сӑвӑсем каласа, юрӑсем юрласа Хӗле ӑсатрӗҫ. Вӗрентекенсем чӑваш халӑх юррисене юрласа савӑнтарчӗҫ. Унтан капӑрлатнӑ ҫунапа Ҫӑварни хӑй килсе ҫитрӗ. Вӑл уяв ячӗпе саламларӗ, ырлӑх, сывлӑх, ӑнӑҫусем сунчӗ. Пурте пӗрле юрӑсем юрларӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ, ҫунасемпе ярӑнчӗҫ. Акӑ Ҫӑварни Карчӑккин кӗлеткине ҫунтарма та вӑхӑт. Пӗтӗм усал- тӗсел, чир-чӗр, хаяр хӗл кая юлтӑр! «Гори, гори ясно, чтобы не погасло!» — тесе, Ҫӑварни Карчӑкки кӗлленсе пынине сӑнарӗҫ. Ҫакӑн пек уявсем ашшӗ-амӑшӗсемпе ачисем тата вӗрентекенсемпе администрации хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетет. |
![]() 2004 ҫулта Германи Берлин хули ҫывӑхӑнчи кивелнӗ ҫар ангарӗсене сыхласа хӑварас тӗлешпе урӑх майпа усӑ курма йышӑннӑ тет. Ҫапла май халь аллӑ гектар яхӑн йышӑнакан ҫирӗп кантӑкпа витнӗ ҫуртра ҫулталӑкӗпех Америкӑри е Африкӑри евӗр ӑшӑ ҫанталӑк тытӑнса тӑрать. Ҫак «Ҫӑтмахра» шыв хӗрринче хӗвел ҫинче хӗртӗнсе выртма та май пур тет. Шывра ишме, кӑнтӑр апат-ҫимӗҫне йывӑҫ ҫинченех татса ҫиме юрать — укҫу пултӑр кӑна. «Ҫӑтмах» анлӑ та канлӗ вырӑнта вырнаҫнӑран килсе куракан, канакан шучӗ ҫулталӑкепех чакмасть иккен. Хӑвсамӑрах ӑнланатӑр ӗнтӗ, эрне хушши шавлӑ хулара ӗҫленӗ хыҫҫӑн мӗн-ма килсе уҫӑлас мар? Ахӑртнех, ку вырӑн Берлинран ҫӗр ҫухрӑмра ҫеҫ-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пултаруллӑ ҫамрӑксене пулӑшасси — Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Ӑслӑлахра, техникӑпа производствӑра, литературӑра, культурӑпа ӳнерте, вӗрентӳре, ҫамрӑксен политикинче, сывлӑх сыхлавӗнче, тавралӑха сыхлас ӗҫре, вӑй-хал культурипе спортра уйрӑмах хастар ҫӑмрӑксене хавхалантарас тӗллевпе 1996 ҫулта республикӑра Ҫамрӑксен патшалӑх премине ҫирӗплетнӗ. Ҫулсеренех ӑна 4 ҫынна параҫҫӗ. Паянхи куна премие 84 яшпа хӗр тивӗҫнӗ. Халӗ иртнӗ ҫулшӑн патшалӑх премине илме ӗҫсем тӑратас тапхӑр пырать. Документсене акан 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурсра ҫӗнтернисене кӑҫал ытти ҫулхинчен ытларах укҫа парса пулӑшӗҫ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Хушӑвӗпе Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн виҫине 10 пинрен 50 пине ҫити хӑпартнӑ. Ҫак Хушӑва пурнӑҫа кӗртме 200 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Васанти культура центрне ҫын нумай пухӑнчӗ. Пухӑнмалли сӑлтавӗ те пысӑк. Кунта паян савӑнӑҫлӑ ларӑва Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, афган тата чечен вӑрҫин ветеранӗсене, вӗсен ҫемьисене, ял халӑхне тата хаклӑ хӑнасене чӗннӗ. Тав тата салам сӑмахӗсемпе уява ялти халӑх таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи, культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Герман Николаевич Ларшников пуҫларӗ. Вӑл малтан истори ыйтӑвӗ ҫине пӑрӑнса ҫӗршывӑн хастар ывӑлӗсен паттӑрлӑхӗ пирки каласа пачӗ. Малалла, ҫак савӑнӑҫлӑ ларӑва ертсе пыракансем, Вика Мердеевӑпа Галина Полякова пысӑк туйӑмпа тата чуна хумхантаракан сӑмахсемпе хамӑр ентешсен паттӑр ӗҫӗсем пирки каласа пачӗҫ. Вӗсем калаҫнӑ вӑхӑтра ентешсен сӑнӳкерчӗкӗсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ӳкерчӗксем, сӑвӑсемпе юрӑсем янӑрарӗҫ. 88-ҫулхи ТҪАВ ветеранӗ, Сталинградри хаяр ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Федор Петрович Каргин пирӗн салтаксен паттӑрлӑхӗ пирки каласа пачӗ. Ҫамрӑк ӑрӑва ҫав хаяр вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ пин-пин салтак пирки, вӗсем камшӑн тата мӗншӗн кӗрешни пирки манмалла марри ҫинчен чӗнсе каларӗ. Афган вӑрҫин ветеранӗсем Владимир Кузнецов, Владимир Морозов тата Геннадий Ельцов афган ҫӗрӗ ҫинче «душмансене» хирӗҫ ҫапӑҫнисене аса илчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Уяв саманчӗ Кӑҫалхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗш кунӗччен ҫӑварни эрни тӑсӑлать. Сивӗ хӗл кунӗсем хӗвеллӗ те юмарт ҫурхи кунсемпе ылмашнине Раҫҫей ҫӗршывӗнче пурӑнакан халӑхсем авалтанах хаваслӑ паллӑ тунӑ. Хӗвел шӑратса пӑхнине паллӑ туса ҫаврака ҫуллӑ икерчӗ-капӑртма, хуплу-пӳремеч пӗҫернӗ. Ҫак уяв юрӑ-ташӑсӑр иртмен, яш-кӗрӗм лашапа катаччи чупнӑ. Паллах, ҫӑварни йӑли-йӗркин мешехийӗнче вырӑс халӑхӗн хӑй евӗрлӗхӗ те, чӑвашсем ҫеҫ туса ирттернӗ уйрӑмлӑхсем те пур, анчах ҫакӑ пире паян уявра пӗр пекех савӑнма пӗртте кансӗрлемест. Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫӑварни уявӗн техӗмне астивме кашни ҫулах конкурс-уяв ирттерет. Ҫак уяв тӗлне факультетсем ҫӑварни сӗтелӗ янтӑлаҫҫӗ. Мӗн тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ куҫа илӗртмест пулӗ тулӑх сӗтелсем ҫинчен, сӗтеклӗ кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ икерчӗ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать... Вӑйӑҫ купӑс тӑсса янӑ, ушкӑнсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ. Ку хутӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем «Хуняма патне икерчӗ ҫиме. |
![]() Ҫак сӑмахсене вуласан ӗненмессӗн те пултаратӑр. Раҫҫейре пурӑнакансен 32%-чӗ Хӗвел Ҫӗр тавра ҫаврӑнать тесе шутлать иккен! Ҫак ыйтӑва 2007ҫулта ҫамрӑксене панӑ пулнӑ. Ун чухне ҫакӑн пек шутлакансем 28% пулнӑ тет. Ку кӑна мар. Ҫӗр ҫынтан вунпӗрӗшӗ радиоактивлӑ сӗте вӗретсессӗн вӑл ӗҫме юрӑхлӑ тесе шутлаҫҫӗ иккен! Микроб е бактери теҫҫӗ пулас. Пӗлтӗр сывлӑша кислородпа ӳсентӑран, йывӑҫ-курӑк пуянлатать тесе 83% шутланӑ тет, кӑҫал вара ҫакӑнпа 78% кӑна килӗшет иккен. Пирӗн халӑх ҫапла пулса тӑнине ниепле те ӗненес килмест. Раҫҫейе ухмахсем ҫавӑрса илеҫҫӗ-им? Вӑтӑр ҫул каялла эпир кӗнеке лавккисем умӗнче сехетшер черетре тӑраттӑмӑр, халӗ ҫав кӗнекесем лавккасенче тусанланса выртаҫҫӗ. Мӗнле хитре тата хӑйсем, алла тытма минетлӗ! Анчах та шучӗ 2-5 пинрен мала мар. Мӗншӗн? Халӑх вуламасть! Эпӗ шкулта вӗрентетӗп. Шкул программисем тӑнлӑ ҫын тума мар, укҫа шутлама, реклама вулама тата хӑвна хаклӑрах сутма кӑна вӗрентеҫҫӗ! Хальхи ҫамрӑка Хӗвел ӑҫталла тата мӗн тавра ҫаврӑннине пӗлни кирлӗ мар. Ӑна Хӗвелӗ те ӑшӑ е сивӗ чухне кӑна аса килет. Лайӑх канма, тутлӑ ҫиме. Хальхи ҫамрӑк, хулари хытӑрах тӗлӗнтерет: ҫитӗнет, авланать, ача-пача ҫуратса мӑнукӗсемпе савӑнать, анчах та ӗнен тӑватӑ чӗчӗ пулсассӑн унӑн тӑватӑ тӗслӗ шӗвек пулмалла тесе шутлать: сет, турах, йогурт, хӑйма юхмалла тесе шутлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӗмпӗр облаҫӗ Чӗлхе пӗлтерӗшӗ уйрӑм ҫынсен пурнӑҫӗнче ҫеҫ мар, ҫак чӗлхепе калаҫакан пӗтӗм халӑх пурнӑҫӗнче питӗ пысӑк пӗлтерешлӗ. Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен шучӗ ҫӗртен те иртет. Вӗсен кашнин хӑйӗн тӑван чӗлхи пур. Пирӗн тӑванран та тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи. Ҫак чӗлхе пур чухне чӑваш халӑхӗ те пур. «Чӗлхе пӗтсен халӑх та пӗтет»,-тенӗ чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев. Иван Яковлевич тӗрӗс каланӑ: чӗлхе вӑл — нацийӗн тӗп паллисенчен пӗри. Енчен те ҫитес 20-30 ҫул хушшинче чӑвашсем пурте тӑван чӗлхене манса вырӑсла калаҫма пуҫлас пулсан вара чӑваш халӑхӗ ҫӗр пичӗ ҫинчен пачах ҫухалать, вӑл вырӑс халӑхӗ пулса каять. Анчах Иван Яковлевич Яковлевӑн сӑмахӗсене урӑхларах та калама пулать: «Халӑх пӗтсен — чӗлхе те пӗтет». 2010 ҫулхи ҫырав Раҫҫейри чӑвашсен шучӗ 200 пин ҫын чакнине кӑтартса пачӗ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра пӗр миллион ҫурӑ чӑваша яхӑн пурӑнать. Ҫын шучӗпе пирӗн халӑх Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнать (вырӑссемпе украинецсем тата тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн). Вунӑ ҫул каялла ҫеҫ тӑваттӑмӗш пыраттӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сирӗн куҫ умӗнче юханшыв юхса выртать тесессӗн ӗненместӗр. Ҫапла мар-и? Анчах та ку чӑнах та юханшыв. Вӑл Каньо Кристалес ятлӑ Колумби ҫӗрӗнчи Макарена тӑвӑсен хушшипе юхать. Чӑвашла ҫак самах «Пилӗк тӗс» тесе куҫарӑнать. Каньо Кристалес тӑршипех сарӑ, кӑвак, симӗс, хура тата хӗрлӗ тӗссем пӗрне пӗри ылмаштарса куҫа-куҫа пыраҫӗ. Ҫак тӗлӗнтермӗшӗн вӑртӑнлӑхӗ шыври усен-тӑрансенче иккен. Ҫаксем ҫулталӑк хушшипех ҫурӑлса чечеке лараҫҫӗ имӗш. Кашни чечекӗ хӑй тӗслӗ хӑй вӑхӑтӗнче ҫурӑлать. Ҫапла вара Каньо Кристалес пин ҫухрӑм майлӑ Гуайаберо ятлӑ юхан шыва юхса кӗричченех тӗнчене тӗлӗнтерет. Тӗлӗнмелли юнашарах! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Йӗкӗрвар шкулӗ Ял тӑрӑхӗсенче ҫурт-йӗре комплекслӑ, пӗр вырӑнарах тӑвас тата вӗсене хӑтлӑлатас тӗлӗшпе пурнӑҫа кӗртекен пилот проект малалла тӑсӑлать. Нарӑс пуҫламӑшӗнче программӑна хутшӑнакан ял тӑрӑхӗсем тӑратнӑ хутсен пуххине Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствин комиссийӗ тишкернӗ, конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Вӗсем камсем-ха? Министерствӑн инвестици тата ялӑн социаллӑ аталанӑвӗн пайӗн ертӳҫи Светлана Александрова хуравлать. — Ял администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, культура ҫурчӗпе шкул директорӗсем комисси йышӑнӑвне чӑтӑмсӑр кӗтрӗҫ. Мӗн пӗлтеретӗр? — Кӑҫал конкурса мӗн пур районти 70 ял тӑрӑхӗ проект тӑратрӗ, — терӗ Светлана Михайловна. — Иртнӗ ҫулсенче комисси ӗҫне Экономика тата Ҫурт тӑвӑм министерствисене явӑҫтарнӑ. Хальхинче Ял хуҫалӑх министерстви кӑна йӗркелерӗ, мӗншӗн тесен малашне ялсенче ҫул тӑвасси ҫак проект картинче пулса пымӗ. Ӑна пурнӑҫламашкӑн Чӑваш Ен хыснинчен 55 млн тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ. 35-шне вӗренӳ учрежденийӗсем, 20-шне культура ҫурчӗсем илӗҫ. — Хӑш муниципалитетсен проекчӗ социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗллевӗсене тивӗҫтерет тесе пӗтӗмлетнӗ? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |