Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Канаш ҫуралнӑ кунне тата чукун ҫул ӗҫченӗсен уявне паллӑ тунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 04.08.2014 16:13 | 1686 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫурлан 3-мӗшӗнче Канаш хули ҫуралнӑ кунне тата чукун ҫул ӗҫченӗсен уявне паллӑ тунӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ, ЧР строительство министрӗ Олег Марков, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Вячеслав Александров килнӗ. Ҫавӑн пекех уява Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов, Чулхула чукун ҫулӗн Канаш станцийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Георгиев, Канаш тата Тӑвай епископӗ Стефан хутшӑннӑ.

Олег Марков Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламне вуланӑ. Михаил Васильевич ҫырура Канаш республикӑн транспорт центрӗ пулнине, кунти халӑхӑн пурнӑҫӗ чукун ҫул магистралӗпе ҫыхӑннине палӑртнӑ.

Канаш — республикӑри пысӑк хуласенчен пӗри. Вӑл республикӑн социаллӑ экономика аталанӑвне самай витӗм кӳрет. Кунта ҫуртсем, социаллӑ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, инженери тата транспорт инфратытӑмӗ ҫӗнелет, инвестици климачӗ лайӑхланать, ача ҫураласси ӳсет. Пӗр сӑмахпа — канашсен мухтанмалли пурах. Канаш монохуласен йышне те кӗнӗ ав. Ӑна аталантарас тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ.

Ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Инна Карзакова, Маргарита Григорьева, Татьяна Суфирова, Светлана Нуриева ЧР Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Александр Николаев «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» тулли мар яваплӑ общество президенчӗн тавне тивӗҫнӗ.

Унтан «Пире кӗвӗ пӗрлештерчӗ» программа пуҫланнӑ. Унта Хусанти Ольгӑпа Виктор Киреевсем, Шупашкарти Андрей Макаров тата Канашри солистсем хутшӑннӑ. Уява чӑваш эстрада юрӑҫисене те чӗннӗ.

Хӗрарӑмсен канашӗн пайташӗсем ҫӗрулмирен пӗҫернӗ апат куравне йӗркеленӗ.

Сӑнсем (69)

#Канаш, #уявсем, #Канаш хула кунӗ, #Хусан, #Шупашкар, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем