Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Канаш хулинче вырнаҫнӑ «Промтрактор-Вагон» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗ пулнӑ Семен Млодик пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хаҫат-журналсем массӑллӑ пӗлтерчӗҫ-ха.

Тӗпчевҫӗсен шучӗпе Семен Млодик 2006 ҫулта посредник-фирма урлӑ «Промтрактор-Вагонӑн» 273 миллион тенкӗ укҫине айккинелле янӑ, кайран ҫав «кӗмӗлпе» асӑннӑ предприятин акцийӗсене туяннӑ. Ҫак ӗҫе унсӑр пуҫне Светлана Романова текен хӗрарӑм та явӑҫнӑ-мӗн. Юлашкинчен асӑнни, эпир ас тунӑ тӑрӑх, таҫта тарса ҫӳрет текен сас-хура тухнӑччӗ.

Семен Млодик пирки суд хальлӗхе вӗҫне-хӗрне тухман-ха… Анчах ун ячӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ хыпар илтме май килчӗ. Семен Млодик Красноярск енӗнчи Лесосибирск хулинчи вӑрман комбинатне ертсе пыма тытӑннӑ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1187.html
 

Шупашкар хулин пурлӑх комитечӗ урамри кивелнӗ хунарсене ҫӗнетме, ҫук вырӑнта ҫӗнӗрен вырнаҫтарма конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Уншӑн тӗп хула 3 миллион та 692 миллион тенкӗ кӑларса хума хатӗр.

Хунарсене Обиково, Мопра урамӗсенче. Аш-какай комбиначӗн тӑкӑрлӑкӗнче, Менжинский урамӗнчен тытӑнса Плеханов урамӗ таран ҫӗнӗрен тумалла. Калинин районӗнче вара хӑш-пӗр ҫӗрте киввисене ҫӗнетӗҫ. Пӗтӗмпе 161 хунар вырнаҫтармалла.

Аукцион авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртӗ, мӗнпур ӗҫе юпан 31-мӗшӗччен вӗҫлемелле.

 

Республикӑн Конкурентлӑ политика тата тариф служби автоҫулсене юсассипе ирттернӗ аукциона пӗтӗмлетнӗ иккен. Асӑннӑ конкурсра ҫул-йӗр хӗррипе тимӗр карта тытакансене палӑртма тӗллев лартнӑ. Ҫак ӗҫе Шупашкар, Красноармейски, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Улатӑр районӗсенче пурнӑҫламалла-мӗн. Ун валли хыснаран 18,9 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр пулнӑ. Анчах аукциона хутшӑннӑ пилӗк предприятирен пӗри, «Металлоконструкция» комплекслӑ техника центрӗ» тулли мар яваплӑ общество, ӗҫе самай йӳнӗпе кӳлӗнме килӗшнӗ. Ҫапла вара вӑл республика хыснинчен ҫак ӗҫ валли малтанласа уйӑрма палӑртнӑ тупрана 40 процент перекетлеме май туса панӑ.

 

Йӗпреҫре биологилле тасатмалли сооружени хута яма палӑртнӑ. Ӑна тума 175,5 миллион тенкӗ тухса кайӗ. Ӗҫе пурнӑҫлакан подряд организацине суйлама аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ чух ӗҫ хакне 184,9 миллион тенкӗ тесе палӑртнӑ иккен.

Сооружение кама тутарттарассине палӑртма ирттернӗ конкурса ултӑ предприяти хутшӑннӑ. Конкурса йӗркелекенсем сӗннинчен 9,2 миллион тенкӗ йӳнӗрех сӗннӗ «Стоюзстрйоинвест» общество ҫӗнтернӗ. Ҫапла вара хысна укҫине 5 процент перекетлеме май килнӗ иккен.

 

Ҫапла, Мускавра пурӑнакан пӗр чӑваш хӑйӗн урапи ҫине «Навальнишӗн» текен чӗнӳ ҫыпӑҫтарса хунӑ иккен — хӑйӗн машинипе вӑл Мускав тӑрӑх ҫӳрет.

Урапа хуҫи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх ку шухӑш ун пуҫне Мускав мэр пуканӗшӗн кӗрешекен Алексей Навальный блогӗнчи пӗр ҫырӑва вуланӑ хыҫҫӑн пырса кӗнӗ — унта кандидат машинсем ҫине ҫыпӑҫкӑҫ (наклейка) ҫыпӑҫтарма чӗнсе каланӑ иккен, пӑтӑрмах сиксе тухсан та штабӑн укҫи-тенкинчен саплаштарма шантарнӑ. Пирӗн чӑваш вара хатӗр вырӑс тексчӗпе ҫырлахасшӑн пулман — чӑвашлине хатӗрленӗ.

Урапа хуҫи каласа панӑ тӑрӑх чӑвашла текст чылайӑшне кӑсӑклантарать, унта мӗн ҫырнине ӑнкарса илнӗ хыҫҫӑн чылайӑшӗ ӑшшӑн кулса илеҫҫӗ ҫеҫ. Тӗлӗнсе пӑхакансем те тӗл пулаҫҫӗ имӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1258.html
 

Шупашкарти Андриан Николаев ячӗллӗ паркра нумаях пулмасть ӳхӗ пурӑнма тытӑннӑ. Анчах хӑй тӗллӗн пырса лекмен-ха вӑл унта. Паркра ӗҫлекенсем унти «Ноев ковчег» ят панӑ зоокӗтесе пуянлатма шухӑшланӑ. Ӳхӗ Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекинчи кайӑк шутланать. Орнитологсем ӳхӗ Европӑри, Ҫурҫӗр тата Кӑнтӑр Америкӑри, Азири сӗм вӑрмансенче пурӑннине пӗлтереҫҫӗ. Шупашкара ӑна Пенза хулинчен илсе килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/65072
 

Усал ҫак хыпар пирки йӗрке хуралҫисем патне ҫурлан 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тӗпчевҫӗсем малтаналса палӑртнӑ тӑрӑх Кивӗ Вӑрмар ялӗ патӗнче 50 ҫулти тракторист ҫӗре ҫум курӑксенчен кӑпкалатнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл ана хӗррипе ҫаврӑнса илнӗ чух хӑйӗнчен икӗ ҫул аслӑрах агроном выртнине асӑрхать. Тӗпчевҫӗсем агроном хирте канса илес тесе выртма, тракторист ӑна асӑрхамасӑр таптаса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Ҫак кунсенче Вӑрмар районне медицина автобусӗ пырса ҫитнӗ. Вӑл ялсенче пурӑнакансене диспансеризаци витӗр кӑларать. Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ку енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ.

Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗ район центрӗнчен 9 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Сывлӑха тӗрӗслеттерессишӗнех ҫынсем унта сайра-хутра пыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри флюрографи тухма, тен, ҫулталӑкра пӗрре пырса каять-тӗр, теприсем вара амак аптӑратма пуҫласан кӑна ҫула тухаҫҫӗ.

Медицина автобусӗнче тӗрлӗ анализ илеҫҫӗ, ультрасасӑ оборудованийӗпе те тӗрӗслеҫҫӗ. Хӗрарӑмсене гинеколог йышӑнать.

 

Республикӑри тата районти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисене ӗнер ятарлӑ тӗрӗслев витӗр кӑларнӑ. Тӗп редактор кунне пуҫтарӑннӑ пуҫлӑхсен «Ертсе пыракан ушкӑна йӗркелессин технологийӗ» ятпа тест тухма тивнӗ. Мероприятие республикӑн Информаци министерстви ирттернӗ.

Тренер пулса РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗн Шупашкарти филиалӗн социаллӑ технологисен кафедрин заведующийӗ Нина Семедова-Полупа хутшӑннӑ. Тест вӑхӑтӗнче пуҫлӑхсен хӑйсен кӑмӑлне: «ҫӗнӗ шухӑш калакан-и», «критик-и», «пӗрлештерекен-и», «тӗпчевҫӗ-и» тата ытти ҫавӑн йышши роле вылянине палӑртма май килнӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ «пӗрлештерекен», «практик-йӗркелӳҫӗ» тата «тӗпчевҫӗ» ролӗнче иккен.

Сӑнсем (14)

 

Ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗнче Украинӑри Козлецки районти Остер хулинче вилӗмсӗр поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин палӑкне уҫнӑ. Ӑна хура гранитран тунӑ. Палӑка Ҫеҫпӗл вилнӗ вырӑна асӑнса лартнӑ юпапа юнашар вырнаҫтарнӑ.

Палӑка уҫма Чӑвашран сумлӑ делегаци тухса кайнӑ. Йышра «Канашсем» ентешлӗхӗн пайташӗсем Анатолий Кипеч, Лидия Филиппова тата Юрий Алексеев, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн членӗ Михаил Краснов, Канаш тӑрӑхӗнчи культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем, поэтӑн тӑванӗ Юрий Кузьмин, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева пулнӑ. Чӑваш делегацийӗ Украинӑна Чернигов облаҫӗн Культура департаменчӗ тата Пӗтӗм Украинӑри чӑвашсен «Ҫеҫпӗл» пӗрлӗхӗ чӗннипе ҫул тытнӑ.

Палӑк ҫине «...Тусӑмсем! Ун чух ҫул майӗ, ман ҫине пырса, юрӑ юрласа кӑтартӑр, сӑвӑ каласа...» тесе чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата акӑлчанла ҫырса хунӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3683, 3684, 3685, 3686, 3687, 3688, 3689, 3690, 3691, 3692, [3693], 3694, 3695, 3696, 3697, 3698, 3699, 3700, 3701, 3702, 3703, ... 4051
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне, пӗтӗмӗшле илсен, лӑпкӑ иртӗ. Анчах ҫавна май эсир сыхлӑха ҫухатма пултаратӑр. Тунтикун уйрӑмах тимлӗ пулӑр, хӑвӑра улталама ан парӑр. Ытларикун вак-тӗвеке те сӑнӑр. Эрне варринче туссене кивҫен ан парӑр — туссене те, укҫана та ҫухатма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри ҫӗнӗ пӗлӳ илме ӑнӑҫлӑ.

Раштав, 12

1773
252
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
1909
116
Элле Николай Алексеевич, республикӑра театр ӗҫне йӗркелекенӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Васильева Мария Ивановна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1979
46
Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1993
32
Фёдоров Николай Васильевича Чӑваш Рсепубликин Президентне суйланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...