Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Юратнӑ хӗрарӑмсем!

Сире пӗтӗм чун-чӗререн питӗ чаплӑ уявпа — Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Сирӗн ҫепӗҫ куллӑр ӑшшипе, савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑмпа тата ҫӗнелӳпе тулса пуянланнӑ ҫак илемлӗ уява эпир пурте чӑн-чӑн ҫуркунне палли пек йышӑнатпӑр. Ҫак вӑхӑтра ҫут ҫанталӑк хӗл ыйхинчен вӑранса чӗрӗлме тытӑнать, чунра ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллев ҫуралать. Иксӗлми юратупа илеме, тарӑн ӑспа ыр кӑмӑллӑха, ӑш пиллӗхпе чӑтӑмлӑха сӑнарлаканскерсем, эсир пурнӑҫа савӑнӑҫлӑрах тата ҫураҫуллӑрах тӑватӑр. Хӑвӑр чунтан савакан ҫывӑх ҫыннӑрсене ачашлӑхпа ӑшӑ туйӑм парнеленӗ май, вӗсене пурнӑҫри йывӑр самантсенче тӗрлӗ пӑтӑрмахсемпе инкексенчен сыхлатӑр, килти хӑтлӑха шанчӑклӑн упратӑр. Сирӗн юратӑвӑрпа тӑрӑшулӑхӑр пире, арҫынсене, вӑйлӑрах пулма хистеҫҫӗ, пултаруллӑ ӗҫлеме тата ырӑ ӗҫсем тума хавхалантараҫҫӗ. Эпир Сире хамӑра ӑнланнӑшӑн тата ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ҫемье вучахне упрама пӗлнӗшӗн, ачасене ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ та пултаруллӑ туса пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн тата хӑвӑр ҫав хушӑрах ӗҫре, общество пурнӑҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултарнӑшӑн чӗререн тав тӑватпӑр. Хаклӑ аннесемпе асанне-кукамайсем, мӑшӑрсемпе хӗрсем, аппасемпе йӑмӑксем тата тантӑшсем, пирӗн пурнӑҫа пархатар кӳнӗшӗн тата ӑна телейлӗ тума пулӑшнӑшӑн сирӗн умӑрта эпир пуҫа таятпӑр. Ан тив, сирӗн чунӑрта яланах ҫуркунне чечеклентӗр, ҫемйӗрсенче юратупа килӗшӳлӗх хуҫаланччӑр, чи ҫутӑ ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланччӑр!

Ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑхпа телей сире!

Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.Игнатьев.

Малалла...

 

Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пуш уйӑхӗн саккӑрмӗшӗнче пӗтӗм тӗнче Хӗрарӑмсен кунне уявлать. Ҫак уява пирӗн ҫӗршывра та анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ: тӗрлӗрен концертсем, конкурссем е ытти савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫсем туса ирттереҫҫӗ. Сӑмахран, Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче кӗҫӗн классенче ӑс пухакансем уяв концерчӗ йӗркелерӗҫ. Унӑн программине Г.В. Храмова тата З.Н. Воробьева вӗрентекенсем, юрри-кӗввине Р.Т. Морозова вӗрентекен ертсе пынипе хатӗрленӗ. Шӑпӑрлансем аннесем ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пӑхмасӑр каларӗҫ, ҫав хушӑрах илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Куракансем вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.

Ун хыҫҫӑн Хырхӗрри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем — Т.И. Бормотинапа В.А.Горбунова сӑмах илчӗҫ. Вӗсем шкул ачисене пысӑк мар спектакль лартма хатӗрленӗ. Юмахӗ «Ҫарӑк» ятлине пӗлтерсен чылайӑшӗ: «Ку юмаха эпӗ те пит лайӑх пӗлетӗп-ҫке», — тесе калаҫрӗҫ. Анчах та халапа курма пуҫласанах вӑл урӑхла шухӑшли паллӑ пулчӗ: «артистсем» хӑйсен ролӗсенчи сӑмахӗсене сӑвӑласа каларӗҫ, ҫарӑка акса ӳстерессине те ку вӑхӑтри агрономи мелӗсемпе ҫыхӑнтарчӗҫ, вӗҫӗнче те шӑши тем пекех пулӑшрӗ пулсан та ҫарӑк вырӑнтан та хускалмарӗ!

Малалла...

 

Ыран тӗнчери чылай ҫӗршывсенче Хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑвӗҫ. Арҫынсем хӗрсемпе хӗрарӑмсем валли парне хатӗрлесе те хунӑ ӗнтӗ.

Казахстанри Хӗрлӗ Урта (выр. Кызылорда) хулинчи пӗр арҫын вара хӑйӗн мӑшӑрне пӗр миллион кӗл чечек парнелесшӗн тет. Кун пирки ҫак хулари пӗр чечек лавкки хуҫи пӗлтернӗ. Арҫын малтанхи пайне тӳлесе те хунӑ тет.

Чечекӗсене ятарласа Голландирен илсе килӗҫ (хулари чылай чечеке вӑл ҫӗршывран тиесе килнӗ тесе сутаҫҫӗ пулин те чылай пайӗ вырӑнти е Китайпа Узбекистанран). Вӗсем пурте пӗр тӑршшӗ, пӗр тӗслӗ пулӗҫ тет, пӗр-пӗринчен уйӑрса те илме май пулмӗ тет.

Кӗл чечекӗн хакӗ Хӗрлӗ Уртара 500-1000 тенке (пирӗннипе — 100-200 тенкӗ). Уявсем тӗлне вӗсен хакӗ 2-3 хут ӳсет пулин те ҫакӑн пек пысӑк саккас тӑваканшӑн лавкка хуҫи хакне самай чакарнӑ тет. Пурӗ миҫе тенкӗлӗх ларнине ҫавах пӗлтермен-ха.

Эсир мӗнле парнесем хатӗрлесе?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2012/03/07/roses/
 

Хайлавӑн пӗрремӗш кӑларӑмри ӳкерчӗк
Хайлавӑн пӗрремӗш кӑларӑмри ӳкерчӗк

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ют чӗлхе вӗрентекенӗсем Льюис Кэрролл хайланӑ «Алиса в стране чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш тӗнчине лекнӗ Алиса)ятлӑ фантастикӑлла юмах тӑрӑх литература уявӗ ирттерчӗҫ. Пухӑннисене Артемьева Наталья Михайловна ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ. Уява районти вунӑ шкулти вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Ачасем кӗнеке тӑрӑх хатӗрленӗ тӗрлӗ ыйту ҫине хуравларӗҫ, конкурссене хутшӑнчӗҫ.

Кашни шкул ушкӑнӗ ултӑ ачаран пулчӗ. Вӗсем хӑйсем ҫинчен каласа пачӗҫ тата акӑлчан чӗлхипе паллаштарчӗҫ. Ӑмӑрту йӗркипе килӗшӳллӗн кашни командӑн ячӗпе девизӗ, юрри акӑлчанлаччӗ. Ачасем пухӑннисене кӗнекерен илнӗ сценкӑсене те выляса пачӗҫ. Тӳрех калас пулать, тумӗсене те, сӑнарӗсене те кашни ушкӑн тӑрӑшса ӑсталанӑ. Кашни шкул команди хисепе тивӗҫлӗ, акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем тӑрӑшса ӗҫлени курӑнать.

Хаклавҫӑсем те, ачасем те уявпа кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

 

Вӗрентекен пурнӑҫӗ хальхи саманара ҫӑмӑл теме ҫук. Уроксене хатӗрленесси, тӗрлӗрен хут ӗҫӗ тӑвасси, уроксем хыҫҫӑн ачасене канӑвне йӗркелесси тата... — вуншар-вуншар ыйту тухса тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах харпӑр хӑй пӗлӗвне ӳстересси те чи ҫивӗччисенчен пӗри. Ӑна ниепле те аякка хӑварма пулмасть — кунта вӗрентекенӗн кулленхи пурнӑҫӗ, шалӑвӗ, ҫемье пуласлӑхӗн тӗп пайӗ.

Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнакан вӗрентекенсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тӗллевпе нумай пулмасть ҫӗнӗ тетелти журнал тухрӗ. Вӑл «Шкулта» ятлӑ, http://shkul.su адреспа вырнаҫнӑ.

Владимир Андреев, тӗтелти журнала ҫутта кӑлараканӗ каланӑ тӑрӑх чӑвашла интернет журнал кӑларас ӗмӗт унӑн тахҫанах пулнӑ. «Халӗ ку ӗҫе пуҫӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Паллах, журнал пӗтӗмпех шкул тата шкул таврашӗнчи пурнӑҫпа ҫыхӑннӑскер пулӗ», — тет вӑл 1-мӗш кӑларӑмӑн кӳртӗм пайӗнче.

«Шкулта» журналпа пурте тӳлевсӗр паллашма, унти материалсене хӑйсен ӗҫӗнче усӑ курма пултараҫҫӗ. 1-мӗш кӑларӑмра, сӑмахран, чӗлхе урокӗсенче словарьсемпе усӑ курасси пирки, шкул ачисен тӗпчев ӗҫӗсене йӗркелесси пирки, чӑваш литературине вӗрентмелли урок тӗсӗсене, глюкоза пирки, чӑваш чӗлхи кун-ҫулӗ пирки пӗлме пулать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://shkul.su/
 

Халӑх сӑнавӗ пуш уйӑхӗ вӗҫлениччен хӗллехи тума улӑштарма хушмасть. Кӑҫалхи ҫул ку уйрӑмах самай палӑрӗ — ҫитес эрне варринче каҫхи 20-23 градус таран сивӗтме пултарать (Шупашкар тӑрӑхӗнче сывлӑш ӑшши пушӑн 12-мӗшӗнче анма тытӑнӗ). Ҫилӗ вара ҫурҫӗр енчен кӑна пулӗ. Пуш уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче ҫанталӑк хӑйӗн тӑрӑмне таврӑнӗ. Хӗвелӗ те ӑшӑтсах пӑхма пуҫлӗ.

Ҫитес уяв пирки — Хӗрарӑмсен кунӗнче сывлӑш температури яланхи пек 7-8 градус сивӗ пулӗ.

 

Владимир Путин
Владимир Путин

Ӗнер, пушӑн 4-мӗшӗнче, Раҫҫей халӑхӗ Президента суйларӗ. Сӑнавҫӑсем ултавсене нумай палӑртнӑ пулин те тӗп суйлав комиссийӗ сасӑлав пысӑк пӑтӑрмахсемсӗр иртнӗ тесе шутлать. Протоколсен 99% шута илнӗ хыҫҫӑн кандидатсем ҫакӑн чухлӗ процент пухни паллӑ пулчӗ: Путин — 63,82; Зюганов — 17,18; Прохоров — 7,77; Жириновский — 6,23; Миронов — 3,82.

Чӑваш Енри халӑх та, пирӗн тӑрӑхри тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ытларах Владимир Владимирович Путина кӑмӑлланӑ пулать — 62, 32%. Ытти кандидатсем ҫакнашкал пухнӑ: Геннадий Зюганов — 20,58% (элӗксем, каҫалсем, Ҫӗмӗрле хулин ҫыннисем ӑна хӑйсен сассине 24-26% таран панӑ); Владимир Жириновский — 5,65% (уйрӑлса тӑракан район-хула ҫук, вӑтамран 4-6%); Михаил Прохоров — 5,52% (ытларах хула ҫыннисем сасӑланӑ пулас, Шупашкар хулин Мускав районӗнчи хисеп 10% яхӑн); Сергей Миронов — 4,44% (пур район-хулара та вӑтам, Ҫӗнӗ Шупашкар хули уйрӑлса тӑрать — 6,49%). Путиншӑн хуласенче сахалтарах сасӑланӑ — Шупашкарта та, Ҫӗнӗ Шупашкарта та, Ҫӗмӗрлере те хисепӗ вӑтамран 55-57%.

Малалла...

 

Чӑваш халӑхӗн паллӑ ӳнерҫин Моисей Спиридоновӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Виктор та питӗ ӑста ӳнерҫӗ пулма пултарнӑ иккен. Шел те шӑпи урӑхларах пулса тухнӑ. Ленинградри Ӳнер академине пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫамрак вӑрҫӑ хирне тухса кайнӑ. Унтан вара таврӑнайман — Смоленск патӗнчи ҫапӑҫура паттӑррӑн ҫапаҫса пуҫне хунӑ.

Виктор ача чухнех ӳкерме юратнӑ имӗш. 1930 ҫулта, шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра, ҫак ача Василий Чапаева хут ҫине ӳкернӗ пулнӑ. Хальхи Шупашкарта ларакан паттӑр палӑкӗ, тӗлӗнмелле те, ҫак ачан ӳкерчӗкӗ евӗрлех туйӑнать вара. «Чапаев ут ҫинче» ятлӑ вӑл, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн архивӗнче упранать.

 

ПУШ
05

Лаша ҫынна ҫӑлнӑ
 Володя | 05.03.2012 13:20 |

Кашни ҫул нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Китай ҫӗршывӗнче хӑш-пӗр вырӑнсенче Кунар вӑййисем иртеҫҫӗ тет. Ҫак кун лашасем кӑна пӗр-пӗрин хушшинче тупӑшаҫҫӗ иккен. Пӗлтӗр ҫак вӑйӑ вӑхӑтӗнче пӗр лаши курма пынӑ халӑх ҫинех кӗрсе кайнӑ имӗш. Асӑрхамасла пӗр ҫынни ун умне лекнӗ. Тепӗр самантран лаша ури айне лекме пултарнӑ хайхи. Анчах та юнашар чупса пыракан лаша кӑкӑрӗпе теприне тӗртсе янӑ та ӳке пуҫланӑ куракана ӗнсинчен шӑлӗпе тытса айӑккалла йӑтса ывӑтнӑ. Ҫапла вара кураканӑн, тӗлӗнмелле те, ҫӑлӑнма тӳр килнӗ.

 

Юрий Спиридонов режиссёр
Юрий Спиридонов режиссёр

Пысӑк ҫынра пурте пысӑк пулмалла теҫҫӗ: туйӑмӗсем те, шухӑшӗсем те, ӗмӗчӗсем те, тӗллевӗсем те, ӗҫӗсем те — пурте-пурте. Юрий Спиридонов тӗлӗшпе илес пулсан ҫак каларӑш 100 проценчӗпех тӳрре тухать. Вӑл кӗлеткипе те боевиксенчи хӑватлӑ та харсӑр киносӑнара аса илтерет, ӗҫӗсемпе те тахҫанах палӑрнӑ. Юрий Николаевич пуҫӑнакан ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ, пахалӑхӗ, курӑмлӑхӗ пирки иккӗленмелле мар, тӑвас ӗҫе вӑл тӗплӗ те ӑмсанмалла лайӑх тума хӑнӑхнӑ. Ю. Спиридоновӑн ҫынна пулӑшасси малти вырӑнта тӑрать: ачасене, уйрӑмах «йывӑр» теме хӑнӑхнисене, спортсменсене, чӑваш культурин ӗҫченӗсене тӗрек парсах тӑрать вӑл.

Юлашки ҫулсенче Ю.Спиридоновӑн пурнӑҫӗнче кино пысӑк вырӑн йышӑнма пуҫларӗ. Чи малтанах вӑл каскадер пек Раҫҫей телевиденийӗнчи паллӑ «Улицы разбитых фонарей», «Менты», «Каменская» сериалсенче ӳкерӗннӗ, каярах «Краповый берет» («Белорусфильм», режиссерӗ — Андрей Голубев), «Человек войны» (Раҫҫей, режиссерӗ — Алексей Муратов) сериалсенче тӗп рольсенче пӗрне калӑпланӑ. «Белорусфильм» (режиссерӗ — Андрей Голубев) ун пирки автобиографиллӗ «Путь доброты» фильм та ӳкернӗ, унта Юрий Николаевич тӗп роле вылянӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3682, 3683, 3684, 3685, 3686, 3687, 3688, 3689, 3690, 3691, [3692], 3693, 3694, 3695, 3696, 3697, 3698, 3699, 3700, 3701, 3702, ... 3879
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 24

1937
88
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
83
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
11
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...