![]() Ӑҫтахсем 1960 ҫулта Ливири Сахара айӗнче тӗнчери самай пысӑк таса шыв пуххи пуррине палӑртнӑ иккен. Ҫак шыв 75 метр тарӑнӑшӗнче вырнаҫнӑ. Ӑҫтахсем шутланӑ тӑрӑх Ҫӗр ҫинчи мӗн пур таса шыв Сахара пушхир айӗнче тупӑннинчен 12 хут сахалрах иккен. Кунти шыв тӗнче халӑхне ӗҫсе-ҫӑвӑнса-тасалса пурӑнма 5 пин ҫула ҫитме пултарать тет. Кун пирки вара тӗнчери халӑха ним те пӗлтермен тесе каласан та тӗрӗсех пулӗ, мӗншӗн тесен ҫулран ҫул ӗҫме юрӑхлӑ шыв хакӗ ӳссех пырать. Ӑна сутакансен мулӗ те. Ун чухнехи Ливи ертӳҫи Муамор Каддафи пректӗнче палӑртнӑ тӑрӑх ҫак шывпа мӗнпур Африка халӑхӗсем пӗр кубометр шывшӑн 35 цент тӳлесе усӑ курма пултарнӑ имӗш. Сӑмахран Мускавра шыв хакӗ — ҫакӑн чухлех. Хальхи вӑхӑтра вара Африкӑра пурӑнакан халӑх шывшӑн 4 доллара яхӑн тӳлет. Каддафи проектне 1983-мӗш ҫултах пурнӑҫа кӗрте пуҫланӑ тет, 270 шыв уҫлакан шахта хута янӑ. Ҫапла май 1996 ҫултанпа Ливи халӑхӗшӗн шыв ыйтӑвӗ ҫук. Вӑл вӑхӑтра патшалӑхри 160 пин гектар таран пушӑ выртан ҫӗрсене те хута янӑ пулнӑ. Ку анчах мар, ҫӗр айӗнчен тухакан шывпа Сахара тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ халӑхсен ҫӗрӗсене шӑварса тыр-пул ҫитӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Кӳкеҫри культура центрӗнче акан 17-мӗшӗнче «Шупашкар район пики-2012» конкурс иртрӗ. Унта 7 ял тӑрӑхӗ хӑйсен маттурӗсемпе паллаштарчӗ. Чӑваш тӗрриллӗ кӗпесем тӑхӑннӑ 7 пике сцена ҫине тухсан залра темччен алӑ ҫупрӗҫ. «Чӑн та, пирӗн хӗрсемех хитре ҫав. Чӑваш кӗпи тата та илӗртӳллӗ, йӑрӑс пӳллӗ кӑтартать. Ах, чипер», — арҫынсем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла калани те илтӗнчӗ. Хӗрсем конкурс заданийӗсенче — «Паллашу карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш наци апачӗ», «Чӑваш стилӗ» — тупӑшма пуҫласан куракансем вӗсен ӑс-тӑнӗнчен те, пултарулӑхӗнчен те тӗлӗнчӗҫ. «Кун пек хӗрсемпе Шупашкар районӗ чӑн-чӑнах мухтанма пултарать», — терӗҫ залра ларакансем. Жюри членӗсен хаклавӗнчен вара ҫакӑ курӑнчӗ: Ҫӗньялти Диана Павлова «Ҫепӗҫ пике», Ишек тӑрӑхӗнчи Лидия Одинцова «Ӑслӑ пике», Тутаркассинчи Светлана Федорова «Пултаруллӑ пике», Шӗнерпуҫ тӑрӑхӗнчи Татьяна Васильева «Сӑпайлӑ пике» пулса тӑчӗҫ. Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗнчи Ксения Федорова вара «Шупашкар район пики-2012» титула ҫӗнсе илчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Уяв саманчӗ Акан 19-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Чӑваш тумӗн уявӗ. Мӗн тери селӗм эсӗ, чӑваш кӗпи! Пирӗн умра мӗнле кӑна тӗрӗллӗ кӗпесем пулмарӗҫ пулӗ. Кашни кӗпен хӑйӗн историйӗ, хӑйӗн пурнӑҫӗ. Пирӗн умра тури, анатри чӑваш тумӗсем пулчӗҫ. Авалхи чӑваш кӗписем анчах мар, сцена валли ятарласа ӗҫлеттернӗ тумсене те сӑнарӑмӑр. Факультет деканӗ В.Г. Родионов профессор каласа хӑварнӑ тӑрӑх, турипе анатри чӑвашсен тумӗсен тӗррисем хушшинче уйрӑмлӑхсем пур-мӗн. «Турисен тӗррисем вӗтӗрех, анатрисен вара шултӑрарах. Енчен те паянхи чӑвашсем тӗрӗллӗ масмак пуҫа ҫыхсан та еплерех илемлӗ те аван пулӗччӗ, тӳрех урампа чӑваш ҫынни пынине пӗлме пулӗччӗ», — терӗ хисеплӗ профессор. Факультет ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех пӗчӗк курав та йӗркеленӗ. Тумӗсем анчах мар, капӑрлӑхӗсем те куҫа савӑнтарчӗҫ. Пирӗн шутпа, ку пурне те кӑсӑклантарчӗ. Халӗ тури чӑваш хӗрарӑмсем туя кайнӑ чух еплерех эрешсем ҫакса ҫӳренине куртӑмӑр. Анатрисем те ку енчен юлса пымаҫҫӗ. | ||
![]() Ҫӗнӗ лауреатсем Акан 17-мӗшӗнче Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче Н. Янкас ячӗллӗ премин ҫӗнӗ лауреачӗсене чысламалли каҫ иртрӗ. Каҫа районти Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн ертӳҫи Г.Л. Ефимов уҫрӗ. Район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ А.Н. Лебедев пухӑннисене ҫав уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ. 2011 ҫулшӑн Н. Янкас ячӗллӗ премие парас енӗпе ӗҫлекен комисси председателӗ Н.Г. Ершов преми илме тӑратнӑ кандидатсем пирки комиссине килнӗ ӗҫлӗ хутсемпе паллаштарчӗ, кашни лауреатӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Иккӗн тивӗҫ пулнӑ ҫак чыса кӑҫал: Иван Петрович Матвеев фотоӑстаҫӑпа Клавдия Ильинична Васильева сӑвӑҫ. И.П. Матвеев 1949 ҫулта Ҫӗнӗ Йӗкӗт ялта ҫуралнӑ. Упири вӑтам шкул хыҫҫӑн вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() 1914-1919-мӗш ҫулсенчи пулӑмсем Чӑваш Ен историне те кӗрсе юлнӑ иккен. 1916-мӗш ҫулта Брусилов генерал ҫар корпусӗ Австрипе-Венгри ҫарӗсене ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн 1,5 млн. тӑшман салтакӗ, вӗсен хушшинче чехсем, венгрсем тата нимӗҫсем тыткӑна лекнӗ пулнӑ. Ҫаксене Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласенче вӑрҫӑ пӗтиччен асӑрхаса усранӑ иккен, пинӗ-пинӗпе чукун ҫул тӑрӑх хӗвелтухӑҫ еннелле ӑсатнӑ. Ҫапла вара ӗнтӗ хӑш-пӗрине чӑваш ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫнӑ станцийӗсенче усӑ курма хӑварнӑ тет. Ҫак салтаксене ахаль тӑрантарса лартман иккен, ӗҫлеттернӗ. Вӑрнар тарӑхӗнче те вӗсем чукун ҫул станцине хӑвӑртрах хута ярас тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче усӑ кӑтартнӑ: ҫӗр чавна, чул катнӑ, ҫуртсем купаласа хӑпартнӑ. Ҫак «нимӗҫсем» 1916-17-мӗш ҫулсенче станцӑра пӑравуссене таса шывпа тивӗҫтерме пӗве картланӑ тата шыв уҫлакан насус станцине чулран купаланӑ иккен. Вӑрнара пӗрремӗш пуйӑс 1917 ҫул вӗҫӗнче ҫитнӗ теҫҫӗ. 1917-мӗш ҫулта тунӑ пӗве пуҫӗ тата кӗперӗсем хальхи куна та ҫирӗп лараҫҫӗ иккен. Ӗҫлеме пӗлнӗ ҫав ӗлӗк, тусӑмӑрсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Красноармейски районӗн ҫӗнӗ энциклопедине кун ҫути парас тӗлӗшпе ӗҫлев ушкӑнӗ Трак ен ҫыннисене чӗнсе калани![]() Трак ен гербӗ Хаклӑ ентешсем! Красноармейски районӗн ҫӗнӗ энциклопедине кӑларас ӗҫ пуҫӑнчӗ. Ҫакӑ калама ҫук пысӑк та яваплӑ ӗҫ. Ку таранччен эпир Трак тӑрӑхӗн историйӗпе тата унӑн паллӑ ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ «Трак ен» (2000 ҫ.) тата «Красноармейский район. Люди и судьбы» кӗнекесем кӑларнӑ-ха. Анчах вӗсем ҫӗнӗ энциклопедин пӗр пайӗ ҫеҫ пулса тӑраҫҫӗ. Пысӑк кӑларӑма кӑларма пысӑк та ҫӗнӗ вӑй кирлӗ. Ку хутӗнче пире Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх те пулӑшу кӳме шантарать. Чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑла пур: вӑл кирек епле йывӑр ӗҫе нимелле — халӑхпа пӗрле кар пуҫтарӑнса тума хӑнӑхнӑ. Эпир районӑн ҫӗнӗ энциклопедине кун ҫути кӑтартма та ҫак йӗркепе йӗркелесе ямалла тесе шутлатпӑр. Чӑвашсен «Пӗччен хулӑ хуҫӑлать», «Пӗччен сурать — типсе пырать, халӑх сурать — кӳлӗ тӑвать» каларӑшсем пур. Энциклопеди материалӗсене пухассине, пирӗн шутпа, пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫине хуни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Эпир ҫак ӗҫе ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑмсене кӑларма хутшӑннисене, таврапӗлӳҫӗсене, вӑрҫӑпа педагогика, партипе совет ӗҫӗн ветеранӗсене, шкулсенче вӗрентекенсене, вулавӑш ӗҫченӗсене, культурӑпа суту-илӳ, сывлӑха сыхлас тата право йӗркине ҫирӗплетес ӗҫре тӑрӑшакансене, ытти пултарулӑх ҫыннисене явӑҫтарма ыйтатпӑр, чӗнсе калатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Конференцин пӗр саманчӗ Кашни ҫулах Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче Раиса Сарпи сӑвӑҫа халалласа литератара каҫне ирттереҫҫӗ. Ытти ҫул ачасем тӗрлӗ номинацире сӑвӑҫӑн сӑввисене вулатчӗҫ, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартатчӗҫ. Кӑҫал вара ку уява урӑхларах ирттерме шутланӑ. Уяв ятарласа Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хушшинче иртрӗ. Вӗрентекенсем Раиса Сарпин пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗ тишкернӗ доклачӗсене, хӑйсем тата поэтесса ҫырнӑ сӑввисене вуларӗҫ. Сарпин сӑввисем тӑрӑх ҫырнӑ юрӑсене юрларӗҫ. Урокра усӑ курма юрахлӑ хӑтлавсемпе (презентацисемпе), методика разработкисемпе паллаштарчӗҫ. Раиса Сарпи хӑй те аякри ҫула пӑхмасӑрах килни уява илем кӳчӗ. | ||
![]() Паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри информаципе культура центрӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, чӑваш халӑх ҫи-пуҫӗн ӑсти Зинаида Воронова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Васильева пулчӗҫ. Шкул ачисемпе тӗл пулнӑ май З.Воронова тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан чӑвашсен ҫи-пуҫӗн уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштарчӗ, хӑй аллипе хатӗрленӗ тумсен куравне йӗркелерӗ. Вера Кузьмина артистка П.Хусанкай ҫырнӑ «Тилли юррисем» ярӑмри сӑвӑсене тата «Ҫӗпӗр дивизийӗ» спектаклӗн пӗр пайне кӑтартнӑ чухне чылайӑшӗ куҫҫулленчӗ. Лариса Васильева чӑваш юррисене шӑрантарчӗ. Уяв пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Культура ӑстисем ку мероприятие Чӑваш чӗлхи эрнине халалланӑ. | ||
![]() Иртнӗ кӗҫнерникун Раҫҫей правительствин сайтӗнче аслӑ чиновниксен арӑмӗсем 2011-мӗш ҫулта мӗн чухлӗ тупӑш илнине пӗлтернӗччӗ. Ӑҫта ӗҫлеҫҫӗ-ши ку чаплӑ маткасем, мӗнрен укҫа тупаҫҫӗ? Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх чи пуян чиновник арӑмӗ (1-мӗш вырӑн) Ольга Шувалова иккен. Унӑн пӗлтӗрхи тупӑш 365 млн. тенке ларнӑ имӗш! Килте ларсах (налук хучӗ тӑрӑх вӑл ӗҫсӗр кил хуҫи) «Газпром» тата «Сибнефть» акционерлӑ ушкӑнсен хаклӑ хучӗсемпе суту-илӳ тусах пуять иккен. Кунсӑр пуҫне тата Раҫҫейре икӗ пысӑк хватер (108 тата 175 тв.м), ҫурт (4 174,1 тв.м), Англире (424 кв.м), Арабсен Эмиратӗсенче хваттер (153,32 тв.м) тата ҫурт вырӑнӗ (1 245, 44 тв.м), Австрире пӳрт (1 479,84 тв.м). Ҫулҫӳреве Раҫҫей машинисемпе тухасшӑн мар Ольга Шувалова, картишӗнче Jaguar, Mercedes-Benz S350, S500 тата S-класслӑ седан V221, лимузин ЗИЛ-41047, Форд Химер Кемп машинӑсем лараҫҫӗ. Наталья Дубовицкая вара, Владимир Путин правительствинчи иккӗмӗш ҫын пулакан Владимир Сурковӑн мӑшӑрӗ, хӑй пуянлӑхӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнать иккен. Пӗлтӗрхи ҫул ун кӗсьине 125 млн. тенкӗ кӗрсе вырнаҫна тесе кӑтартнӑ вӑл налук хучӗ ҫине. Наталья Дубовицкая Раҫҫейри крахмал тӑвакан пӗрлешӳллӗ компанисен ертӳҫин ҫумӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Майрабеевсем Чӗмпӗр облаҫӗнчи чи пысӑк чӑваш ялӗнче, Кивӗ Улхашра (Чӑнлӑ районӗ) ирӗклӗ майпа кӗрешсе пӗртӑван Георгийпа Пётр Майрабеевсен парнисене илессишӗн 4-мӗш турнир иртрӗ. Георгий — кӗрешӳ енӗпе спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ, халӗ Чӗмпӗрти «Авто Форум» фирмӑн директорӗ. Пётр спорт маҫтӑрӗ, ҫак фирмӑра аслӑ маҫтӑрта ӗҫлет. Турнира 10-16 ҫулхи 210 кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ, пурӗ 16 ушкӑн. Ҫав шутра Анат Кама (Тутарстан), Тольятти (Самар облаҫӗ), Атяшево (Мордови), Канаш (Чӑваш Ен) хулисенчен. Майрабеевсем хӑйсен шкулӗнчи пӗрремӗш тренерне Н.Узеринова тав туса асӑнмалӑх парне пачӗҫ, шкул валли спорт хатӗрӗсем туянма 15 пин укҫа хӑварчӗҫ. Хисеплӗ хӑнасене вара — вӗсем хушшинче Майрабеевсене вӗрентнӗ РФ тава тивӗҫлӗ учителӗ Н.Кадебин, 1993 ҫулхи Европа чемпионки, икӗ хутчен Раҫҫей чемпионки, тӗнче шайӗнчи спорт маҫтӑрӗ Л.Исламова (Анат Кама), регионсен хушшинчи Кӗрешӳ федерацин президенчӗ В.Васильев (Шупашкар) — сувенирсем, медальсем парса чысларӗҫ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |