![]() Юлашки вӑхӑтра Раҫҫей патшалӑхӗ халӑх йышӗ чакса пынипе пӑшӑрханма тытӑнчӗ: ӗҫ ҫыннисен шучӗ чакса пырать, хӗсмете тӑратма каччӑсем те ҫитсех пымаҫҫӗ, тивӗҫлӗ канӑва тухнисен шучӗ те кӗҫех ӗҫлекеннисенчен ирттерет пулӗ. 1990-мӗшсенчи хаяр пулӑмсем кӗҫ-вӗҫ ӗнсерен килсе ҫапаҫҫӗ, хӑвӑрах астӑватӑр пулӗ — халӑх пачах та ача ҫуратма пӑрахрӗ вӑл вӑхӑтра, халӗ вара юратнӑ патшалӑх хыпаланса ӳкрӗ. Паллах ӗнтӗ, тавлашма йывӑр, ача шучӗ ӳсмесессӗн патшалӑх пӗтесси те инҫе мар. Юлашки ҫулсенче ҫамрӑксене хавхалантарма 11 тӗслӗ пособи-пулӑшу шутласа кӑларнӑ. Ҫак сӗнӳсем шутӗнче — 1,5–3 ҫулхи ачана амӑшӗ ача пахчине ярас килмест пулсассӑн — патшалӑх ӑна кӑҫалтан 4 330 тенкӗ укҫа парать. Ӗҫӗ-пуҫӗ пирӗн хӗрарӑмсем ача пахчисене килӗштерме пӑрахнинче мар, вӗсем ӗҫсӗр килте ларас килнинче те мар. Паллӑ ӗнтӗ — хулари хӗрарӑмсем ӗҫ тупайманнипе чылай нушаланаҫҫӗ, вӑт хайхи 4 330 тенкӗ ӗҫ укҫи пулса тӑрать те. Шупашкар хулине илес пулсан — 969 хӗрарӑм пуш уйӑхӗнче ҫак пулӑшӑва илнишӗн чӑтма ҫук савӑнаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ. | ||
![]() Иван Олигер Ӗнер, акан 8-мӗшӗнче Шупашкарта зоологи шкулне пуҫаракан, паллӑ ӑсчах-зоолог Иван Михайлович Олигер пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Иван Олигер 1909 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Воротынец районне кӗрекен Каменка ялта ҫуралнӑ. Вӑл зоологие вӗренмелли кӗнекесен авторӗ пек паллӑ. Ҫавӑн пекех чылай статья, чылай ӑслӑх кӗнеки пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн вӗрентӳ сукмакӗ 1939 ҫулта Ленинградри патшалӑх университечӗн биологи факультетӗнче пӗлӳ илнинчен пуҫланнӑ. Чи малтанах вӑл Мӑкшӑ патшалӑх заповедникӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. Кайран, вӑрҫӑран таврӑнсан (1946-1951), кун-ҫул сукмакӗ Вологдӑпа Ярӑслав облаҫӗсен тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ Дарвин ячӗллӗ заповеднике илсе ҫитернӗ. 1951 ҫулта Иван Михайлович Шупашкара лекнӗ, кунти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче зоологи кафедрин заведующийӗ ӗҫне тума пуҫланӑ. Кунта вара вӑл мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрмашнӑ — 1979 ҫулчченех. Иван Михайлович Олигерпа ыран, акан 10-мӗшӗнче сывпуллашӗҫ, 12-14 сехетсем хушшинче. Хусанкай ячӗллӗ КК пымалла (ҫапла пулас). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Тӑвай районӗн таврапӗлӳ музейӗнче «Пирӗн тӑрӑхри вӗҫен кайӑксем» экспозици уҫӑлчӗ. Чӑваш вӑрманне кӑтартса паракан сцена ҫинче тӗрлӗ йывӑҫ тураттисем ҫине 60 ытла кайӑк вырнаҫса ларнӑ. Кунта тӑмана, улатакка, шӑнкӑрч, ула курак, салакайӑк тата ытти те кӗҫ-вӗҫ вӗҫсе каяс евӗр лараҫҫӗ. Вӗҫеймеҫҫӗ ӗнтӗ халь тин, мӗншӗн тесен кунта — кайӑксен катемпийӗсем кӑна. Анчах та куракан хӑйне вӑрмана лекнӗ евӗрех туять: куракана вӑрман шавне, кайӑксен сассине компьютӗр урлӑ ҫитереҫҫӗ. Хӑнасене шкул ачисем хатӗрленӗ тӗрлӗ алӑ ӗҫӗсемпе те паллаштараҫҫӗ, ҫутҫанталӑк ҫинчен кӑсӑклӑ пуҫватӑмӑшсенче те хутшӑнма юрать иккен. Музей ертӳҫи Светлана Сергеева каланӑ тӑрӑх экспозици ака уйӑхӗ вӗҫленичченех пымалла. Тӑвайсем! Пуш вӑхӑт тупса вӗҫен кайӑксен куравӗпе паллашма ан манӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче нумай пулмасть ҫӗнӗ кӗнеке тухрӗ — «Ермей Рожанский. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ». Виталий Родионовӑн тин кӑна тухнӑ кӗнекинче эсир Е.И. Рожанский пирки ҫырнӑ статьисемпе паллашма пултаратӑр. Ытларах пайӗ — чӑвашла, вырӑслисем те пур. Чӗлхеҫӗсемшӗн уйрӑмах Ермей Рожанскийпе унӑн вӗренекенӗсен ӗҫӗсем кӑсӑклӑ пулмалла — малтанхи словарьсем (сӑмахран, «отец» тата «мать» сӑмахсене унта «атей» тата «апай» сӑмахсемпе куҫарнӑ), тӗн кӗнекисен куҫарӑвӗсем, чӑвашла вӗрентнӗ чухнехи сӑмахсен пуххи (уроксемпе пайланӑ) вырнаҫнӑ. Ытти кивӗ документсем те чылай. Кӗнеке «СУМ» лаввкана та ҫитнӗ — ун хакӗ 130 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Александров В.А. музея уҫнӑ кун (2005 ҫул) Ҫак кунсенче Кӑкшӑмри спортзалта Етӗрне районӗнчи «Заветы Ильича» (чӑв. Ильич халалӗ) колхоза 17 ҫул хушши ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Александров Вячеслав Александровича асӑнса теннис турнирӗ иртрӗ. Ҫулсарен иртекен ӑмӑрту кӑҫал 7-мӗш хут ирттерчӗҫ. Вячеслав Александрович ҫамрӑксене спорта явӑҫтарас, ял культурине аталантарас тесе хӑй вӑхӑтӗнче нумай тӑрӑшнӑ, Кӑкшӑм шкулӗнче вырнаҫнӑ музей валли материалсем пухас енӗпе чылай ӗҫленӗ. Кӑкшӑм ял администрацийӗ ҫулленех ун ячӗпе спорт ӑмӑртӑвӗсене ирттерме пулӑшать. Кӑҫал теннис ӑмӑртӑвне Кӑкшӑмри шкул ачисем хастар хутшӑнчӗҫ. Чи маттуррисем Тимофеева Марина, Григорьева Кристина, Васюткина Мария, Алексей Кириллов, Александр Проказин, Михаил Жандаров тата Николай Крылов пулчӗҫ. Аслисем хушшинчи кӗрешӳ те хастар иртрӗ. Кӑкшӑмри культура ҫурчӗн баянҫи Шаров А.В. яланхи пекех хастар пулчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем — Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн спортсменӗсем Алексей Антонов, Валерий Лапин, Максим Казанбаев. Вячеслав Александрович ывӑлӗ Юрий Вячеславович пурне те виҫӗ, икӗ тата ер литр пылпа хӑналарӗ, кунсӑр пуҫне вырӑнти ял администрацийӗ кашнинех медаль, хисеп хучӗ тата парнесем парса чысларӗ. | ||
Туслӑх хӗлхемӗ![]() Иртнӗ ҫулсенчи фестиваль саманчӗ. Л.Тарасова сӑнӳкерчӗкӗ. «Туслӑх хӗлхемӗ» наци фестивальне ирттересси ҫулран ҫул вӑй илсе аталанса пырать. Вӑл темиҫе тапхӑра пайланать: малтанах ӑна шкулсенче, унтан район шайӗнче, юлашкинчен республикӑн тӗп хулинче ирттереҫҫӗ. Ака уйӑхӗн улттӑмӗшӗнче Комсомольски районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине, тӑван ен культурине юратакан ачасемпе вӗсен вӗрентекенӗсем ирех Комсомольскинчи иккӗмӗш номерлӗ вӑтам шкула пуҫтарӑнчӗҫ. Килнӗ хӑнасене районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ В.Г. Петрова тата ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен С.Г. Индюкова саламларӗҫ. Пурне те ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ. Информатика кабинетӗнче фестивальччен чылай маларах туса ирттернӗ тӗпчев ӗҫӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ «Чӑвашлӑх тӗнчи» мультимедиллӗ хӑтлавсен конкурсӗ пулчӗ. Ӑна кӑҫал чӑвашсен пирвайхи композиторӗсене: Степан Максимовпа Федор Павлова, халӑхсене ҫутта кӑларакан Н.Ильминскипе В. | ||
![]() Райадминистраци залӗнче «Тӑвай районӗн 2011 ҫулхи бюджечӗ мӗнле пурнӑҫланни ҫинчен отчета ҫирӗплетесси» йышӑну проекчӗпе халӑх итлевӗ иртнӗ. Кун йӗркинчи ыйтупа район администрацийӗн укҫа-тенкӗ пайӗн начальникӗ А.Г.Сергеев доклад каланӑ. Вӑл 2011 ҫулта муниципаллӑ бюджета пурнӑҫлассипе мӗнле ӗҫлени ҫинчен тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ. Асӑннӑ ыйту тӑрӑх районти депутатсен Пухӑвӗн йышӑну проектне ырланӑ. Хушусемпе сӗнӳсене хыснапа экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен депутатсен яланхи комиссийӗнче сӳтсе явса, депутатсен Пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӑхса тухма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() И. Дубанов «Сӑвӑллӑ географи» — Шупашкарти 38-мӗш шкулта тӑрӑшакан Иван Дубановпа Людмила Фадеевӑн анчахрах тухнӑ ҫӗне кӗнеки. Ӑҫтахсем каланӑ тӑрӑх ҫӗнӗ меслет ачасене ҫутҫанталӑка икенлӗн вӗрентме май парӗ, тавракурӑма самай анлӑлатӗ. Ҫутҫанталӑк пуянлӑхне сӑвӑ чӗлхипе кӑтартма тӑрӑшни паянхи вӗрентес ӗҫре паллах ӗнтӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ утӑм. Кӗнекере вырӑс тата ют ҫӗршыв сӑвӑҫӗсем кӑна мар, чӑвашри ӑстасем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ иккен. Ҫак ӗҫри сӑвӑҫсен пӗрлӗхӗ тӗнче те пӗр йыш пулнине палӑртать ӗнтӗ. Иван Дубанов Чӑваш Ен вӗренткенӗсем хушшинче чи паллисенчен пӗри, унӑн кӗнекисем тӑван ен пуласлӑхӗшӗн куллянакан кашни ҫын сӗтелӗ ҫинче. 38-мӗш шкулта ачасен ӑсне литературӑна хывакан Людмила Фадеевапа Иван Дубанов пӗрремӗш хут ӗҫлет пулин те вӗрентекенсене ҫӗнӗ меслет кӗнеки кӑмала кайнӑ. Чӑн та, чӑвашсем калашле, тӑрашсан ту ҫинче тулӑ пулать. Пӗрле йӗркеленӗ ӗҫ малалла та ӑнӑҫлӑ тӑсӑлтӑрччӗ — вӗренӳ ӗҫӗнче усӑ курма юрӑхлӑ ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ кӗнекесем кӑлармалла пултӑрччӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев акан 5-мӗшӗнче республикӑри мӗнпур ял хуҫалӑх пайӗсенче ӗҫлекенсен пухӑвне ирттернӗ. Кӑҫалхи ҫуркунне ҫӗр ӗҫченӗсене йывӑрлӑх питӗ те нумай кӳрӗ. Анчах та вӑл та мар паянхи хреҫчене ытларах сӗт хакӗ пӑшӑрхантарать — ҫуркунне вӑл ҫуллахинчен те, хӗллехинчен те самай сахалрах. Чӑн та ӗнтӗ, хӗлӗпе сӗт 13-14 тенкӗ тӑнӑ пулсассӑн, пуш уйӑх ҫитнӗ тӗле ӳнелсе те ӳнелсе пырать. Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов сӗт хакӗ ҫапла «аташни» пирки тӗпӗ-йӗрӗпех ӑнлантарса пама кӑҫал вӑхӑт тупатех. Чӑнах та ӗнтӗ, лавкара пӗр литр сӗт 30 тенкӗ тӑрать пулсассӑн, сӗт суса илекенӗн кӗсьине 14-16 тенкӗрен кая мар кӗмелле пек. Ӑҫта вара ҫав укҫа? Ҫапла май Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх промышлинӗкӗсен пӗрлӗхӗ сӗт пуҫтаракансене пӗр литршӑн 12 тенкӗрен каярах мар тӳллетерме сӗнчӗ, алӑ пусса хут йышӑнчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Тин кӑна тенӗ пек Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» 1-мӗш томӗ пичетрен тухрӗ. Нумай-нумай ҫул хатӗрленӗ ӑнлантару словарӗ вулакансем патне ҫитрӗ. Нумай томпа кӑларма палӑртнӑ ӑнлантару словарӗн пӗрремӗш томӗ А — И саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсемпе паллаштарать. Авторсем чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе илемне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вулакан кашни сӑмахӑн пӗлтерӗшӗпе е пӗлтерӗш ярӑмӗпе, ҫирӗпленнӗ ҫыхӑнӑвӗсемпе тата стилистика уйрӑмлӑхӗпе паллашма пултарать. Тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсемпе пӗрлех сайра тел пулаканнисем те, кивелнисемпе вӗр ҫӗннисем те ку словарьте вырӑн тупнӑ. «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» тӑван чӗлхене хаклакан, ӑна тӗплӗрех пӗлме тӑрӑшакан кашни ҫыншӑн интереслӗ те усӑллӑ пулӗ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна эсир «СУМ» лавккара туянма пултарӑтӑр — хакӗ 130 тенкӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |