![]() Чӗмпӗр облаҫӗнчи чи пысӑк чӑваш ялӗнче — Кивӗ Улхашра — ирӗклӗ майпа кӗрешсе пӗртӑван Майрабеевсен парнисене илессишӗн регионсен хушшинчи 5-мӗш турнир иртрӗ. Унта пилӗк тӑрӑхран — Чӗмпӗр тата Самар облаҫӗсенчен, Тутарстанран, Мӑкшӑ, Чӑваш Республикинчен — килнӗ 200 ытла ҫамрӑк кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ. Ӑмӑртӑва уҫма Чӑнлӑ район пуҫлӑхӗ Х.В.Рамазанов, Чӗмпӗр хули пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ П.К.Столяров, УОЧНКА пуҫлӑхӗ В.И.Сваев, полици подполковникӗ А.П. Вражкин тата ыттисем килнӗччӗ. Турнира тӑваттӑмӗш хут килекен хӑна, Мӑкшӑ Республикинчи Атяшево районӗнчи спорт тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Д.П.Горбунов ҫапла каларӗ: «Майрабеевсен турнирӗ йӗркелӳ енчен — Атӑлҫи Федераллӑ округра чи лайӑххисенчен пӗри тесе шутлатӑп. Кунта яланах ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илеҫҫӗ, ачасене тӳлевсӗр апатлантараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене, парне илекенсене кубоксӑр, хисеп хучӗсемпе медальсӗр пуҫне самаях пысӑк сум укҫа параҫҫӗ». Ӑмӑрту 1996-2003 ҫулсенче ҫуралнисем хушшинче иртрӗ. Вӗсене ҫулне кура виҫӗ ушкӑна пайланӑччӗ. Командӑсем хушшинче Аслӑ Нагаткин спортсменӗсем ҫӗнтерчӗҫ, 2-мӗш вырӑнта — кавир хуҫисем, виҫҫӗмӗшсем — Ирҫел ялӗнчен (пурте Чӑнлӑ районӗнчисем). |
![]() Ҫулталӑк ытла ӗнтӗ ҫак сайт пирӗн курӑмсӑр выртрӗ. 2011 ҫул вӗҫнелле пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн ӑна каялла тавӑрма питӗ йывӑрччӗ — сӑнсем те нумайччӗ унта, тата движокӗнче те йӑнӑшсем сахал маррине пула тӳрех ӑна чӗртме май ҫукччӗ. Ытти сайтсене те хута ямаллаччӗ те «Чӑваш тӗнчи» пирки майӗпен манса та кайрӑмӑр. Халӗ, сайтсене каллех тепӗр сервера куҫарма пуҫланӑ май (вӑйлӑраххи ҫине куҫатпӑр, Амстердамран — Питӗре), вӑл сайта хута ятӑмӑр. Анчах пӗр ҫӗнӗлӗх пур: малашне унта регистрациленме май пулмӗ. Маларах регистрациленнисем ҫеҫ усӑ курма пултарӗҫ. Паллах, енчен те сирӗн Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ сӑнсем пур пулсан — вӗсене унта кӗртме май паратпӑрах (ҫырупа ыйтса ярӑр та). «Чӑваш тӗнчи» — 2006 ҫултанпа ӗҫлекен сӑнсен галерейи. Унта 18 пин ытла сӑнӳкерчӗк вырнаҫнӑ. Чӑваш Ен кӗтесӗсене кӑтартакан сӑнсен йышех 5 500 яхӑн. Ҫавӑн пекех эсир унта музейсемпе, тӗрлӗ мероприятисемпе, уявсемпе паллашма пултаратӑр. Сайтҫӑсен альбомӗсенче те сӑнсем сахал мар — 2 500 ытла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Муркаш районӗн сайчӗ пӗлтернипе тӑрӑхри шултра мӑйракаллӑ выльӑхсен йышӗн ҫурри ытла — харпӑр хуҫалӑхри витесенче. Ку вӑл 10 383 пуҫ, е районти пӗтӗм йышран 65,4%. Районти ялсенче пурӗ 6 082 ӗне (пӗтӗм йышран 72,5%), 1 192 сысна (пӗтӗм йышран 16,9% [сысна хӑҫан мӑйракаллӑ пулса тӑни паллӑ мар, анчах район сайчӗ вӗсене те ШМВ шутне кӗртет]), 9 683 сурӑхпа качака (пӗтӗм йышран 99%). Ҫавӑн пекех ялти уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗнче 38,3 пин кайӑк (ку районти йышран 10,3%), 29 лаша (районти йышран 34,5%) пур. Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче кайӑк-кӗшӗкпе выльӑх-черлӗхе пусса пурӗ 569 тонна аш тунӑ, 6 591,4 тонна сӗт сунӑ, 1 227,8 пин ҫӑмарта сутнӑ. Муркаш районӗпе шутласан уйрӑм хуҫалӑхра аш тӑвасси 66% танлашнӑ, сӗт сӑвасси — 74,6%. Ялти уйрӑм хуҫалӑхсенче пуш уйӑхӗнче ӗнерен вӑтамран 12,6 кг сӗт илнӗ (пӗлтӗрхи кӑтарту — 13,3 кг). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Илем» ушкӑн Кайри Шӗнерпуҫри (Сӗнтӗрвӑрри районӗ) культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗ кӳршӗллӗ района — Шупашкар районне — концертпа кайса килчӗ. Урай Макаҫ культура ҫуртне «Илем» ушкӑн пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма ҫитрӗ. Курма килекенсем умӗнче вӗсем пуш уйӑхӗнчи уявсем тӑрӑх сӑвӑ вуларӗҫ, кулӑшла номерсем лартса пачӗҫ, юрӑ шӑрантарчӗҫ. Пултарулӑх каҫӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле ларса чей ӗҫлрӗҫ, Урай Макаҫри культура ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнне Сӗнтӗрвӑрри районне хӑнана чӗнчӗҫ — пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнни хальхи вӑхӑтра тем тесен те питӗ пӗлтерӗшлӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер, акан 7-мӗшӗнче, Мускавра ыркӑмӑллӑ концерчӗ иртрӗ. «Барин» пӑрахут ҫинче вӑл 16 сехетре пуҫланчӗ. Мӗнпур пухӑннӑ укҫа Чӑваш Сашши (Александр Павлов) юрӑҫа пулӑшма кайӗ. Шупашкартан Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн делегацийӗ те хутшӑнчӗ — вӗсем шӑматкунах ҫула тухрӗҫ. «Сӑвар» пӗрлешӗвӗнчен концерта кайрӗҫ: Олег Цыпленков ертӳҫӗ, Надежда Заводскова тата Светлана Иванова-Мерчен юрӑҫсем, Алиса Чайникова-Ахахпи — Чӑваш-пики-2013. Енчен те сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур пулсан ҫак счет ҫине укҫа куҫарма пулать («Однокласники» халӑх тетелӗнчен илнӗ): Павлов Александр Витальевич Самарская область, сбербанк России Сберегательная книга, счет 42307.810.9.5415.0023245 Внутреннее структурное подразделение 4244/00057 Е почтӑпа куҫарма пулать: 446476 Самарская область, Похвистневский район, с. Нижнее Аверкино, Павлову Александру Витальевичу (е унӑн мӑшӑрне: Павловой Елене Сергеевне) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Уяври самант Паян Сӗнтӗрвӑрринчи культура ҫуртӗнче уяв пулчӗ — ӑна ҫак культура учрежденийӗ ҫумӗнчи чӑваш юррин хорне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа ирттерчӗҫ. Чылай номинацисенче ҫӗнтернӗ, кашни уява тенӗ пекех хутшӑнакан ушкӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Павлович Раков ертсе пырать. Мӑшӑрӗ те унан ҫак хортах юрлать. Халӑх хорӗн ҫупҫинче — терлӗ автор юррисем. Ҫав шутра, паллах, чӑваш халӑх юррисем те. Хальхи композиторсен хайлавӗсене те тиркемеҫҫӗ вӗсем — Ф. Лукин, Г. Хирпӳ, Ю. Кудаков кӗвӗленисене шӑрантараҫҫӗ. Ушкӑнра аслисем кӑна мар, ача-пӑча та сахал мар — ҫитӗннӗ ӑрӑвӑн эткерне ӳнер шкулӗн фольклор пайӗнче вӗренекенсем тӑсаҫҫӗ. Уяв халах хорӗн юррисемпе пуҫланчӗ. «Чӗкеҫ вӗҫет ҫӳлелле», «Юрату юрри», «Итлӗр куккук сассине» тата ытти юрӑ курма килекенсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Ҫавра ҫул тултарнӑ ушкӑна саламлама ыттисем те килнӗччӗ — вӗсенчен те парне, юрӑ саламӗ, пулчӗ. Чӑваш наци конгресӗ ячӗпе ҫитнӗ Алевтина Соколовӑпа Александр Иванов та ыттисенчен юлмарӗҫ — хисеп хучӗпе чысланисӗр пуҫне пӗрер юрӑ шӑрантарса пачӗҫ. |
![]() Микрофон Кун пирки ӳнер музейӗнче ӗҫлекен Геннадий Иванов-Орков пӗлтернӗ — ун сӑмахӗ тӑрӑх микрофонсем лартасси пирки культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе канашламан иккен, вӗсене систермесӗр хӑварнӑ. Музее курма килекенсене те вӗсене итлени пирки пӗр пӗлтерӳ хучӗ те ҫакман пулать. Геннадий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх микрофонсем ҫак пӳлӗмсенче пур: вахтер патӗнче; иккӗмеш хутри тӗп залсем хушшинче, кӗтеслӗ рекриацисенче (унта чей ӗҫме кӑмӑллаҫҫӗ тет). Курӑмлисем те пур: кӑнтӑр енчи залсенче видеокамера ҫийӗнче. Ҫавӑн пекех администраци коридорӗнче пур — бухгалтери тата тӗп управҫӑн пӳлӗмӗсемпе юнашар вырнаҫнӑ. Музей директорӗ Геннадий Козлов микрофонсем лартнине экспонатсене хӳтӗлесссипе ӑнлантарнӑ. Пӗтӗмпех саккунпа килӗшӳллӗн тунӑ иккен: хутсем йӗркеллӗ, официаллӑ аукцион пуҫарса ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнӗ кӗнеке хуплашки Валентина Элпин «Пулас кинсем» кӗнеки чылай вулакан аллинче пулнӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Виҫӗ пайран тӑракан романа пичетленӗренпе чылай ҫул иртнине (унчченхи 1989 ҫулта тухнӑ) шута илсех пулӗ Чӑваш кӗнеке издательстви ӑна вулакансем патне тӑваттӑмӑш кӑларӑмпа ҫитерме шутларӗ. Уйрӑмах, ҫыравҫӑ кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче 100 ҫул тултарнине шута илсен ку хӑйне евӗр парне пулчӗ — ҫыравҫӑшӑн та, кӗнеке вулама кӑмӑллакансемшӗн те. «Пулас пинсем» кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ чӑваш хӗрӗсем — Талюнапа унӑн тус-тантӑшӗсем — ҫитӗнсе ҫитнӗ-ҫитмен фронта тухса каяҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ хаяр вӑрҫӑ вӗсен шухӑш-кӑмӑлне пиҫӗхтерсе ҫирӗплетет, халӑх ирӗклӗхӗшӗн, юратнӑ ҫӗршыва хӳтӗлесе хӑварассишӗн темӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттереҫҫӗ вӗсем. Хаяр ҫапӑҫусенчен киле ҫӗнтерӳҫӗсем пулса таврӑннӑ хӗрсем мирлӗ ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ. Тӑнӑҫ пурнӑҫра та ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене лавккасенче туянма май пур. 1989 ҫулхи кӑларӑмпа вара пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Канашри ЗАГС (foto.cheb.ru сӑнӗ) Иртнӗ уйрӑхри кӑтартусене тишкернӗ май Канаш районӗнчи ЗАГС ҫак тӑрӑхра пурӗ 54 пепке ҫуралнине палӑртнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗпе танлаштарсан ку самай пысӑк, вӑл вӑхӑтра 42 пепке ҫут тӗнчене килнӗ пулнӑ. Кӑҫалхи кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗнчи кӑтартусем те пӗчӗкрех: кӑрлачра 43 ача ҫуралнӑ, нарӑсра — 38. Ҫуралнисен йышӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнисенчен пысӑкрах пулнине те палӑртнӑ — пуш уйӑхӗнче 41 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Районти ытти кӑтартусене илес пулсан вӗсем ҫакнашкал: пурӗ 20 ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленнӗ, 12 саланнӑ. Пӗр ҫын хӑйӗн ятне улӑштарнӑ — мӗнле ят йышӑнни пирки, хӑшӗ ӑна килӗшменни пирки ГТАҪ (ЗАГС) пайӗ пӗлтермест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӗнеке хуплашки Пултаруллӑ сӑвӑҫсем пирӗн халӑхӑн сахал мар пулин те Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ Алексей Аттил вӗсен йышӗнче уйрӑм вырӑн йышӑнать. Пурӑннӑ пулсан паян вӑл 70 ҫул тултармаллаччӗ. Шел те, кун-ҫулӗ вӑрӑм пулман унӑн, вӑтӑр улттӑра ҫӗре кӗнӗ. Алексей Аттил (ашшӗпе Васильевич) хӑйӗн сӑввисене васкамасӑр ҫырнӑ, — пӗлтерет Вениамин Тимуков: «Вӑл хыпаланмасӑр, чунра капланнӑ шухӑш-туйӑма ҫынсене каласа памасӑр пурӑнма май ҫук чухне кӑна сӑвӑсем хывнӑ». Ҫавӑнпах пулӗ, вӗсем нумаях мар пулин те, кашни сӑввинче тенӗ пекех тарӑн философи вуланать. Алексей Аттилӑн сӑввисем уйрӑммӑн пӗр кӗнекере ҫеҫ тухнӑ — «Илем» ятлинче (1985). Паян эпир ҫав кӗнекене электронлӑ вулавӑша кӗртсе пӗтертӗмӗр — пултаруллӑ сӑвӑҫӑн ӗҫӗпе унта туллин паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |